Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЭтноПукане» конкурс условине мӗншӗн улăштарнă?

Нурлатсем чăрăша пуканесемпе илемлетмеççӗ.

Нурлат хулипе районӗ Çӗнӗ çул умӗн предприятисемпе организацисем хушшинче «Креативлă чăрăш» конкурс пуçарсан Нурлатри Туслăх çурчӗ урамри чăрăша район халăхӗпе пӗрле хăйне евӗрлӗ илемлетме шутланă. Ноябрь уйăхӗ вӗçӗнче Халăх тумӗллӗ пуканесен «ЭтноПукане» конкурсне йӗркеленӗ те вырăнти вӗрентӳ уйрăмӗ урлă халăха пӗлтернӗ. Условисем тăрăх, унта чи пӗчӗккисенчен пуçласа çулланнисем таранах хутшăнма юрать иккен. Конкурса пӗлтернӗ-пӗлтерменех алă вӗççӗн капăрлатнă, çыхнă ӗçсем килме те тытăннă, çитменнине пӗри тепринчен хитререх. Кун пек илеме урама, юрлă çумăр айне кăларса çакма вара йӗркелӳçӗсен алли çӗкленмен. Çапла тӗп условие пăсма тивнӗ. Юрать-ха, запас вариант пур Туслăх çурчӗн. Вӗсен кунта Туслăх йывăçӗ «ӳсет». Ятарласа йывăç евӗр хатӗрленӗ йывăç-стенд çине вырнаçтарнă та пуканесене. Кун пек Çӗнӗ çул йывăçӗ ăçта та пулсан пур-ши тата? Сăмах май, Туслăх çурчӗн вырăнти халăха творчество шыравне яракан «йывăçӗ» пӗрре те пушă тăмасть. Тӗрлӗ конкурса янă чи лайăх ӗçсене пурте курса хаклаччăр тесе унта вырнаçтараççӗ. «ЭтноПукане» халăха çав тери килӗшни сисӗнет. Унта пӗтӗмпе 85 ӗç килнӗ. Конкурса пӗтӗмлетмен-ха, комиссие пӗрре те çăмăл пулманни те паллă, пуканесем чăнах та çав тери илемлӗ. Конкурс условийӗсемпе, ӗçене хуçисене тавăрса памаççӗ, пуканесем Туслăх çуртӗнчи халăхсен пӳлӗмӗсене илем кӳрӗç. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество