Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ГЕОГРАФИЕ ЛАЙĂХ ПӖЛЕКЕНСЕМ ВАЛЛИ

70 е ытларах балл пухнисене йӗркелӳçӗсем 2-мӗш тапхăра килме йыхрав ярӗç

 

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе географи факультечӗ тата «Вырăс географи обществи» Пӗтӗм Раççейри обществăлла организацин Чăваш Республикинчи уйрăмӗ шкулсенче 9-11 классенче вӗренекенсене Чăваш Енӗн географийӗпе туризмне аван пӗлекенсен конкурсне хутшăнма сӗнеççӗ. Конкурс «Открытая Чувашия: электронный учебник, открытые лекции, конкурсы и экскурсии» проект шайӗнче икӗ тапхăрпа иртет:

1-мӗш тапхăр – куçăн мар. 2019 çулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 15-мӗшӗччен пырать. Конкурса хутшăнас текенсен Чăваш патшалăх университечӗн Moodle (http://moodle.chuvsu.ru)  платформинче регистрациленсе тестировани иртмелле: 30 минут хушшинче Чăваш Енӗн географийӗпе, туризмӗпе çыхăннă 20 ыйту çине хуравламалла. 100 балран 70 балл пухайнисем 2-мӗш тапхăра иртеççӗ.

2-мӗш тапхăр – куçăн. Декабрӗн 20-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе географи факультетӗнче 14.30-ран пуçласа 17.30 сехетчен иртет. Кун йӗрки çапларах:

14.30 – конкурса уçни;

15.00 – 16.30 – конкурсăн 2-мӗш тапхăрӗ;

16.05 – 17.00 – факультетри музейсемпе паллашни;

17.00 – конкурса пӗтӗмлетни, çӗнтерӳçӗсене чыслани.

Куçăн мар тапхăрта 70 е ытларах балл пухнисене йӗркелӳçӗсем 2-мӗш тапхăра килме йыхрав ярӗç, ятлă сертификат тата асăнмалăх парне парӗç. Çӗнтерӳçӗсене вара Шупашкар хулипе Чăваш Ен тăрăх экскурсие кайма сертификат, парнесем тата дипломсем кӗтеççӗ.

Зоя ТРИФОНОВА,

«Открытая Чувашия» проект ертӳçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев