Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Францире те нацине хăтаракансем пур

Ме сана, Альонж мэрӗ, пирӗн Президентлă футболка

Франци çӗршывӗнче кашни çул эмигрантсен уявне ирттереççӗ. Çак уява 7-мӗш хут хутшăнатăп. Питӗ шел, анчах та пӗчченех. Мӗн тăвайăн. Паллах, мана пулăшакансем пур, поляксен центрӗ. Эпӗ вӗсемпе питӗ туслă тата яланах Украина хăнисене кӗтсе илетӗп. Вӗсемпе пӗрле эпир пӗр палатăра куравсем йӗркелеттӗмӗр. Анчах та кăçал украинсем килсе çитеймерӗç, кăштă япăхрах пулчӗ.


Пысăк сцена çинче тӗрлӗ халăхсен хушшинче чăваш юрри-ташшипе куракансене савăнтарма тăрăшрăм.

Альонж хулин пуçлăхӗ мана яланах уйрăммăн саламлать. Паллах, манран Раççей çӗршывӗнчен илсе килнӗ парне илет. Кăçал эпӗ ăна пирӗн Президентăн сăнне ӳкернӗ футболка парнелерӗм, тата чăваш сувенирӗ.
Галина Таймасова, Франци, Мец.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев