Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Дмитрий Самаренкина çуралнă кунӗпе саламлатпăр!

ТР Патшалăх Канашӗнче чăваш халăх представителӗ те пулнипе эпир питӗ савăнатпăр.

Иртнӗ эрнере, июнӗн 3-мӗшӗнче, ТР ЧНКА Председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, «Казанский жировой комбинат» УАО Директорсен канашӗн председателӗ Дмитрий Анатольевич Самаренкин 51 çул тултарчӗ.

Дмитрий Анатольевич, сирӗн тивӗçсем питӗ пысăк та яваплă. Кашнине тимлӗхпе вăхăт уйăрмалла. Ниме пăхмасăр Эсир пурне те ӗлкӗрсе пыратăр. Эпир Сире çирӗп ертӳçӗ, ăста специалист, пысăк профессионал, пултăклă, чи малтан хăвăртан çирӗп ыйтакан çын пек пӗлетпӗр. ТР Патшалăх Канашӗнче чăваш халăх представителӗ те пулнипе эпир питӗ савăнатпăр. Эсир çынсен хуйхи-суйхине çитерме, паянхи кунра чи кирлине палăртма пӗлетӗр. Чăваш наципе культура автономийӗн Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçласа чăваш халăхне тата та çывăхрах пултăр. Эсир тăрăшнипе тата тӗрев панипе муниципаллă районсенче ЧНКА çӗнӗ филиалӗсем уçăлчӗç. Çавсен шутӗнче Кайпăçпа Çӳлту районӗсенчи Чăваш наципе культура центрӗсем. Фольклор ансамблӗсем вăйлăрах аталанма тытăнчӗç, наци тумӗсемлӗ пулчӗç. Республика ертӳçисен умӗнче сăмахăр авторитетлă пулнине кура халăхăмăрăн статусӗ, ячӗ çӳлерех çӗкленчӗ.  

Дмитрий Анатольевич, Тутарстанри пӗтӗм чăваш ятӗнчен эпир Сире  çирӗп сывлăх, харпăр ӳсӗмре пысăк çитӗнӳсем, çăмăл мар ӗçре чăтăмлăхпа курăмлă кăтартусем тума, çемьере килӗшӳпе юрату, вăрăм ӗмӗр сунатпăр!  

ЧНКА Ӗçтăвком пайташӗсем, районсенчи ЧНКЦсем, «Сувар» хаçат редакцийӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев