Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ешӗлвар сăваплă ӗçе чӗнет

#ПомнимПредков масштаблă акци республикăра пуçласа иртет, малашне ăна республикăн кашни район-хулинче йӗркелеме шутлаççӗ.

Ыран, августăн 25-мӗшӗнче, Ешӗлвар районӗнчи Карашам ялӗнче #ПомнимПредков пысăк акци иртет. Ирхине 7.00 сехетрен пуçласа 18.00 сехетчен кунта вырăнти масара тирпейлеççӗ. Мероприятие Руслан Сабиров Тутарстанри Çамрăксен правительствипе, ТР предприятисемпе организацисен канашӗпе пӗрле ирттерет. Кунашкал масштаблă акци республикăра пуçласа иртет, малашне ăна республикăн кашни район-хулинче йӗркелеме шутлаççӗ.

Акцие хутшăнас тесен Карашам ялӗне килмелле кăна, ӗç инструменчӗсемпе тата перчеткесемпе тивӗçтереççӗ. Кунтах вӗри апат та пулать. Тӗплӗнрех +7 (927) 489-88-88 (Руслан Сабиров) телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать. (С. Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ).
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: акци