Сувар

Гриппа ытларах Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн чирлеҫҫӗ

864 пин ҫынна вакцинациленӗ ӗнтӗ Тутарстанра, вӗсенчен 1600 ытла йывӑр ҫын.

Грипп вирусӗ питӗ хăвăрт аталанать. Çакă мутаципе çыхăннă. Этемӗн иммуна системи унран хӳтӗленсе ӗлкӗреймест, çавăнпа та тухтăрсем пур вакцинăсене çулсерен улăштарса тăраççӗ те.   ТР Сывлăх сыхлав министерствин иммунопрофилактикăпа штатра тăман тӗп специалисчӗ Дмитрий Лопушов, ТР Сывлăх сыхлав министерствин иинфекци чирӗсемпе штатра тăман тӗп специалисчӗ Халит Хаертынов, Хусанти 16-мӗш клиника пульницин 1-мӗш ача çураттаракан уйрăмăн заведующийӗ Лилия Давлетшина паян журналистемпе тӗлпулса çак ыйтăва сӳтсе яврӗç.  
Пулас ача варта чухне ӑна грипп а
мӑшӗнчен ерме пултарать. Грипп чирне пула йывӑр ҫын хӗрарӑмсем ытти чирсемпе чирленисенчен 3 хут ытларах вилнӗ.

Ҫавӑнпа тухтӑрсем вакцинаци тума сӗнеҫҫӗ те. Анчах йывӑр ҫын хӗрарӑмсем вакцинациленме васкамаҫҫӗ. Мӗншӗнни паллӑ мар.

Тухтӑрсем ахальтен асӑрхаттармаҫҫӗ, ача ҫуратма хатӗрленекенсене гриппран сипленӗ чухне пур эмелпе те усӑ курма юрамасть. Ҫакӑ медиксене хӑратать те. Вӗсем пулас амӑшне те, ачине те сиен кӳме пултараҫҫӗ.

Иммунитечӗ япӑхланнипе йывӑр ҫын хӗрарӑмсем йывӑр маррипе танлаштарсан 18 хут ытларах (!) грипп ертме пултараççӗ. 

Грипп ӳпкепе пыра кӑна мар, хырăмлăх айӗнчи парсене те (поджелудочная железа), пыршăрăха та, нерв системине те пысӑк сиен кӳрет. 

Вакцинацирен мӗншӗн хӑраҫҫӗ? 

Вӗсем мӗн пур япаларан хӑраҫҫӗ. 

Вакцинӑсем пурте пирӗн ҫӗршывра туса кӑларнисем. 

Ют ҫӗршывсенче те йывӑр ҫын хӗрарӑмсене гриппран вакцинацилессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 

864 пин ҫынна вакцинациленӗ ӗнтӗ Тутарстанра, вӗсенчен 1600 ытла йывӑр ҫын. 

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: