Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элшелӗнче кăçал çӗнӗ ача сачӗ уçăлать

Пăва районӗнчи Элшел ял хутлăхӗнче юлашки çулсенче строительство ӗçӗсем вӗçленмен тесен те юрать. Икӗ хутлă çӗнӗ шкул, ФАП, администраци çурчӗсем яла илем кӳрсе лараççӗ, вӗсем уçăлнăранпа вăхăт нумай та иртмен-ха. Хальхи вăхăтра каллех строительство ӗçӗсем пыраççӗ, кӗç-вӗç кунта ача сачӗн çӗнӗ çурчӗ ӳссе лармалла. Ăна сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗлкӗртсе уçма хатӗрленеççӗ.

Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Петрович Сюрмин сăмахӗсем тăрăх, хальхи вăхăтра садике пурӗ 23 ача çӳрет, пӗлтӗр ку ялта тата 8 ача çуралнă. Сăмах май, Элшел ял хутлăхӗнче паянхи кун тӗлне 1004 çын, вӗсенчен 679-шӗ Элшел ялӗнче пурăнаççӗ. Шкулта 104 ача вӗренет.

2022 çула палăртнă чи пысăк ӗçсенчен ача сачӗн строительствисӗр пуçне тата яла «Таса шыв» программăпа шыв кӗртесси те. Ăна халăх тахçантанпах кӗтет. Владимир Петрович ку енӗпе проект хатӗррине, шыв экспертизин пӗтӗмлетӗвӗсем те килнине каларӗ. Хальхи вăхăтра укçа куçасса кăна кӗтеççӗ. Ун хыççăнах пăрăхсем хума тытăнӗç. Хăйсен техники çуккипе хӗлле юр тасатасси, çуркунне урамсемпе çул хӗррисенчи курăка çуласси йывăрлăх кăларса тăратнипе халăх пухăвӗнче ку ыйтăва çӗклесе сулăм укçипе пӗчӗк трактор туянма йышăннă элшелсем.

Пандемие пăхмасăр пӗлтӗр те курăмлă ӗçсем тунă ял хутлăхӗ: виçӗ ялта та çул сарнă, Раккассинче спорт площадки, ФАП çуртне, Элшел ялӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса çӗнӗ палăк уçнă.  

Плансем ял хутлăхӗн 2023 çула та хатӗрпе пӗрех. РФ Президенчӗн В.Путинăн хушăвӗпе кăçалтан «Раççей почтин» яллă вырăнсенчи уйрăмӗсене тӗпрен юсаса çӗнетме пуçларӗç. Ку программăна Элшел ял хутлăхӗ те кӗнине пӗлтерчӗ Валерий Петрович. Çитес çул кунта çӗнӗ почта уйрăмӗн строительстви пуçланмалла. Ун чух почта уйрăмӗн полномочийӗсем ӳсеççӗ. Халăха хут ӗçӗсене тума пулăшма тытăнаççӗ вӗсем. Хальхи вăхăтра та ку енӗпе элшелсене ăннă-ха. Пăвари нумай функциллӗ центрăн филиалӗ вырнаçнă кунта. Эрнере пӗрре, кӗçнерникун, халăх тӗрлӗ ыйтупа (паспорт улăштармалла-и, пропискăна тăмалла-и е налук тӳлевӗ тата ытти хут ӗçӗпе) кунта килме пултарать. Коронавирус инфекцине пула обществăлла вырăнсене кӗме ятарлă QR-код илме халăх питӗ йышлăн килнӗ иккен. Сăмах май, ку филиалăн тивӗçтерӗвӗпе Элшел ял хутлăхне кӗмен ялсен çыннисем те усă курма пултараççӗ. Ку та лайăх, пур-çукшăнах Пăвари кантурсене кайса черет ларасси çук.

Элшелӗнчи административлă çуртсенчен чылайăшӗ çӗнӗ пулсан та, пуçа ыраттаракан ыйтусем пур-ха пуçлăхăн. Ялти Культура çурчӗ кивелнӗ, вырăнти Тăхăрьял музей çурчӗн тăрри шăтнипе кашни çумăр çумассерен шыв каять. Музей ертӳçи Владимир Ильич Афанасьев экспонатсене куç пек упрать пулин те çутçанталăка хирӗç тăраймасть. Çӗнӗ Культура çурчӗ лартас пулсан унта музей валли ятарласа вырăн уйăрасса шанăçне çухатмасть таврапӗлӳçӗ.

Ялта кашни кун пӗр пăта та пулсан çапмаллах, унсăрăн çурт, карта-хуралтă юхăнать тенӗшкел, Элшел те акă стройка хыççăн стройка пуçарса яла çӗнетме тăрăшать. Паллах, хăй тӗллӗн пулакан япаласем мар вӗсем, апла-тăк республика, çӗршыв программисене хутшăнса çӗнтермелле, Элшел ял хутлăхӗн администрацийӗн команди ку задачăна ăнăçлă пурнăçлать-ха хальлӗхе. Малалла та çапла ăнса пытăрччӗ ӗçӗ вӗсен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Пăва районӗнче