Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фарид МУХАМЕТШИН: «2022 ÇУЛ ЫРĂ ПУЛТĂР!»

Тӗп приоритетсен шутӗнче – республика аталанăвӗ тата хамăр граждансен пурнăç пахалăхне ӳстересси

Декабрӗн 29-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗнче парламент  Председателӗпе Фарид Мухаметшинпа çулленхи пресс-конференци иртрӗ. Унта яланхи пек республикăри массăлла хыпар хатӗрӗсен ертӳçӗ журналисчӗсем хутшăнчӗç.

Çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене туса Фарид Мухаметшин 2021 çул парламентшăн çăмăлах пулманнине каларӗ. «Пирӗншӗн çеç мар, Тутарстаншăн та вăл çăмăлах пулмарӗ. Экономика аталанăвне халӗ те-ха пандеми витӗм кӳрет. Çапах пӗчӗк тата вăтам бизнес тавра чӗрӗлӗх палăра пуçларӗ. Çулталăка ниме пăхмасăр начарах мар кăтартусемпе вӗçлетпӗр, – терӗ Фарид Хайруллович пресс-конференцие пуçласа. – Патшалăх Канашӗн VI пухăвӗшӗн ку çул экватор пулчӗ. Çӗнӗ йыша суйланăранпа 2,5 çул иртрӗ. Депутатсен корпусӗ ӗçлес хăвата вăйлатса пырать. Пирӗн тӗп приоритетсен шутӗнче – республика аталанăвӗ тата хамăр граждансен пурнăç пахалăхне ӳстересси».
Парламент Председателӗн сăмахӗпе, кăçалхи 10 ларура 284 ыйтăва пăхса тухнă. Вӗсенчен 94 закон проектне ТР Президенчӗ алă пусса çирӗплетнӗ. Чи пӗлтерӗшлисен шутне Фарид Хайруллович пӗчӗк тата вăтам бизнеса налог льготисемпе тивӗçтерни тата налог хурассин патент системи çинчен калакан законсене кӗртрӗ. Парламент ертӳçи çирӗплетнӗ тăрăх, ку çăмăллăхăн эффективлăхне предпринимательсем çитес çул пуçламăшӗнче, налог декларацине тултарнă чух туйса илӗç.
Паллах, тӗп законсенчен пӗри вăл – бюджет çинчен. Ăна пăхса тухасси пӗр ларупах вӗçленмест. 2022 çулхи бюджета çак цифрăсемпе палăртнă: тупăш 300 миллиард тенкӗ, тăкаксем 324 миллиард тенкӗ. «Дефицит 24 миллиард тенкӗ. Эпир ку утăма шутласа турăмăр. Пӗрремӗш вариантпа дефицит сахалрахчӗ. Ку вăл республика федераллă программăсене хутшăннипе, софинансировани кирлипе  çыхăннă. Çак ӗç Тутарстанра малаллах пымалла.
Фарид Хайруллович хăй сăмахӗнче РФ Правительствипе РФ Президенчӗ йышăннă мерăсем пирки те ырласа асăнчӗ. Пандеми вăхăтӗнче пособисем панине вăхăтлă та кирлӗ мера тесе палăртрӗ.
«Пандеми çынсене пӗрлештерчӗ. Пурте нушана лекнисене пулăшма тăрăшрӗç, – волонтерсене тав туса каларӗ вăл. – Пӗр енчен, ку пулăшу, тепӗр енчен, çитӗнсе пыракан ăрăва ырă воспитани пани пулать. Волонтер ӗçӗ çынна улăштарать, чунлăрах тăвать».
Политикăри тӗп пулăмсен шутне парламент ертӳçи РФ Патшалăх Думин VIII пухăвӗн депутачӗсен суйлавне кӗртрӗ. Раççей парламентӗнче Тутарстанран суйланнă депутатсем 15-ӗн пулчӗç. 14-шӗ «Единая Россия» партирен, 1-ри КПРФран. Çавсенчен виççӗшӗн Патшалăх Думин тӗп комитечӗсене ертсе пыраççӗ, иккӗшӗ комитет председателӗсен çумӗсем. Республикăшăн, паллах, ку аван кăтарту. Вăл чи çӳллӗ шайра Тутарстан интересӗсене хӳтӗлеме пулăшать.
Анчах, шел пулин те, темле тăрăшсан та вӗсем РФ публичнăй влаçӗ  çинчен калакан закона улăштарма пултараймарӗç. Çавна кура Тутарстан Конституцине те тӳрлетӳсем кӗртме тивӗ.
Вырăнти хăйтытăмлăх çинчен калакан законпа ӗçлеме Тутарстанра ведомствăсен хушшинчи ӗç ушкăнне йӗркелеме йышăннă. Унта депутатсем, ӗç тăвакан тата муниципаллă власть органӗсен представителӗсем  кӗрӗç. Ӗç ушкăнне кам ертсе пырасси те паллă, вăл – Марат Ахметов. «Вырăнти хăйтытăмлăхăн икӗ шайлă системин малашӗ çук. Çак органăн ӗçне эффективлăрах тумашкăн кирлӗ йышăну тумалла. Халăха чи çывăх тăракан муниципаллă власть системине  пирӗн упраса хăвармалла».  
Депутатсен тӗп ӗçӗ, Фарид Хайруллович шучӗпе, граждансемпе хутшăнасси. Вӗсенчен килекен ыйтусене татса парасси. Патшалăх Канашне кăçал 8 пин ытла çыру килнӗ. 2020 çултипе танлаштарсан 251 процент ытларах. Интернет-приемнăйне вара 5410 обращени çитнӗ.
Юлашкинчен сăмах Çӗнӗ çул çине куçрӗ. Журналистсене Фарид Мухаметшин ăна еплерех кӗтсе илме хатӗрленни интереслентерчӗ.
«Çӗнӗ çула ялан çемьепе кӗтсе илетпӗр. Ман кӳршӗрех Шаймиевсем, ытти юлташсем пурăнаççӗ. Раççей Президенчӗпе Тутарстан Президенчӗн саламӗсене итленӗ хыççăн урама тухатпăр. Çавăнта пӗр-пӗрне саламласа шампански уçатпăр, кӳршӗсене саламлатпăр. Сире те çитес 2022 çулпа саламлатăп. Çӗнӗ 2022 çул тăнăç та лайăх пултăр. Тӗл пулма, йӗркеллӗ ӗçлеме майсем туса патăр», – саламларӗ Фарид Мухаметшин.

Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев