Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Доминолла выляма юрататри?

2008 çултанпа çӗршывра хуласемпе регионсен Домино чемпионачӗсем иртеççӗ.

2020 çулхи январӗн 4-5-мӗшӗсенче Мускавра Доминопа Раççейӗн IХ уçă чемпионачӗ пулать. Турнире аслисен хушшинче ирттереççӗ (18 çултан аслăрах арçынсемпе хӗрарăмсем). Совет Союзӗнче домино чи анлă сарăлнă вăйăсенчен пӗри пулнă. Халӗ вăл тепӗр хут сарăлать. Ăна «Раççейӗн домино федерацийӗ» общество организацийӗ аталантарать. 2008 çултанпа çӗршывра хуласемпе регионсен чемпионачӗсем иртеççӗ. 2009 çулта Санкт-Петербург доминопа ирттернӗ Тӗнче чемпионатне йышăннă.      

Домино федерацийӗ Раççейшӗн тӗнче чемпионачӗсенче вылять. Нумай пулмасть Мексикăри Кабо-Сан-Лукас хулинче доминопа тӗнче чемпионачӗ иртнӗ, унта пирӗннисем 7-мӗш вырăн йышăннă.

Раççейӗн IХ чемпионачӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе çӗнтерӳçӗсемпе призерсене палăртӗç. Регистраци взносӗ илӗнмест. Чемпионата ирттерес вăхăтпа вырăна заявкăсене илсе шутланă хыççăн палăртаççӗ. Заявкăсене 2019 çулхи декабрӗн 15-мӗшӗччен domino.russia@bk.ru электронлă почтăпа йышăнаççӗ. Тӗплӗнрех  https://russdomino.ru/ сайтра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев