Гавриил Державинăн пултарулăхӗ мӗншӗн халӗ те халăх çыравçисене хумхантарма пăрахмасть?
Ренат Хариспа Валери Туркая мӗн илӗртет-ха вырăс классицизмӗн ашшӗн творчествинче? Çак тата ытти ыйтусене уçăмлатрӗç иртнӗ эрнере Хусан (Атăлçи) федераллă университетăн Филологипе культурăсен коммуникацийӗн институтӗнче пулнă «Г. Р. Державин тата культурăсен диалектики» халăхсен хушшинчи наука конференцийӗнче.
«Г. Р. Державин тата культурăсен диалектики» халăхсен хушшинчи наука конференцийӗ тӗрлӗ халăх çыравçисемшӗн пӗлтерӗшлӗ литература пулăмӗ пек кӗрсе юлать историе. Вăл иртнӗ эрнере Хусан (Атăлçи) федераллă университетăн Филологипе культурăсен коммуникацийӗн институтӗнче ноябрӗн 5-7-мӗшӗсенче иртрӗ. Кăçалхи шучӗпе пиллӗкмӗш пулчӗ.
2010 çултанпа мероприяти «2023-2030 çулсенче Тутарстан Республикин патшалăх чӗлхисене тата ытти халăхсен чӗлхисене упрасси, тӗпчесси тата аталантарасси» патшалăх программи тӗрев панипе пурнăçланса пырать.
Кăçалхи наукăпа практика конференцине пӗтӗмпе 250 докладчикпа итлекен хутшăнчӗ. Географи анлă, Раççейри ертӳçӗ наука центрӗсен (Мускав, Санкт-Петербург, Самара, Рязань, Сургут, Киров, Архангельск тата ытти хуласенчи) ăсчахӗсемсӗр пуçне ют çӗршывран та — Швецирен, Китай Халăх Республикинчен, Казахстанран, Узбекистанран пуçтарăнса килнӗ.
Конференци программине икӗ пленарлă ларупа пилӗк секци кӗнӗ. Вӗсен темисем — паянхи çыравçăсемпе куçаруçăсен творчествинчи Державин еткерӗн рецепцийӗ, Г. Р. Державинпа унпа пӗр вăхăтра пурăннă ытти çыравçăсен пултарулăхӗн поэтикине тӗпчессин актуаллă проблемисем, XVIII ӗмӗрӗн юлашки чӗрӗкӗпе XIX ӗмӗр пуçламăшӗнчи литература культури, вăтам тата аслă шкулсен практикинче Г. Р. Державин творчествипе ун вăхăтӗнчи литературăна тӗпчессинчи паянхи ыйтусем, пӗрлӗх культурин актуаллă проблемисене культурăсен диалогӗ шайӗнче пăхса тухасси.
Анлă наука конференцине хатӗрлекенсен хушшинче уйрăммăн Альфия Фоатовна Галимуллинăна палăртмалла. Раççей литературовечӗ, критикӗ, педагогика наукисен докторӗ, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ, асăннă аслă шкулăн вырăс литературипе ăна вӗрентессипе методика кафедрин профессорӗ конференцие йӗркелесе ирттерессипе пысăк вăй хурать. Куçару ӗçне аталантарассипе хăй енчен нумай тӳпе кӗртет. Профессор шучӗпе, паян наци çыравçисен хайлавӗсене куçарассипе ӗç япăх пырать, Совет саманинче профильлӗ аслă шкулсенче куçару енӗпе специалистсене хатӗрлессипе лайăх ӗçлесе пынă пулсан халӗ ку специализацие сахал тимлӗх уйăраççӗ. Литература произведенине куçарма пысăк ăсталăх кирлӗ, унта çыравçăн чӗлхине, стильне упраса хăварни кирлӗ. Çавăнпа Раççейре тӗрлӗ халăх çыравçисене сахал пӗлеççӗ, ку та пулин наци писателӗсемпе поэчӗсен туслă хутшăнăвӗсене пула кăна пурнăçланса пырать.
Тӗслӗхрен, чăваш халăх поэчӗ Валери Туркайпа тутар халăх поэтне Ренат Хариса илер. Вӗсем тахçантанпа ӗçлӗ те туслă хутшăнусем йӗркеленӗ. Пӗр-пӗрин хайлавӗсене хăйсен тăван чӗлхисем çине куçараççӗ. Çавăнпа вӗсене тутарӗсем те, чăвашӗсем те аван пӗлеççӗ. Сăмах май, Валери Туркай нумай халăх çыравçипе туслă. Нумай пулмасть белоруссен çыравçин сăввисене чăвашла куçарса кӗнекен кăларма пулăшрӗ.
Ренат Харис та, Валери Туркай та Халăхсен хушшинчи наука конференцине сумлă хăна шутӗнче паянхи çыравçăсемпе куçаруçăсен творчествинчи Державин еткерӗн рецепцийӗ ятпа иртнӗ çавра сӗтел ӗçне хутшăнчӗç. Вӗсем иккӗшӗ те Державин сăввисене хăйсен тăван чӗлхисем çине куçарнă.
ТР Писательсен союзӗн пайташӗ, пултаруллă чăваш çыравçи Евгений Турхан та хаклă хăна шутӗнче пулчӗ. Вăл та вырăс классицизмӗн поэчӗн сăввисене чăвашла куçарса кӗнеке кăларчӗ. «Куçару ӗçӗнче поэтăн чӗлхе интонацине, поэтикине упраса хăварни чи кирли пулӗ», — терӗ вăл хăйне сăмах парсан.
Ренат Харис уйрăмах Державинăн «Бог» одине палăртрӗ. Ун шучӗпе, ку йышши произведени тӗнчипе те çук.
«Эпир пурте Гётен „Фаустне“, Дантен „Божественная комедия“ хайлавне пӗлетпӗр, Мильтонăн „Потерянный Райне“... Метафизикăпа, космогонипе Державинăнни евӗр Турра тӗл ăнлантараканни çук. Эп ăна çамрăкрах чухнех куçарма шутланăччӗ те, анчах ун пек хайлава ăша хывса ăнланма, тӗрӗс куçарма çапах та пурăнмалла. Ун чух пултарулăх та, опыт та, тӗнчекурăм та вăл шая çитменччӗ-ха. 60-тан каçсан тин ăнлантăм — халӗ пултаратăп», — терӗ паллă поэт «Бог» одăпа ӗçлени пирки. Тутарла ăна вăл «Аллах» тесе палăртнă. Ун шучӗпе Аслă Турра шăпах çапла палăртни ăнлантарать.
«Православире Турă виç ипостаçран тăрать — Атте Турă, Турă Ывăлӗ, Çветтуй сывлăш. Турă Таса хӗр Мария урлă çуралса çынланнă. Державин вара никам та çуратман, туса яман, ӗмӗрсем пуçланичченех пулнă Турă пирки çырать. Аллах та çав майлă. Çавăнпа çапла ятпа куçартăм одăна. Державинăн оди пуçласа вӗçне çитиччен Турă ăнлава ăнлантаракан метафора» — терӗ Ренат Харис.
Валери Туркай та Державинăн «Туррине» чăвашла куçарнă. Ăна вăл вуласах пачӗ çавра сӗтелре. Чăваш поэчӗ вырăс классицизмӗн ашшӗн сăввине тӗлӗнмелле лайăх куçарнă, одăн хăйне евӗр кӗвви, Державинăн сасси çухалман. Турă панă талант — мӗн тейӗн тата. Валери Туркай Гавриил Державин Шупашкара килсе кайнине те асăнса хăварчӗ. 1760 çулта ăна Хусан гимназийӗн директорӗ Михаил Веревкин хăйпе пӗрле Шупашкар хулин пӗрремӗш планне тума илнӗ. Çак историлле пулăма асăнса Валери Туркай поэма çырнă. Унпа та кăштах паллаштарса хăварчӗ.
Çавра сӗтелре икӗ поэтăн Державинăн сăввисене куçарнă кӗнекисен хăтлавӗ иртрӗ. Секци ӗçне ытти паллă поэтсемпе писательсем хутшăннине те палăртса хăвармалла. Çавсен шутӗнче ТР Писательсен союзӗн вырăс литературипе илемлӗ куçару секцийӗн ертӳçи Ольга Иванова, Наиля Ахунова, Борис Вайнер, Людмила Нестеренко, Ольга Журавлева, Вера Хамидуллина, Ольга Левадная, Эдуард Учаров, Раççей Писательсен союзӗн Тутарстан уйрăмӗн председателӗ Татьяна Сушенцова, РФ Писательсен союзӗн пайташӗсем Александр Воронин, Наталия Михеева, Лада Аюпова пулчӗç.
Яланхи пек наука конференцине музей директорӗсем те активлă хутшăнаççӗ. Куçарупа çыхăннă çавра сӗтел ӗçне Лайăшри Гавриил Романович Державин ячӗллӗ музей директорӗ Фарида Муртазина хутшăнчӗ, Сокуры ялӗнчи поэтпа çыхăннă паллă вырăнсем пирки пулчӗ унăн сăмахӗ.
ХФУн Филологипе культурăсен коммуникцийӗн институчӗн магистранчӗ Эдуард Учаров вара хăйӗн докладне Державинпа пӗр вăхăталла пурăннă тепӗр Гавриила — Каменева (1773-1803) халалларӗ. Ăна итлеме питӗ интереслӗ пулчӗ. Гавриил Каменев вырăс литературине пӗрремӗш романтик пек кӗрсе юлнă. Шел те, хăй пурăннă чухне те, каярах та ун кӗнеки тухман. Кӗнеке кăларма майӗ те пулмна мар. Сăмха май Каменевăн ашшӗ хальхилле калсан Хусан мэрӗ пулнă. Те ашшӗн витӗмӗпе усă курас темен çамрăк поэт, те урăх сăлтав пулнă — халӗ татса калама çук. Телее, паян ун пултарулăхне тӗпчекенсем пур. Эдуард Учаров шучӗпе, ку пысăк тӗрӗсмарлăх. Икçӗр çултан тин Каменевăн кӗнеки пичетленсе тухнă. «Хăйӗн кӗске ӗмӗрӗнче литература аталанăвӗшӗн питӗ пысăк ӗçсем тунă вăл. Державинран сахалтарах мар пӗлтерӗшлӗ ун ӗçӗсем. Экспериментатор, вырăс литературинче готика юхăмӗн пуçаруçи. Кизически мăнастир çумӗнчи масар çинче уçăлса çӳреме юратнă вăл. Паян ун вырăнӗнче Химиксен Культура çурчӗн паркӗ. Ӗлӗк унта паллă çынсене пытарнă пулнă, ХФУ университечӗн малтанхи ректорӗсем шăпах çавăнта канлӗх тупнă та. Шел, çак истори палăкӗ паян çук. Гавриил Каменев масар аллейипе çӳренӗ чух çырнă та хăйӗн вилӗмсӗр хайлавӗсене. Çавăнпа тен хăш-пӗри ăна готсен поэчӗ пек палăртать», — шухăшне пӗтӗмлетрӗ магистрант.
Пӗтӗмлетсе каласан, Державин пултарулăхӗпе иртекен наука конференцийӗ паянхи литература аталанăвӗшăн питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ. Вăл ăссене хумхатса малалла ӗçлеме хистет, çыравçăсемпе литература анинче ӗçлекен ăсчахсене çӗнӗ майсем парать, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма çул уçать.
Пленарлă ларура, секцисен ӗçӗнче чылай çивӗч ыйтусене хускатрӗç. Кунта çӗкленӗ темăсем, сӗнӳсем пурте наука конференцин резолюцине кӗрсе литературăн малашнехи аталанăвӗн никӗсӗ пулса тăраççӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев