Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эпир туянтăмăр, эсир?

Кунта курмалли те, туянмалли те тем чухлех. Анчах васкăр, Çӗнӗ çул асамӗ евӗрлех ку пасар – пит нумая тăсăлмасть. Сувенирсен ярмăркки паян тата ыран, урăхла каласан, декабрӗн 14-15-мӗшӗсенччен кăна ӗçлет.

Çӗнӗ çул парнине мӗн тата ăçта туянас тесе пуçа ватакансем валли пирӗн сӗнӳ шăпах вырăнлă пуласса шанатпăр, мӗншӗн тетӗр-и? Эпир тӗлне пӗлетпӗр. Пӗр тăхтаса тăмасăр паянах Хусанти Наци музейне васкама сӗнетпӗр. Кунта тин кăна «Музей пасарӗ» Çӗнӗ çул парнисен ярмăркки уçăлчӗ. Мӗн кăна çук унта?! Эрешсем, пуканесем, тăм шăхличсемпе шăнкăравсем, çыхнă япаласем, брелоксем, ручкăсем, йывăçран каскаласа тунă япаласем, ӳкерчӗксем... пылак çимӗç таранах. Çӗнӗ çул темипе хатӗрленӗ çак сувенирсем йăлтах хамăр республикăри ăстасен ӗçӗсем. Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Гульчачак Назипова пӗлтернӗ тăрăх, кун пек ярмăрккăсене вӗсем тахçантанпах йӗркеленӗ-ха, анчах та республикăри музейсене иккӗмӗш çул кăна явăçтараççӗ. Пӗлтӗр ярмăрккăна пурӗ 8 музей хутшăннă пулсан, кăçал 22 таранах. «Ярмăрккă халăхра анлă сарăлса пырать, пире халӗ вырăн кирлӗ. Тен, пурăна-киле ярмаркка павильонӗсен шайне те тухăпăр-ха»,– терӗ  директор хавхаланса. Чăн та, алăпа ăсталанă япаласем китайсеннинчен чылай илемлӗрех, пахарах, сывлăха та сиен кӳмест. Хакӗ те хаклах мар. 

 Ярмăрăккăра чăваш ăстисен ӗçӗсем те нумай. Тӗслӗхрен, Пăвари тавра пӗлӳ музейӗ ярмăрккăна Пăвари ӳнер шкулӗпе пӗрле килнӗ. Пирӗн ентеш, Кипеккасси чăвашӗ Павел Ярхунов ачасемпе пӗрле тăмран Çӗнӗ çул пуканисене пӗр уйăх ăсталанă иккен. Сăмах май, ярмăрккăна килекенсен парнене хăйсен аллипе ăсталама та май пурччӗ. Павел вӗсене хаваспах вӗрентме хатӗрччӗ. Çӗпрел районӗн тавра пӗлӳ музейӗ патӗнчен те чарăнмасăр ниепле те иртсе кайма май çук. Тухьяллă пукане аякранах куç хӗсет-çке. Пуканесене чăваш, тутар тумне Чăваш Паснапуçӗн пуçламăш шкулӗнчи «Бисеринка» кружок ӗçченӗсем тăхăнтараççӗ иккен. Вӗт шăрçаран тунă йывăçсемпе чечексем тата мӗне тăраççӗ. Шланка ялӗнчи Равиля Сатдинован пуканисем вара кашни ачан ӗмӗчӗ тесен те юрать. Коляскăпа кăна çӳреекен хӗрпӗрчи хальхи мультфильм геройӗсене çекӗлпе çыхать. Калăн, пуканесем халь-халь экран çинчен аннă.  Хырăм выçнă пулсан, Ешӗлвар музейӗ патне тӳрех пыма сӗнместӗп, мӗншӗн тесен укçăр кӗсьерен хăйех тарать. Мӗн тӗрлӗ кăна пастила, канфет, чей  çук кунта. Вӗсене хатӗрлекеннисем кăнтăр регион çыннисем мар, Ешӗлвар хулин ăстисемех. Пӗр сăмахпа, кунта курмалли те, туянмалли те тем чухлех.  Анчах васкăр, Çӗнӗ çул асамӗ евӗрлех ку пасар – пит нумая тăсăлмасть. Сувенирсен ярмăркки паян тата ыран, урăхла каласан, декабрӗн 14-15-мӗшӗсенчен кăна  ӗçлет. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество