Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эсир коронавирусран вакцинаци тума хатӗр-и?

Тутарстанра коронавирус инфекцийӗнчен вакцинаци тăвасси Çӗнӗ çул уявӗсенче кăштах чакнине палăртнă медицина ӗçченӗсем. Ковидпа-19 вируса çаклатасси те декабрь уйăхӗпе танлаштарсан, кăшт чакнă иккен. Ку ӗнтӗ çынсем ытларах килте ларнипе те çыхăнма пултарнă. Тутарстанра паяна 2,4 çынна коронавирусран вакцинациленӗ. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков пӗлтернӗ.

Тутарстанра паяна 2,4 çынна коронавирусран вакцинациленӗ. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков пӗлтернӗ.

Республикăра ку вăхăтра вакцинацин иккӗмӗш тапхăрӗ пырать, Çӗнӗ çул хыççăн пурӗ 50 çын вакцинациленнӗ. «Вакцинацие икӗ тапхăрпа тумалла, вӗсен хушшинче 21 талăк хушă пулмалла», – тенӗ министр çумӗ. Жаворонков сăмахӗсемпе, республикăна 5,9 пин доза вакцина илсе килнӗ. Чи малтан медицина ӗçченӗсене, унтан теветкеллӗ ушкăна кӗрекенсене прививка тума пуçланă.

Мария Тимашева сăнӳкерчӗкӗ («Татар-информ»). 

«Енчен те мӗнпур çын поликлиникăна килме пуçласан вакцина пурне те çитмӗ. Çавăнпа халӗ теветкеллӗ ушкăна кӗрекенсен списокне анлăлататпăр. Вакцина çителӗклӗ пулсан тин прививка кампанине хута ярăпăр. Халӗ вакцинăн хушма дозине кӗтетпӗр. Кăмăл тăвакансене пурне те çиттӗр тетпӗр», – тенӗ журналистсене министр çумӗ.

Вакцинăна тума юранипе юраманнине медицина ӗçченӗ эпиданамнеза кура йышăну тăвӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье