Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ГАСТАРБАЙТЕРТАН МУЛЬТИМИЛЛИОНЕРА ÇИТИ

Саидмурод Давлатов питӗ те ăнăçлă, пысăк авторитетлă тата пуян çын, анчах ялан ун пек пулман

Иртнӗ эрнере питӗ те интереслӗ çынпа паллашма тӳр килчӗ.  Саидмурод Давлатов – паллă бизнес-тренер, бизнесмен, психологи наукисен докторӗ, «САМО» Халăхсен хушшинчи çын аталанăвӗн центрӗн йӗркелӳçи тата президенчӗ, икӗ теçеткене яхăн кӗнекесен   авторӗ. Паян вăл питӗ те ăнăçлă, пысăк авторитетлă тата пуян çын, мультимиллионер. Анчах ялан ун пек пулман. Пурнăç йӳççине Саидмурод Раджабович ачаран туллиех тутаннă.

Çемьере вăл вуннăмӗш ача пулнă, 1978 çулхи июлӗн 6-мӗ­шӗнче Таджикистанри Дарг ятлă пысăках мар кишлакра çуралнă. Ашшӗ вăл çулталăк тултарсан инкеке лексе вилет, грузовикӗ-мӗнӗпе ту хушăкне анса кайнă, чӗрӗ юлма пӗр шанăç та пулман.
Çапла амăшӗ пӗччен вунă ачине пăхса ӳстерет. «Анне мӗн ачаран, кунран-кун манран чăн-чăн арçын ӳстерес тесе тăрăшрӗ», – терӗ Саидмурод Давлатов амăшне аса илсе. Йывăрлăхра, ырми-канми ӗçре туптаннă унăн çирӗп характерӗ. Ачаран вӗренме юратнă, нумай япалана хăй тӗллӗн ăса хывнă. Пурнăç темле хӗстерсен те чун-чӗрипе вăл тӗлӗнмелле ырă çын пулса ӳснӗ.
Шкул пӗтернӗ хыççăн харăсах виçӗ аслă шкула вӗренме кӗрет, анчах укçа-тенкӗ йывăрлăхне пула вӗренӗве пăрахма тивет. Çапла Давлатов Мускава ӗç шыраса килет. Анчах кунта ăна никам та кӗтмен. Çакна вăл пасарта грузчикра, каярах администраторта ӗçленӗ чух пит лайăх туйса илет. Талăкӗпе апатсăр касăлса çӳренисем, вокзалсенче, пасар хыçӗнче холодильник курупкинче çӗр каçнисем, милици хăвалани, тытса кайни – йăлт пулнă пурнăçӗнче. Мигрантсен ăмсанмалли мар  пурнăçне туллин тутансан та вăл хуçăлман, чунӗпе те хытман. Темле йывăр пулсан та вăл çутă малашлăха шанма пăрахман. Коммунизм лозунгӗ пек илтӗнет те, анчах чăннипех çапла, Саидмурод Раджабович тӗл пулсан хăй çапла каларӗ.  
Каярах, ун чухне Давлатов ура çинче çирӗп тăнă ӗнтӗ, шăпа ăна тепӗр хут вирлӗн тӗрӗслет. Çынна шаннине пула Саидмурод Раджабович финанс кабалине çакланать. Америкăран килнӗ «ӗçтешӗ» ун ячӗпе витӗнсе çынсене хăйӗн проектне инвестицилеме хӗтӗртет. Çынсем укçа çухатнине пӗлсен пурте Давлатов патне çӳреме тытăнаççӗ. Хăйӗн айăпӗ çук пулсан та «юлташӗн» парăмне вăл кашнин умӗнче пӗр пус таранччен татса пама шантарать, татса парать те. Мӗншӗн тесен ыр ята упраса хăварасси, çынсен шанăçӗнчен тухманни уншăн кирлӗрех пулнă.  

 

Кино ӳкернӗ


Давлатов Хусана автобиографилле кинокартинăн премье­рине хутшăнас тӗллевпе килнӗ. Премьерăччен пӗр кун маларах унпа тата фильм режиссерӗпе Мухиддин Музаффарпа пресс-конференци иртрӗ.
Мухиддин сăмахӗсемпе, фильм пӗтӗмпех чăн пурнăçран илнӗ пулăмсем çинче никӗсленнӗ.
– Мана яланах çын пурнăçӗ интереслентернӗ, вӗсен шухăш-кăмăлӗ, ӳсӗмӗ. Саидмурод Дав­латовăн пурнăçӗ тӗслӗхлӗ. Çавăнпа ăна ун çинчен кино ӳкерме сӗнтӗм. Вăл килӗшни маншăн пысăк телей, – терӗ режиссер.
–  Мухиддинччен темиçе хутчен те ман пурнăç тăрăх кино ӳкерме сӗнекенсем пулчӗç. Вăл улттăмӗш пулчӗ. Килӗшрӗм. Маларах хатӗр марччӗ, – калаçăва хутшăнчӗ Давлатов. Сăмах май, Давлатов ыркăмăллăх ӗçӗпе Кăркăсстана кайсан унти режиссерсем те кино ӳкерме сӗннӗ. Давлатов унта «Мой гениальный ребенок» кӗнекине 11-мӗш класра вӗренекенсене пурне те (пӗтӗм республикипе!) салатса панă, пурӗ 176 пин экземпляр. Кăркăсстанри кашни района хăй çитнӗ вăл. Мӗн хистерӗ çапла тума тесе ыйтсан: «Мӗнле майпа-ха эпӗ халăх шăпине ырă енне улăштарма пултаратăп, мӗнпе усăллă пулаятăп çынсемшӗн тесе ыйтрăм хамран», – терӗ вăл. Хăй кӗнекине парнелесе вăл çӗршер пин çамрăка пурнăçра тӗрӗс çул тупма шанăç панă. Мухиддин Музаффар сăмахӗсемпе, тӗп сăнарсăр пуçне кинора Саидмурод  амăшӗн сăнарӗ пӗлтерӗшлӗ.
– Этеме çын пулма яланах тепӗр çын пулăшать. Вăл вӗрентекен, наставник, атте-анне пулма пултарать.  Давлатов пурнăçӗнче амăшӗ питӗ пысăк вырăн йышăнать. Унпа тӗл пулса калаçсан вăл питӗ вăйлă çын пулнине хам курса ӗнентӗм.
Давлатов хăй те финанс сферинчи тӗнчипе паллă гурусенчен нумай вӗреннӗ. Çавсен шутӗнче Бодо Шефер, Мирзакарим Норбеков, Стивен Кови, Брайан Трейси тата ыттисем. Çӗнӗрен те çӗнӗ ӗçпе интересленсе Саидмурод вăтăр тӗрлӗ облаçра ăнăçу тума пултарнă. Унăн харпăр ӳсӗмпе, сывлăха çирӗплетессипе, финанс пӗлӳсӗрлӗхӗнчен хăтăлассипе çыхăннă тренингсем СНГ çӗршывӗсен 130 ытла хулинче иртеççӗ паян.

 

Наян ăнăçлă пулаймасть


«Один на миллион» кинофильм пуçланиччен те куракансемпе харпăр ӳсӗмпе çыхăннă кӗске тренинг ирттерсе пурне те пысăк парне турӗ вăл. Интереслентерекен ыйтусене хуравларӗ. Кино кăтартăвӗ Хусанти «Кольцо» суту-илӳ центрӗнче вырнаçнă кинотеатрта иртрӗ.
Давлатова итлеме питӗ интереслӗ, калаçăвӗ унăн ансат, ăнланмалла, нумай шӳтлет. Панă сӗнӗвӗсем питӗ хаклă. Нумайă­шӗ çав кун хăйне хумхантаракан ыйтăва хурав тупрӗ пулас. Çӗр çине килнӗ кашни çыннăн Турă панă пултарулăхӗ пурри, ăна тупма тата пурнăçлама кирли, çавă кăна çынна чăннипех телей кӳме пултарни калаçура тӗп вырăн йышăнчӗ.
– Хăй ӗмӗрӗнче çын икӗ хутчен çуралать. Пӗрремӗш хут хӗрарăмран çурма чӗрчун пек. Кайран хăйӗн çӗр çинчи ӗçне, миссине, этемлӗхе мӗнпе усă кӳме пултарнине, хăй мӗншӗн пурăннине ăнланса илнӗ хыççăн çын пек тепӗр хут çуралать. Çакна ăнланса илейменнисем ӗмӗре çурма чӗрчун пек ирттереççӗ, мӗнле калас, харпăр нушисене тивӗçтерсе. Çавăнпа ялан харпăр ӳсӗм енӗпе ӗçлемелле, пӗр вӗçӗмсӗр вӗренмелле. Çынна ачаран ӗçлеме вӗрентмелле. Наянланса ӳсекен нихăçан та ăнăçлă пулаймасть, – терӗ Давлатов.
Кино патне таврăнас пулсан, тӗп роле выляма режиссер Голливуд актерӗсене те сӗнсе пăхнă. Килӗшекенсем тупăннă, анчах кино бюджетӗнчен те ытларах гонорар ыйтни шухăша улăштарма хистенӗ.
– Голливудра кăштах пур ман усăллă çыхăнусем. Сценарие вуласан Рассел Кроу хаваспах килӗшрӗ. 12 миллион доллар гонорар ыйтсан тӳнсе каяттăм. Эпир кинона 5 миллион долларпа ӳкеретпӗр те. Итле-ха, Мухиддин, терӗм режиссера, эп кун пек гонорар тӳличчен хам ӳкерӗнме пултарап терӗм. Вăл ку шухăша çийӗнчех ярса илчӗ. Çапла актер пулса тăтăм, – шӳтлерӗ Саидмурод Давлатов.
Кинора ун рольне хăйсӗр пуçне тата икӗ актер вылять, пӗри ача чухнехине – Кароматуло Курбонов, тепри Мускава гас­тарбайтер пек килнӗ тапхăра – Юнус Ходжиев.
Чӗрене пырса тивекен картина. Нумай çӗрте куççульпе йӗретӗн, ку, паллах, çынран килет. Анчах çумра ларакан арçынсем те сăмса тутрипе вăрттăн куç шăлнине темиçе те асăрхарăм премьерăра. Режиссерпа оператор ӗçӗ те паха шайра. Сăмах май, Таджикистан актерӗсемпе пӗрле картинăра Раççейӗн паллă актерӗ Михаил Горевой, Александр Песков, Любовь Фирсова, Елена Дубровская, Татьяна Горобченко тата ыттисем ӳкерӗннӗ. Амăшӗн рольне Таджикистанăн тава тивӗçлӗ артитски Фируза Рахмонова вылять.

 

Нушаллă шăпана тав

 

– «Один на миллион» кинона ӳкерни пире кинематографин халăхсен хушшинчи шайне тухма пулăшрӗ. Анчах унтан та кирлӗреххи – таджик халăхӗнчен тухнă ăнăçлă та паллă çынсем çинчен каласа парасси. Мӗншӗн пирӗн тӗнчене хамăрăн паллă артистсем, спортсменсем е Давлатов пек ăнăçлă çынсем çинчен пӗлтерес мар? Уйрăмах кинона Раççейре проката кăларасси пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн тесен кунта пирӗн халăх çинчен ытларах разнорабочисемпе дворниксем тăрăх хаклаççӗ, – терӗ Мухиддин Музаффар кино хăтлавӗнче.
Ман шутпа, ку кинофильма кашни çын пăхмалла, уйрăмах  çамрăксен. Мӗншӗн тесен унăн мотиваци вăйӗ питӗ те пысăк. Тата вăл тӗнсем, нацисем çине пайланман туслăх пирки. Паянхи куншăн питӗ актуаллă тема.  
Юлашкинчен Давлатова çапла ыйту патăм:
– Тен, эсир ытлă-çитлӗ пурнăçпа, аçăр хӳттипе ӳснӗ пулсан кун пек çын та пулаймастăр? Енчен те тепӗр хут пурăнса ирттерме май пулсан пурнăçăра епле пурăнса ирттереттӗр?
– Манран пӗрре мар çапла ыйтнă. Пӗлетӗр-и, иккӗмӗш, виççӗмӗш хут май пулсан та эп хам пурнăçах суйласа илӗттӗм, çав нушасенех тӳссе ирттерӗттӗм. Аванни те нумай пулнă пурнăçра – кил, анне, аппа-тетесем, çул çинче тӗл пулнă ырă çынсем. Турă вăл юратнипе çынна тӗрӗслет. Çав йывăрлăхсенче пиçӗхсе çын пулатăн, вăй илетӗн. Çавăнпа шăпама тав тăватăп, – терӗ Давлатов.
 Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев