Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Фарид Мухаметшинăн 75-çуллăхне халалланă кӗнеке кун çути курчӗ

Паян, майăн 23-мӗшӗнче Хусанти ТР Наци библиотекинче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Фарид Мухаметшинăн 75-çуллăхне халалланă «Фарид Мухаметшин. Виражи судьбы» кӗнеке хăтлавӗ иртрӗ.Мероприятие паллă телеертӳçӗ Арина Шараповăпа Г.Камал ячӗллӗ театр ӗçченӗ Рамиль Вазиев ертсе пычӗç. Концерт номерӗсем хушшинче Рустам Минниханов, Минтимер Шаймиев тата ытти паллă çынсем тухса калаçрӗç. РФ Федераллă Пухăвӗн Федераллă Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко тӳрӗ эфира тухса саламларӗ. Пурне те итлемпе кăсăк пулчӗ. «Фарид Хайрулловича 1995 çултанпа пӗлетӗп. Çак хушăра эпир унпа пӗрре те вăрçăнман. Ку ăна та, мана та лайăх енчен хаклать пулӗ», – юлташла ăшшăн шӳтлерӗ Президент. Минтимер Шаймиев Фарид Мухаметшин Элметре 1-мӗш секретарь пулса ӗçлени пирки, вăл ун аталанăвӗшӗн нумай тунине асăнчӗ. 

Паян, майăн 23-мӗшӗнче Хусанти ТР Наци библиотекинче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Фарид Мухаметшинăн 75-çуллăхне халалланă «Фарид Мухаметшин. Виражи судьбы» кӗнеке хăтлавӗ иртрӗ. Унта ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашçи, республикăн 1-мӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев, патшалăх власть органӗсен, обществăлла организацисен, массăлла хыпар хатӗрсен,тӗн представителӗсем, муниципаллă йӗркеленӳсен ертӳçисем, депутатсем, писательсем тата ыттисем хутшăнчӗç. 

Мероприятие паллă телеертӳçӗ Арина Шараповăпа Г.Камал ячӗллӗ театр ӗçченӗ Рамиль Вазиев ертсе пычӗç. Концерт номерӗсем хушшинче Рустам Минниханов, Минтимер Шаймиев тата ытти паллă çынсем тухса калаçрӗç. РФ Федераллă Пухăвӗн Федераллă Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко тӳрӗ эфира тухса саламларӗ. Пурне те итлемпе кăсăк пулчӗ. «Фарид Хайрулловича 1995 çултанпа пӗлетӗп. Çак хушăра эпир унпа пӗрре те вăрçăнман. Ку ăна та, мана та лайăх енчен хаклать пулӗ», – юлташла ăшшăн шӳтлерӗ Президент. Минтимер Шаймиев Фарид Мухаметшин Элметре 1-мӗш секретарь пулса ӗçлени пирки, вăл ун аталанăвӗшӗн нумай тунине асăнчӗ. 

Фарид Мухаметшин Раççей, Европа шайӗнчи политик. Чӗрӗк ӗмӗр вăл парламент ӗçӗнче вăй хурать. Ӗç çулне ахаль слесарьтен пуçласа Тутарстан Верховнăй Канашӗн Председателӗ таран çитнӗ. Парлемент ӗçне ертсе пынисӗр пуçне вăл ТР Халăхсен ассамблейине, волейбол федерацине, ретро машинăсен клубне йӗркелесе тытса пырать.

Фарид Хайрулловичăн республика аталнăвне хывнă тӳпе виçесӗр пысăк. Çакна хăтлава хутшăннисем пурте пӗлеççӗ, тивӗçлипе хаклаççӗ. 

Эпир те ăна 75 çулхи юбилейпе саламласа ырлăх-сывлăх, тулли телей, ӗçре пысăк çитӗнӳсем, вăрăм ӗмӗр сунатпăр!  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Парламент