Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУРĂНМАЛЛА ТА ПУРĂНМАЛЛАЧЧӖ-ХА...

Элмет районӗнчи Ерӗспел ялӗн 15-ри чăваш ачине декабрӗн 7-мӗшӗнче Хусан-Оренбург трасса çинче машина çапса хăварнă, водитель инкек пулнă вырăнтан пăрахса кайнă...

Çак кунсенче Элмет районӗнчи Ерӗспел ялне хурлăхлă хыпар кисретрӗ. Хусан – Оренбург трасса çинче ял ачин 15-ри Антон Пензинăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлчӗ. Раççей ШӖМӗн Элметри уйрăмӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Элмет хулинче вӗренекен Антон декабрӗн 7-мӗшӗнче киле попуткăпа килме тухнă. Килтисемпе юлашки хут 15.40 сехетре калаçнă вăл, ун хыççăн телефонне тытман. Ачи киле таврăнманни, унран ытла çыхăну татăлни, паллах, тăванӗсен сехрине хăпартнă, вӗсем тӳрех шырама пуçланă. Шел те, ачан виллине ирхине Оренбург – Хусан трасса хӗрринче тупнă. Официаллă версипе, ачана машина çапса хăварнă, водитель вара инкек пулнă вырăнтан пăрахса кайнă. Çавна кура Антон сурансенчен тӳрех вилнӗ-и е шăнса – паллă мар, кун çинчен хыпар çук. Ерӗспелсем пӗлтернӗ тăрăх, çав каç çак çулпах шырама тухнă ял çыннисем çав вырăнта çын выртнине асăрхаман. Ачан виллине тупнă çул-йӗр патруль службин сотрудникӗсем те «Сувар» ӗçченӗсене ачана тупнă чух ун тумӗ çинче юр пулманнине каланă. Декабрӗн 7-мӗшӗнче Элмет районӗнче вара Элмет районӗнче тăман тухнăччӗ. Енчен те ача çӗрӗпех çул хӗрринче выртнă-тăк, ăна юр хӳсех каймалла пек. Эппин, мӗнле пулнă ку инкек, кам айăплă? Çакна следстви кăна палăртӗ. Сăмах май, пресс-служба пӗлтернӗ тăрăх, çийӗнчех йӗркеленӗ оперативлă шырав ачана çапса хăварма пултарнă ДЭУ ЭСПЕРО автомобиле, унăн 65-ри водительне Çырчаллинче тупнă. Çак инкек енӗпе уголовнăй ӗç пуçарӗç. 

 Çак хăрушă инкекре ывăлне çухатнă Пензинсемпе, тăванӗсемпе тата ял-йышпа пӗрле «Сувар» хаçат коллективӗ те хурланнине пӗлтеретпӗр. (Сăнӳкерчӗк А.Пензинăн «ВКонтактери страницинчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия