Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ерӗспелӗн ылтăн фончӗ

Телейлӗ пек курăнчӗç Ерӗспелӗн ваттисем. Пăхакан, астăвакан çынсем пур чухне хӳтлӗхре туяççӗ ӗнтӗ вӗсем хăйсене.

Октябрӗн 5-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Ерӗспел ялӗнчи Культура çуртӗнче ваттисен декадине халалланă пысăк мероприяти иртрӗ.

– Ваттисен декади пынă май, эпир шăп унăн çурринче çак мероприятие йӗркелесе ирттерме шутларăмăр. Хатӗрленӳ ӗçӗсене хутшăннисене – клуб, шкул ӗçченӗсене пурне те пысăк тав, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Кожуков нумай тăрăшрӗ. Хам ӗнтӗ   кăштах канашсем патăм. Çапла илемлӗ пурăнма тăрăшатпăр, – ăшшăн калаçрӗ ялти Ватăсен канашӗн ертӳçи Владимир Григорьевич.

Ялта 60 çултан пуçласа 90-ран иртнисене пурне те шута илнӗ вăл. Ял хутлăхне кӗрекен ялсенче миçен пурăннине  ятраласа «Золотой фонд» ятарлă папка та хатӗрленӗ, унта кашнин ятне, хăш çулта çуралнине тӗплӗн çырса хунă. Çуралнă кунӗсем çитсен ял артисчӗсемпе пӗрле юбилярсене саламлама каяççӗ, хăй шутӗнчен кашнине 1000 тенкӗ укçан парне тăвать канаш председателӗ.

Уявра хăйне сăмах парсан Владимир Григорьевич пуçтарăннисене пурне те саламласа çитес вăхăтра камсен çуралнă кунӗсем çитнине асăнчӗ, вӗсене пурне те открыткăсемпе пӗчӗк парнесем пачӗ. Сăмахран, ноябрӗн 14-мӗшӗнче Еланьре пурăнакан Анна Зарубежнова 90 çул тултарать, вăл хисеплӗ тыл ӗçченӗ, Ача амăшӗ-героиня, 11 ача çуратса ӳстернӗ, 10-шӗ сывă пурăнать. Октябрӗн 17-мӗшӗнче Александр Чугунов 80 тултарать. Вӗсем патне килне кайса саламлама пуçтарăннине пӗлтерчӗ Владимир Кожуков.

Ерӗспелӗнчи ваттисене халалланă уяв ырă атмосферăра иртрӗ. Йӗркелӳçӗсем сумлă ватăсене кӗреке сӗтелӗ хушшине пуçтарса лайăх концерт кăтартса пачӗç. Ял артисчӗсем (клубпа шкул ӗçченӗсен хастарӗсем ӗнтӗ) юрларӗç, ташларӗç, шӳтлӗ сценкăсем лартрӗç, шкул ачисем аслашшӗ-асламăшӗсене, кукамай-кукаçисене хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Кожуков, «Сувар» хаçат тӗп редакторӗ Константин Малышев ырă сăмах каласа ватăсене вăрăм ӗмӗр, çирӗп сывлăх сунчӗç.

Телейлӗ пек курăнчӗç Ерӗспелӗн ваттисем. Пăхакан, астăвакан çынсем пур чухне хӳтлӗхре туяççӗ ӗнтӗ вӗсем хăйсене. «Аван пурăнатпăр эпир, ӗçместпӗр, çапкаланса çӳреместпӗр, хамăра тивӗçлӗ тытатпăр. Тав Турра, пире манмаççӗ, тата мӗн кирлӗ ӗнтӗ», – шӳтлесерех калаçрӗ ялти чи ватă çын Раиса Шакмакова хăйне сцена çине чӗнсе кăларсан. Унăн сăмахӗсем телейлӗ ватлăх индикаторӗ пекех пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день пожилых