Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Елена ЗАХАРОВА: «ÇĂЛТĂР ЧИРӖПЕ НИХÇАН ТА АПТРАМАН»

Кинофестивалӗн чаплă хăнисенчен пӗри Раççейӗн паллă актриси Елена Захарова пулчӗ. Унпа хусансем творчествăлла тӗлпулура лайăхрах паллашма пултарчӗç. Тата вăл ӳкерӗннӗ «Сокровища партизанского леса» кинофильма пăхрӗç.

Ытти çулхипе танлаштарсан кăçалхи Хусанти кинофестивале паллă актерсем сахалрах килчӗç пулин те мероприяти чухăнланчӗ теме çук. Творчествăлла тӗлпулусем, ан тив ют çӗршывсен палламан-пӗлмен режиссерӗсемпе, актерӗсемпе, пресс-конференцисем шухăшӗпе тытăм енчен пӗлтерӗшлӗ пулчӗç.

Çавсенчен пӗри – Раççейӗн паллă театр тата кино актрисипе Елена Захаровăпа тӗл пулни. Хусана вăл Юрий Захаровăн «Сокровища партизанского леса» кинофильмӗпе килчӗ.

Сăмах май, кинофестивале хупас церемоние те Елена ертсе пычӗ.

Кино премьери умӗн Еленăпа творчествăлла тӗлпулу иртрӗ. Унта вăл кăштах хăй çинчен, пысăк кинона епле лекни çинчен каласа пачӗ.

«Тутарстан мана питӗ те ăшшăн йышăнчӗ, ку хутӗнче пушшех те», – пуçларӗ калаçăва Елена Захарова. Хăйпе вăл питӗ сăпайлăн паллаштарчӗ. Актриса Мускавра çуралса ӳснӗ, ачаран пуçласа шкулта вӗреннӗ чухне «Буратино» эстрадăпа ташă ушкăнне çӳренӗ.

  •  Ачаран сцена çинче пулма юрататтăм. Вăл мана пысăк вăйпа хăй патне туртатчӗ. Ман анне те çамрăк чух актриса пулма ӗмӗтленнӗ, ир качча тухнипе пурнăçланман ӗмӗчӗ. Тен çавăнпа та-и анне ялан ман майлăччӗ. Мана тӗрлӗ кастингсене, конкурссене илсе çӳретчӗ. «Анне, эс манра чăннипех мӗн те пулин кураттăн-и?» – тесе ыйтсан: «Паллах, унсăрăн çӳремен те пулăттăм», – тетчӗ.

Шкулта пӗрле вӗренекенсем те эпӗ актриса пулас килнине пурте пӗлетчӗç. 7-8-мӗш класра вӗренеттӗм пулӗ. Пӗррехинче телефонпа шăнкăравласа Горький ячӗллӗ киностуди пысăк кăвак куçлă, хӗрлӗ-сарă çӳçлӗ хӗрачана шыранине, пӗр режиссерăн киновӗ валли тӗлпулăва чӗннине пӗлтерчӗç. Паллах, эпир аннепе часрах кăна киностудие пуçтарăнтăмăр. Ыйтатпăр, никам та ним те пӗлмест. Пӗрле вӗренекенсем кулса çапла хăтланни пуçа та килмест. Вӗсем вара чăнласах кулас тенӗ. Çапла аптраса тăнă вăхăтра умран пӗр хӗрарăм иртсе пыратчӗ, чарăнса калаçма пуçларӗ. Кастинг менеджер иккен вăл, ун чух режиссер асисстенчӗ тетчӗç, чăнласа кастинга чӗнчӗ. Çапла хамăн пӗрремӗш кинона лекрӗм, принцесса тусне вылярăм çав картинăра. Тӗп рольсенчен пӗрне – патшана Анатолий Кузнецов, «Белое солнце в пустыни» фильмра ӳкерӗннӗскер, вылярӗ, – каласа парать Елена. – Çапла розыгрыш шăпаллă пулса тухрӗ.

8 класс пӗтерсен пӗрремӗш киноопытпа хавхаланнăскер Елена Голубовскийӗн театр шкулне вӗренме кӗме хатӗрленет. Тӗрӗсрех каласан амăшӗ хатӗрлет – Крыловăн «Кушак аçипе повар» баснине хăйле вуласа, кăтартса. Елена йăлт амăшӗ вӗрентнӗ пек вуласа-кăтартса парать, анчах комисси йышăнмасть. Çамрăк хӗр пиллӗкмӗш хутран йӗре-йӗре чупса аннă хушăра актер профессийӗпе сывпуллашма шутлать.

– «Ну вот, актер профессине артистсен ачă-пăчи кăна лекеет. Эпир сана нимпе те пулăшаймăпăр», – тесе лăплантарма тăрăшрӗç аттепе анне. Вӗсем иккӗш те хăна çурчӗн бизнесӗнче ӗçлетчӗç. Ача чух шанатăн-çке мӗн каланине. Аслисем пурне те пӗлмессе пултарнине шутламастпăр. Çапла модель ӗçӗпе интересленме, ӳсес тесе турник çинче йăтăнма пуçларăм. Модельшӗн манăн 166 сантиметр сахалрах. 90 çулсенче шăпах Раççейре модель ӗçӗ вăйлă аталанса кайрӗ, Японирен, Америкăран – таçтан та агентсем килетчӗç. Телее, мана инçене илсе каймарӗç. Ăнсăртран Раççейпе Америкăн пӗр агентствине лекрӗм. Пӗр фотосессире ларатăп çапла салхуллăн. Пӗр куçаруçă кӗтмен çӗртен кам пулма ӗмӗтленни çинчен ыйтрӗ. Манпа çумлăн  ларакан хӗр акăлчанла пит лайăх пӗлет те эпӗ куçаруçă пулма хатӗрленнине пӗлтерчӗ. «Мӗнле куçаруçă?! Сирӗн актриса пулмалла», – терӗ хайхискер кӗтмен çӗртен. Çак тӗлпулу шăпаллă пулчӗ. Вăл мана тӗрӗс программа суйласа хатӗрленме пулăшрӗ. Çапла ВГИКра хатӗрленӳ курсӗсене иртнӗ хыççăн Щукин училищине çăмăллăнах  вӗренме кӗтӗм.

Вӗреннӗ чухнех Елена активлă ӳкерӗнме тытăнать. Пӗрремӗш роле Лидия Смирновăпа выляма тӳр килет. Кинокартинăна паллă актрисăн 80 çулхи юбилейӗ тӗлне ӳкернӗ. Захарова унта актрисăн мăнукне вылять. Унсăр пуçне унта Иван Охлобыстин, ытти паллă актерсем ӳкерӗннӗ. Пӗрремӗш курсра вӗреннӗ чух уйăх çурă вăхăта ыйтса кайма тӳр килет ăна. Анчах тӗрлӗ сăлтава пула, ытларах ӗçкелеме кăмăллакан режиссера пула, съемкăсем  ытларах вăхăта тăсăлса каяççӗ. Хальхи пек ун чух смартфонсем пулман, çавăнпа çийӗнчех шăнкăравлама та май пулман. Пулас актрисăна училищӗрен кăларса ярассипе те хăратаççӗ, телее, йăлт йӗркеллӗ майлашăнать.

Иккӗмӗш курсра «Приют комедианта» кинора ӳкерӗннӗ хыççăн актриса çӗршывӗпе паллă актриса пулса тăрать. Çакăнтан пуçласа ун фильмографийӗ ӳсме тытăнать.

Тӗлпулура калаçу çулçӳревсем çине те куçса кайрӗ. Юратнă çӗршывсенчен актриса Японие аса илчӗ. Унта вăл çичӗ хутчен пулнă, çав шутра «Гамлет» спектаклӗн гастролӗпе те. Японире косметика компанийӗн сăнӗ пулма та ӗлкӗрнӗ вăл. Тăтăш çӳренипе Япони чӗлхине кăштах вӗреннӗ. Хăй пурнăçӗнче çакăн пек опыт пулнишӗн шăпана тав тăвать вăл.

Щукин училищинчен вӗренсе тухсан Еленăна «Луна» театра ӗçлеме чӗнсе илнӗ. Каярах Раççейӗн паллă актерӗн Олег Табаковăн театрӗнче ӗçлеме тӳр килнине Захарова шăпан тепӗр парни пек йышăнать. Ун театрӗнче актриса питӗ нумай интереслӗ та асра юлмалли рольсем вылянă. Çавсенчен пӗри «Гамлет» антрепризăри Офелия ролӗ.

  • Тӗрлӗ проектсенче Евений Мироновпа, Ирина Купченкопа, Александр Абдуловпа, Николай Караченцевпа, Петр Штейн режиссерпа, ыттисемпе ӗçлеме, вӗсенчен вӗренме май пулнăшăн шăпана тав тăватăп. Маншăн ку темрен хаклă. Пит паллă актерсем пулсан та хăйсене питӗ те интеллигентлă, сăпай тыткалатчӗç. Çăлтăр чирӗпе аптрамастчӗç вӗсем. Опытсăр çамрăк актерсем çине çӳлтен аялалла пăх мастчӗç. Çакăн пек вӗрентекенсем, тӗслӗх пуррипе-и хам та çăлтăр чирӗпе аптраман. Çын пулса юласси питӗ кирлӗ, – тет Елена Захарова.

Калас пулать, актрисăн шăпи çăмăллисенчен мар. Хăй пурнăçӗнче вăл савăнăçпа пӗрле йӳççине те аванах тутаннă. Пӗчӗк хӗрне çухатни, юратнă çынни пăрахса кайни. Елена çакăн хыççăн çӗнӗрен театрта  выляма пуçлани, тӗрлӗ проектсене хутшăнни çинчен тӗрлӗрен калакан пулнă. Хăй сăмахӗпе, вăл çапла майпа тӗрев шыранă. Турăран хăйне телей пама ыйтнă. Халӗ вăл телейлӗ арăм, анне, анчах харпăр пурнăçӗ çинчен каласа пама юратмасть, социаллă сетьре те кăтартмасть. Çапла хăй телейне упрать.

  • Ӗç енчен лара-тăра пӗлмен çын эпӗ. Тен МХАТра ӗçленӗ пулсан  чупкаламăттăм-и, анчах тепӗр енчен тӗрлӗ çӗрте, тӗрлӗ режиссерсемпе ӗçлеме кăмăла каять мана. Хальхи пьесăн театр шкулӗнче Иосиф Райхельгаузпа, Дмитрий Астраханпа пӗрле ӗçлеме пулнишӗн те шăпана тав тăватăп. Калаçура актриса темиçе хутчен те «Шăпана тав тăватăп» тесе каланине асăрхарăр пулӗ. Çак сăмах çаврăнăшӗ ăна пуринчен ытла вăл мӗнле çын пулнине палăртать пулӗ. Вăл чăннипе пархатарлă çын пулни калаçура та сисӗнчӗ.

Елена драмăра та, комедире те пӗр пекех выляма кăмăлланине пӗлтерчӗ.

  • Паллах, залра ларакансене савăнтарса култарма пултарни телей, çав вăхăтрах куракан санпа пӗрле йӗни те телей. Пӗр сăмахпа, артистшăн çынра эмоцисем çуратма пултарни питӗ кирлӗ. Комеди канма пулăшсан, драма шухăшлава аталантарать.  

Кино е театр? Хăшин патне чун ытларах туртăнать? Пӗр артиста та çак ыйтăва памасăр хăвармаççӗ пулӗ. Елена Захарова кино та, театр та хăйшӗн хаклă пулнине каларӗ.

  • Çапах спектакль çав тери чӗрӗ истори. Хăш чух йăлт такăнса пырать. Тепӗр чух пӗр сывлăш çаврăмӗпе иртет – актершăн та, кураканшăн та. Мӗнрен килет ку? Театра куракансен куçӗсемшӗн, туйăмӗсемшӗн юрататăп, – терӗ калаçăва вӗçлесе пирӗн хаклă хăна.

«Сокровища партизанского леса» пирки каласа ăна çемьепе пăхмалли кино пек палăртрӗ. «Картинăна ачасемпе курма пулать, унта хаярлăх çук. Кино ӗлӗкхи евӗр – чăн-чăнла пулса тухрӗ, пӗр спецэффект та çук унта», – терӗ актриса. Захарова кинора музей директорне Дроздовăна  вылять. Унăн икӗ ача  – Маришăпа Миша. 1941 çул, чикӗ хӗрринчи хулана нимӗçсем тапăнса кӗреççӗ. Хула музейне вара тинтерех çеç хаклă экспонатсем – патша вăхăтӗнчи Раççейӗн наградисем, хаклă йышши металпа чулсемпе илемлетнӗ орден медальсем илсе килнӗ. Музей экспоначӗсене хăвăртрах пуçтарса тиев машинипе ăсатса ӗлкӗреççӗ-ха. Анчах машина водителӗ те пуянлăха хапсăнса ăна вăрлама шутлать. Нимӗçсем те сăптăрса илесшӗн çак хаклă экспонатсене. Йӗрлеме тытăнаççӗ. Çакăнтан пуçланаççӗ те картинăри ӗç-пуçсем. Тӗпрен илсен кино – паттăрлăх пирки. Тылра юлнисен, ачасен, партизансен паттăрлăхӗ çинчен.

Тӗп рольсене кинофильмра ачасем выляççӗ – питӗ ӗнентермелле, лайăх. Маришăна – Василиса Немцова, Мишăна – Петр Нечипоренко. Раççейре ача-пăча киновӗ çӗнӗрен вăй илессе шанчăк кӳрет ку.

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор тата Салават Камалетдиновăн («Татар-информ») сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кинофестиваль