Сувар

Элшелӗнче çӗнӗ шкул уçăлчӗ

Пăва районӗнчи Элшелӗн паян историе кӗрсе юлмалли кун.

Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче паян историе кӗрсе юлмалли кун, çӗнӗ вӗренӳ çулӗ тӗлне çӗнӗ шкул çурчӗ уçăлчӗ. Хӗрлӗ хăйăва касмашкăн район ертӳçисем, ял-йыш тата, паллах, шкул ачисем  хутшăнчӗç. Тăхăрьялăн чи пысăк ялӗнче, Элшелӗнче, шкул яланах пулнă, мӗншӗн тесен тавра ял ачисем вӗренме çӳренӗ. Лару-тăру халӗ те питех улшăнман, ачасен шучӗ кăна чакнă.  Элшелсӗр пуçне Ескӳль, Кивӗ Мертлӗ, Ракассипе Çӗнӗ Пăрăнтăк ялӗсенчен вӗренме килеççӗ. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче кунта пурӗ 97 ача пӗлӳ илӗ. Вӗсенчен 10-шӗ пуçласа пӗрремӗш хут партта хушшине ларать. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: школа
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: