Сувар

Фарид Мухаметшин 2018 çулти ӗçне пӗтӗмлетрӗ

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин федераллă тата республика шайӗнчи массăлла хыпар хатӗрсен представителӗсемпе тӗл пулчӗ.

Декабрӗн 26-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин федераллă тата республика шайӗнчи массăлла хыпар хатӗрсен представителӗсемпе тӗл пулчӗ. Йăлари пресс-конференцире вăл парламентăн 2018 çулта тунă ӗçӗн пӗтӗмлетвӗвӗсемпе паллаштарчӗ, журналистсене ыйтăвӗсене хуравларӗ, çитес Çӗнӗ çулпа саламларӗ.

Иртсе пыракан çулталăкăн пӗтӗмлетӗвӗсене Фарид Мухаметшин кăтартуллă тесе палăртрӗ. «Ку çула эпир лайăх кăтартусемпе вӗçлетпӗр. Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов лартнă задачăсене, пӗтӗмлетсе каласан, пурнăçларăмăр», –терӗ Парламент пуçлăхӗ.

Патшалăх Канашӗн Председателӗ палăртнă тăрăх, 2018 çулта 10 лару ирттерсе 350 ытла ыйтăва пăхса тухнă, 99 закон йышăннă, Раççей регионӗсен, ют çӗршывсен парламенчӗсемпе килӗшӳсем çирӗплетсе ӗçлӗ çыхăнусене аталантарнă, йышăннă законсем пурнăçланнине тӗрӗслеме контроль функцине вăйлатнă, апрель уйăхӗнчен пуçласа «Законсене пӗрле çыратпăр» парлемент проектне пуçарнă, Патшалăх Канашӗн кашни комитечӗ çумӗнче экспертсен канашне йӗркеленӗ, граждансенчен килнӗ 2740 ыйтăва пăхса тухнă тата ытти те.

Фарид Мухаметшин тӗнчери экономика, политика лару-тăрăвне хак пачӗ, çитес 3 çулти ӗçсене палăртрӗ. Тутарстанăн ăнăçăвне виçӗ ăнлавпа çыхăнтарчӗ: авторитетлă Президент – вăйлă парламент – эффективлă правительство. Тӗплӗнрех кун пирки Çӗнӗ çул хыççăнхи 1-мӗш номерте çырса пӗлтерӗпӗр. (А.Данилов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: