Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Грант выляса илни проблемăна татса пама пулăшӗччӗ

Май уйăхӗн вӗçӗнче Пăва районӗнчи Элшел шкулӗнче пулса курни пирки «Шăнкăравăн» иртнӗ кăларăмӗнче çырнăччӗ ӗнтӗ. Шкулпа паллашасси экскурси майӗпе иртрӗ. Класран класа çӳренӗ хушăра библиотекăра ачасемпе творчествăлла тӗлпулу та ирттертӗмӗр. Эпир кӗскен хаçат ӗçӗпе паллаштартăмăр, тăван чӗлхепе культурăн пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхӗ çинчен калаçрăмăр. 

Шкул музейне те кӗрсе куртăмăр. Ун ӗçӗпе пире музыкăпа ӳнер искусстви предмечӗсене вӗрентекен Альбина Петровна Зайцева паллаштарчӗ. 

– Пирӗн музей икӗ экспонатран – мамонтăн асав шăлӗпе чултан тунă пуртăран пуçланнă. Вӗсене ачасемпе экскурсие кайсан Сӗве хӗрринче тупнă. Малтанласа шкулта вырăн çуккипе музей клубра вырнаçнă. 1962 çулта çӗнӗ шкул уçăлсан музей унта куçнă. Николай Антонович Юнгеров нумай çул ертсе пынă музей ӗçне. Ачасене интереслентерсе явăçтарма пултарнă вăл. Пӗр вăхăт пирӗн шкулти таврапӗлӳ музейӗ Теччӗри музейӗн филиалӗ те пулнă. Çакна шантаракан хутсем пур, – терӗ Альбина Петровна хулăн альбома кăтартса. 

Музей 1717-мӗш номерлӗ пӗрремӗш свидетельствăна 1976 çулта илнӗ. Иккӗмӗш хут паспортизаци 1999 çулта иртнӗ. Юнгеров хыççăн музее 1986 – 2009 çулсенче Евгений Ильич Афанасьев ертсе пынă.

Хальхи пирки каласан, кунта проект ӗçӗсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççӗ. Музей экспонатсенчен пуян. Анчах паян вӗсене упрассипе йывăрлăхсем пур. Шкулта музей валли уйрăм пӳлӗм çуккипе экспонатсене коридорта вырнаçтарнă. Паллах, авалхи япаласене упрама ятарлă условисем, микроклимат кирлӗ. Ун валли стеллажсем, хупă кӗленче шкафсем пулмаллах. Проблемăна татса парас тӗллевпе элшелсем РФ Президенчӗн грантне те пӗрре мар хутшăннă, хальлӗхе кăтартусăр. Кăçал та проект çырса хатӗрленӗ. Ку хутӗнче выляса илессе питӗ шанас килет. 

 

Автор сăнӳкерчӗкӗнче:

музей ӗçӗпе пире 

А.П.Зайцева паллаштарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев