Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Елабуга «ECO FESTа» кӗтет

Августăн 18-мӗшӗнче Елабуга çӳп-çапа уйăрса пуçтарма вӗрентет.

Куллен пухăнакан çӳп-çапа уйăрса пуçтарма, пӗрре усă курнă чӗртавартан тӗрлӗ япала хатӗрлеме, экологие мӗнле упрамаллине августăн 18-мӗшӗнче Елабуга хулинче вӗрентӗç. Кунта «Таса пулать» экологи юхăмӗн çамрăкӗсем ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви пулăшнипе «Пионер» паркра «ECO FEST» фестиваль ирттерме хатӗрленет, тесе пӗлтерет ведомствăн пресс-служби.  Мероприятин тӗллевӗ – халăхра экологи культурине ӳстересси.

Программăра:

Çӳп-çапа уйăрассипе мастер-класс;

Куçса çӳрекен экологи лабораторийӗпе паллашу; 

«Тăван Тутарстан» конкурс (сăнӳкерчӗксем тăрăх хуласене палласа илесси);

Пӗрре усă курнă чӗртавартан тӗрлӗ япала ăсталасси (килтен илсе килнӗ кирлӗ мар япаласенчен хăйне евӗрлӗ япала хатӗрлесси);

Килти чечексем лартассипе мастер-класс;

«Симӗс аптека» (сиплӗ курăка уйăрасси);

Макулатурăшăн парне парасси.

Фестивале хуть кам та хутшăнма пултарать. Кунта ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗксене кунтах пичетлеме май пур. (Сăнӳкерчӗк http://eco.tatarstan.ru сайтран). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология