Сувар

Фарид Мухаметшин ТР Халӑхсен ассамблеин ертӳçинчех юлӗ

Конференци ӗçне наципе культура автономийӗсен представителӗсем, ТР Президенчӗн аппарачӗпе департаменчӗн, ТР Обществăлла палатăн представителӗсем хутшăнчӗç

​Февралӗн 15-мӗшӗнче ТР Халăхсен ассамблейин отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Делегатсем пӗр саслăн пулса Ассамблея канашӗн ертӳçинче ТР ПК Председательне Фарид Мухаметшина хăварма йышăнчӗç. Конференци ӗçне наципе культура автономийӗсен представителӗсем, ТР Президенчӗн аппарачӗпе департаменчӗн, ТР Обществăлла палатăн представителӗсем хутшăнчӗç. Делегатсем Ассамблейăн 2018 – 2020 çулсенчи ӗçӗсене пӗтӗмлетрӗç, çитес тапхăра ӗç планне палăртрӗç. Иртнӗ çулта кăна Ассамблея шутне кӗрекен наципе культура пӗрлешӗвӗсем 1,5​ пин мероприяти ирттернӗ. Унсăр пуçне министерствăсемпе ведомствăсемпе пӗрле 400 ытла этнокультура мероприятийӗпе 100 ытла онлайн-проект пурнăçланă. Чи кирлӗ ӗç шутне вăл республикăра этноконфессисен килӗшӗвӗпе гражданла тăнăçлăха упрассине кӗртрӗ.
Кăçал Министрсен Кабинечӗ 150 пунктран тăракан план хатӗрленӗ, унта кашни национальноçа шута илнӗ. Ассамблея Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев пӗтӗмӗшле ӗçсемпе паллаштарса виçӗ çулта 9 районта (Апас, Спас, Алексеевски, Пăва, Аксу, Павлă, Заинск, Кайпăç, Пӗтреç) ТР Халăхсен ассамблейин представительствисем уçăлнине пӗлтерчӗ. Конференцире тепӗр виçӗ представительство – Элкел, Тури Услон, Çарăмсан районӗсенче уçăлчӗ.
Делегатсем Ассамблея канашӗн йышне те çӗнетрӗç, унта 80 çын кӗчӗ. Çӗнӗлӗх шутӗнче – Канаша ТР культура, вӗрентӳпе наука, çамрăксен ӗçӗсен министрӗсене йыша илни. Тӗп докладсем тăвакансем Нурлатри представительствăн председателӗ, Туслăх Çурчӗн директорӗ Галина Терентьева, Хусанти Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили, Çамрăксен ассамблейин председателӗ Тимур Кадыров пулчӗç.​ ​ ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: