Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тупнă енчӗке тавăрса паман

Аксу район центрӗнчи Перекет банкӗ умӗнчи сак çинче тупнă енчӗкри 10000 тенке тăкакланă, документсене вара тавăрса панăшăн укçа илес шутпа пытарса хунă...

Урамра, транспортра е тата ăçта та пулсан япала тупсан хуçине тавăрса памалли çинчен пире авалтан вӗрентнӗ. Ку вăл çыннăн совеçӗпе кăна çыхăнман, законпа пăхăннă. РФ Граждан кодексӗн 227-мӗш статйипе килӗшӳлӗн, çухалнă япалана килте упрасан та, тупни çинчен полицие е вырăнти хăйтытăмлăх управленине пӗлтермеллех.

Анчах та Аксу хула евӗрлӗ поселокра пурăнакан çул çитмен ача кун пек статья пурри çинчен пӗлмен те пулмалла, тупнă япалапа хăйне кирлӗ пек усă курнине пӗлтерет Аксу район сучӗн пресс-служби. Çулла поселокри Перекет банкӗ умӗнчи сак çинче енчӗк тупнă вăл. Унта Аксу район çыннин докуменчӗсем тата 10000 тенкӗ укçа пулнă. Паллах, кун çинчен никама та каламан, укçине тăкакланă, документсене вара тавăрса панăшăн укçа илес шутпа пӗр çурт кăсăрукӗн витти айне пытарнă.

Енчӗк хуçи хăйӗн çухатăвне тепӗр кун сиснӗскер, ăçта хăварма пултарнине аса илсе хайхи сак патне пынă, анчах... Енчӗке çухатни пирки полицие пӗлтернӗ вăл, унтан «ВКонтактери» страницинче енчӗкне çухатни, тупакана тавăрса пама ыйтса пӗлтерӳ çырнă. Кăшт вăхăт иртсен хайхи çул çитмен ача пӗлтерӳ айне хăйӗн чăн ятне палăртмасăр комментари хăварнă. Енчӗкре нимӗнле укçа та пулманнине, докуменчӗсене вара укçалла кăна тавăрса пама килӗшнине пӗлтернӗ. Çитменнине куçа куçăн та тӗл пулас темен, укçа куçарма банк карттин номерне ярса панă.

Паллах, кун хыççăн çул çитмен ачана тупма полицие йывăрах пулман. Çапла ачалла мар хăтланăвӗ суд сакки çине илсе çитернӗ те. Хăй айăпӗнчен тунмасть вăл, тăкакланă укçана та хуçине тавăрса панă. Пӗр анчах кăна чăрмантарать кунта, ӗç суда çитнӗ-тӗк, ку шӳт мар, мӗншӗн тесен, закон чӗлхипе каласан, тупнă япалана хуçи кам иккенне пӗлсе тăрсах тавăрса паманни вăрлани шутланать. Чăн та, енчӗк хуçи судра хутне кӗрсен те, ача айăплах тăрса юлнă, суд ку хăтланушăн 2500 тенкӗ штраф тӳлеттерме приговор йышăннă. Эппин, ачан биографийӗ вараланнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия