Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Этно-стильпе ӗçлеме вӗренмелле

«Паха тӗрӗ» фабрикăн коллекцине епле тӗрӗсрех хакласа калам-ши? Çемçерех каласан, дизайнерсем этностильпе пит ӗçлеме пӗлмеççӗ. Чăваш халăх тумне пӗлменнисемшӗн, куракансемшӗн ӗнтӗ, вăл интереслӗ пулчӗ-тӗр. Тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç кӳршисене тутарстансем. Авалхи чăваш тумне ун конструкцине, тӗррине пăсмасăр çӗлеме пӗлеççӗ. Ку тумсем сцена çине тухма, наци уявӗсенче тăхăнма питӗ те вырăнлă. Ку енӗпе мухтас килет. Анчах светски тума, паянхи мода тенденцийӗсене пăхăнса этно-стильпе тумтир çӗлеме пӗлмеççӗ. Те вӗреннӗ дизайнерсем çук, те ăсталăхӗ çителӗксӗр. Этно-стильпе тунă чăваш тумӗ темле рокко-барокко майлă.

Наци тумӗ халăх историйӗн тӗкӗрӗ пекех, ун тăрăх вулама кăна пӗлмелле. Аваллăх, наци менталитечӗпе тӗнчекурăмӗ, культура хăйевӗрлӗхӗсене упрать вăл. Хамăрăн чăваш тумнех илер. Çулçӳревçӗсем, çав шутра Анăçран килнисем те, унăн пуянлăхне, капăрлăхне хавхаланса сăнласа хăварнă, уйрăмах йăла-йӗркеллӗ пӗлтерӗшлӗ хӗр-хӗрарăм тумне. Кулленхи тумтир ансатрах пулнă-тăк, тӗрлӗ уявра, туйра-мӗнре тăхăнмаллине пит капăр та пуян хатӗрленӗ, паллах, йăлине кура. 

Чăваш тумӗ халăхăмăр аваллăхне уçса парать. Тутарсенне тӗслӗхе  илер. Вӗсем хăйсене пăлхар тăхăмӗсем теççӗ те, анчах тумтир енчен  пăхсан çакă палăрмасть. Пăлхарсем ислам тӗнне йышăнсан çипуçне те улăштарнă пулмалла. Тутарсем хăйсен нацилӗхне палăртас тесе тăхăнакан фольклор тумӗ вара питӗ те çамрăк – 18 ӗмӗр вӗçӗпе 19 ӗмӗр, 20-мӗшӗн пуçламăшӗ. Мӗне пӗлтерет-ха ку? Наци çамрăк пулнине. Аваллăха шыраса кӗрсе кайсан чăваш патне пырса тăрăнма пулать пулӗ. 

Кивелме шутламасть те

Юлашки вăхăтра çамрăк дизайнерсем ытларах та ытларах наци тумӗпе интересленме пуçлани курăнать. Çак тенденци тӗнчипех палăрать. Мӗнпе илӗртет-ха халăх тумтирӗ вӗсене? Тарăн пӗлтерӗшӗпе, эстетикипе, стилистикипе, тӗссен гармонийӗпе, тӗрӗссипе, кашни мӗн те пулин шыраса тупать. Этно-стильпе ӗçлекен дизайнерсем сахал мар. Тӗнчипе паллă Валентино, Этро, Альберта Ферретти, Кензо, Изабель Марант, Дольчепе Габбана тата нумай-нумай бренд этно-стильпе ӗçлеме кăмăллать. Вӗсем хальхи мода тенденцийӗсене наци стилистикипе пит ăнăçлă хутăштараççӗ. Раççей дизайнерӗсен хушшинче те пур вӗсем. Вячеслав Зайцевăн та вырăс халăх тумне халалланă коллекцисем пур, çапах ăна этно-модельер теме çук, вăл нумай енлӗ кутюрье. Ульяна Сергеенко, Алена Ахмадуллина, Мария Казакова пит ăнăçлă ӗçлеççӗ. Этномода нихçан та кивелмест вăл.

Ӗлкӗрме пулать

Хусанта иртекен «Стиль жизни – культурный код» декораципе ал ӗç искусствин тата халăх творчествин этно-fashion мода фестивалӗ те нумай çамрăк дизайнер халăх тумӗпе ӗçлеме кăмăлланине уçса пачӗ. Мероприяти иртнӗ эрнере, августăн 2-мӗшӗнче пуçланчӗ те августăн 14-мӗшӗчченех пырать. Паллах, ытларах пайӗ иртнӗ эрнере вӗçленчӗ. Г.Камал театрӗ çумӗнчи фонтан тӳремӗнче ӗçленӗ этно-маркет ӗçӗ августăн 7-мӗшӗнче,  Хусан Кремлӗн Тупă картишӗнчи мода кăтартăвӗсем августăн 5-мӗшӗнче хупăнчӗç.  Пӗтӗмлетсе каласан, мероприяти программинче ӗç форумӗ, суту-илӳпе куравсем тата мода кăтартăвӗсем пулчӗç. «Наследие и традиции» курав çеç Хусан Кремлӗнчи «Хазине» ӳнер галерейинче ку эрне вӗçӗччен ӗçлет. Кайса курас текенсем ӗлкӗреççӗ-ха. 

«Стиль жизни – культурный код»  фестивале Раççей регионӗсемпе çывăхри ют çӗршывсенчен пурӗ 300 çын хутшăнчӗ. Хăйсен ӗçӗсемпе Тутарстанăн, Пушкăртстанăн, Крым, Киров, Кострома, Саратов, Курск, Калуга, Оренбург, Пенза, Чулхула, Калининград, Ярославль облаçӗсен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисен, Красноярск крайӗн, ХМАО-Югра, Ингушети, Чăваш Ен, Удмурти, Саха, Раççейӗн ытти регионӗсен, Азербайджан, Кăркăсстан, Казахстан çӗршывӗсен ал ӗç маçтăрӗсемпе дизайнерӗсем паллаштарчӗç. 

Чăвашсем тивӗçлӗ курăнчӗç

Мода кăтартăвӗсенчен эпир ятарласа чăваш дизайнерӗсем хутшăннисене суйласа илтӗмӗр. Кăтартусен пӗрремӗш кунӗнче Детkids мода театрӗн (дизайнерӗ Н.Девятых, ун пирки иртнӗ номерте çыртăмăр) пултарулăхӗпе паллашрăмăр пулсан, тепӗр кун – «Паха тӗрӗ» фабрикăн ӗçӗпе. 

Мода кăтартăвӗсен режиссерӗ «Мисс Татарстан» обществăлла организацин ертӳçи Изольда Сахарова пулчӗ. Сăмах май,  чăваш халăх культурипе вăл тахçанах паллашнă. «Тутарстан Чăваш пики» конкурса йӗркелесе ярсан пӗрремӗш çулсенче Изольда Генриевна режиссер пек  нумай пулăшрӗ, чăвашсем хушшинче юлташсем те тупрӗ. Сильвия Чаркина, сăмахран, ун патӗнче нумай вăхăт ача-пăча студине ертсе пычӗ, ӗç тăвакан директорта вăй хучӗ. Халӗ ку ӗçе тепӗр чăваш хӗрӗ Татьяна Нухратова илсе пырать. Чăвашсене çывăха хунипе-ши августăн 3-мӗшӗнчи мода кăтартăвне Шупашкартан килнӗ «Паха тӗрӗ» вӗçлерӗ, ертӳçи Наталия Пасынкина. «Çиларман» чăваш эстрада ушкăнӗн каччисем вара модăпа этно-музыка каçне çулăмлăн хупрӗç. Тивӗçлӗ, лайăх шайра кăтартрӗç чăвашсен культурине. 

Унччен маларах вырăс, тутар, удмурт халăхӗсен тӗрлӗ вăхăтри тумӗсемпе паллашрăмăр. Уйрăмах удмуртсем пултаруллă пулчӗç, вӗсем виçӗ коллекци таранах илсе килнӗ. 

Этно-стильпе ӗçлеме вӗренмелле

«Паха тӗрӗ» фабрикăн коллекцине епле тӗрӗсрех хакласа калам-ши? Çемçерех каласан, дизайнерсем этностильпе пит ӗçлеме пӗлмеççӗ. Чăваш халăх тумне пӗлменнисемшӗн, куракансемшӗн ӗнтӗ, вăл интереслӗ пулчӗ-тӗр. Тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç кӳршисене тутарстансем. Авалхи чăваш тумне ун конструкцине, тӗррине пăсмасăр çӗлеме пӗлеççӗ. Ку тумсем сцена çине тухма, наци уявӗсенче тăхăнма питӗ те вырăнлă. Ку енӗпе мухтас килет. Анчах светски тума, паянхи мода тенденцийӗсене пăхăнса этно-стильпе тумтир çӗлеме пӗлмеççӗ. Те вӗреннӗ дизайнерсем çук, те ăсталăхӗ çителӗксӗр. Этно-стильпе тунă чăваш тумӗ темле рокко-барокко майлă. Ăçта тăхăнмалла ку кӗпе-йӗме? Кашни эстрада артистне те килсе пӗтмест вăл, çи-пуç репертуарпа, харпăр имиджпа килсе тăмалла-çке. Этно-стильпе хальхи тум тăвас пулсан та никӗсре наци тумӗн конструкцийӗ, йăлари лекалăсем пулмалла. Темле касăк-кӗсӗк аркăллă балахонсем, çурăк-çарăклă, чăваш тӗррине ăçта килнӗ унта лартнă кӗпесем вырăнсăр. Тумтирӗн форминче, дизайн тытăмӗнче  логика пулмалла. Тӗрӗ симметрийӗ кирлӗ. Чăваш тумӗ çирӗп геометрие пăхăнать, унта йăлт симметрипе. Çавăнпа чăваш тумӗн тасалăхне, тирпейлӗхне тӗпе хумаллах. Ку енӗпе нумай ӗçлемелле, пултаруллă дизайнерсене явăçтармалла. 

Ку юри вăрçас тени мар, конструктивлă критика çеç.  

Этномода кăтартăвне хутшăннисен хушшинче маларах çырнине тивӗçтерекеннисем те пурччӗ. Çавсен шутӗнче Уфа дизайнерӗн  «Деловая женщина» («Агидель» предприяти) тум коллекцийӗ. Роман Пестов та (Сочи хули) шанчăк паракан дизайнер. Вăл вырăс халапӗсенчи патша хӗрӗсен сăнарӗсемпе хавхаланнă. Питӗ интереслӗччӗ ун ӗçӗпе паллашма. «Елецкие кружева» предприятин тумтирне те хуть те ăçта та тăхăнма пулать. Азербайджанран килнӗ Гюлнара Халилован тумӗсем çӳллӗ мода шайӗнче пулчӗç. 

Дизайнерсем этно-стиль юхăмне аталантарни питӗ те пӗлтерӗшлӗ. Вăл наци культурине, пуян еткере упраса хăварма пулăшать. Çавăнпа çамрăк дизайнерсене ӗçлеме майсем туса памалла. Ун пирки ӗç форумӗнче нумай калаçрӗç. Сăмах май, ӗçлӗ тӗлпулусене РФ, ТР Правительствисен представителӗсем те хутшăнчӗç. Раççей мода индустрийӗн проблемисемпе паллашрӗç темелле.  

Этномода кăтартăвӗн программине фольклор ансамблӗсемпе этно жанрпа юрлакан ушкăнсене кӗртни мероприятие аутентичнăйрах тума пулăшрӗ. Куракансем «Не любо – не слушай», ЖИВаGO, «Алабуга», Shoner Paul тата «Çиларман» ушкăнсен юррисене итлесе киленчӗç. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль