Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Депутат тăрăшнипе çӗпрелсем спорт площадкиллӗ пулчӗç

«Мӗнпе пулăшас сире, мӗн кирлӗ?», – тесе ыйтнă Çӗпрел районӗнчен суйланнă депутат ӗçпе килсен. Марат Гафаров футбол площадки кирлине пӗлтернӗ. Каланă тунă – ӗнер çав площадкăна чаплă лару-тăрура уçрӗç.

Ӗнер, июнӗн 26-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел ялӗнче темиçе паллă мероприяти пулса иртрӗ. Çавсенчен пӗри – район центрӗнче спорт площадки уçăлни. Кивӗ Çӗпрелне районăн кăнтăр енчен килекен çул хӗрринче центртан инçе мар шурлăхлă лаптăк сарăлса выратчӗ. Ял хуçалăхӗ валли усă курма юрăхлă марччӗ вăл. Нумай пулмасть çавна йӗркене кӗртсе ачасем валли мини-футбол уйӗллӗ, ГТО нормисене пама хатӗрленме тренажерсен лаптăкӗллӗ, çăмăл атлетикăпа тренировкăсем тума спорт площадки хатӗрленӗ. Район пуçлăхӗ Марат Гафаров пӗлтернӗ тăрăх, проекта пурнăçлама РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов пулăшнă. «Мӗнпе пулăшас сире, мӗн кирлӗ?», – тесе ыйтнă Çӗпрел районӗнчен суйланнă депутат ӗçпе килсен. Марат Гафаров футбол площадки кирлине пӗлтернӗ. Каланă тунă – ӗнер çав площадкăна чаплă лару-тăрура уçрӗç. Сăмах май, унта район администрацийӗн представителӗсемсӗр пуçне Ильдар Гильмутдинов хăй те хутгшăнчӗ. Депутат района çынсемпе тӗл пулса вӗсен ыйтăвӗсене хуравлама килнӗ. тӗпулу онлайн-режимра иртнӗ. Пурӗ депутат 75 çын ыйтăвне хуравлама ӗлкӗрнӗ.

Спорт площадкине уçнă çӗре хутшăнса депутат çамрăк футболистсене сывлăх сунса пысăк çитӗнӳсем тума сунчӗ. «Пирӗн ачалăхра кун пек майсем çукчӗ. Футбол выляма ятарлă вырăн пулман. Эсир телейлӗ. Халӗ çине тăрса тернировкăсем тумалла сирӗн. Хам енчен вара спортра пысăк çитӗнӳсем тăвакансене «Рубин» футбол командине кӗртме тăрăшăп», – терӗ вăл ачасене хавхалантарса.

Район пуçлăхӗ Марат Гафаров ачасене ӳркенмесӗр тӗллев патне утма хавхалантарчӗ. Спорт площадкине тунă çӗре хутшăннă строительсене Хисеп хучӗпе наградăласа тав турӗ. Унтан хăнасем ГТО нормисене панă, спорт ăмăртăвӗсенче палăрнă ачасене Пӗтӗм Раççейри физкультурăпа спорт комплексӗн «Готов к труду и обороне» ылтăн паллăпа чысларӗç.  

Палăртса хăвармалла: спорт объектне «Демографи» нацпроектăн «Спорт – норма жизни» федераллă проектпа килӗшӳллӗн пурнăçланă. Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пултаратăр. 

Автор тата Г.Фаизова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество