Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Докторская» кăлпассире хут çук

Экспертсем 40 маркăран 39-шне чăнах та аш-какайранах хатӗрленине, пӗрне кăна соя хушнине палăртнă...

Роскачество специалисчӗсем Раççейре кăларакан «Докторская» кăлпассире антибиотик та, ГМО та, йывăр металл та асăрхаманнине хыпарлать «Татар-информ» ИА ведомствăн хыпарӗ çине таянса. Асăннă ведомствăн эксперчӗсем 40 суту-илӳ маркин 90-499 тенкӗ тăракан «Докторская» кăлпассине 70 критерипе тӗрӗсленӗ иккен. Сăмах май, 40 маркăран 39-шне чăнах та аш-какайранах хатӗрленине, пӗрне кăна соя хушнине палăртнă вӗсем. Халăхра анлă сарăлнă кăлпассие целлюлоза хушаççӗ тени тӗрӗсе килмен. Специалистсем асăннă кăлпассире унăн йӗрне те асăрхаман. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество