Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Гурьевски епископӗ тата Кемерово епархийӗн викарийӗ Игнатий Мăнкун ячӗпе саламлани

Хисеплӗ тăванăмсем, чăвашсем, сире пурсăра та Мăнкунпа, Иисус Христос чӗрӗлсе тăнипе саламлатăп. Турă пилӗ сирӗнпе пултăр.

Паян христиансем, православи çыннисем чи пысăк та аслă  тӗн праçникне – Иисус Христос чӗрӗлсе тăнине кӗтсе илчӗç. Мăнкун тетпӗр ăна чăвашсем. Халӗ темле йывăр лару-тăру пулсан та Христос чӗрӗлсе тăни чи пысăк савăнăç, уяв. Вăл чӗрӗлсе тăни пирӗн пурнăçа та чăн савăнăç илсе килет. 

Ку чухне харпăр кулянусемпе хумханусем, хуйхă-суйхă ним те мар, вӗсем хыçа юлаççӗ. Турă Ывăлӗ пирӗншӗн асапланса вилсе пурсăмăра та çылăхран хăтарса ӗмӗрлӗх пурнăç парнеленӗ. Пире те нуша чăтса ирттерсе тасалса вилнӗ хыççăн чӗрӗлмелле тунă. 

Мăнкунчченхи эрнере православипе пурăнакан кашни çын Иисус Христосăн асапланăвне чӗрене илсе пурăнма тăрăшмалла. Çылăхсене каçарттарса, чиркӳре сыптарни урлă Турра хăв ăшна илни кирлӗ. Чиркӳре вăхăт çук, унта ӗмӗрлӗх хуçаланать. Çавăнпа Мăнкунчченхи эрнере кӗлӗсенче тăнă чух эпир темиçе ӗмӗр каялла пулса иртни каллех пулса иртнине туятпăр. Ку чăн çапла. Иисус Христосăн асапланăвне чунпа туятпăр, ăша илсе пӗрле кулянатпăр. Кайран чӗрӗлсе тăнине Аслă типӗ хыççăн уйрăмах чӗррӗн туятпăр.  

Паянхи çинчен каласан, вăрçăсем, шел пулин те, этемлӗх историйӗнче пулсах тăнă. Анчах усалланма кирлӗ мар. Ку вăхăтра пушшех çирӗп ӗненӳ кирлӗ. Раççейре пурăнакансенни пек урăх ниçта та чăн ӗненӳ çук. Çавăнпа пире кураймаççӗ те. Украинăра, Анăçра шуйттан алхасса неоязычествăна чӗртсе ячӗ. Православи никӗсӗнче юрату пулсан, вӗсен – курайманлăх. Тӗрлӗ идолсене пуç çапни вăл – шуйттана пуç çапни. Шел те, чăвашсем хушшинче те авалхи тӗне чӗртсе тăратас тенисем пур. Православипе пурăнакансене йышăнманнинче, чăтайманнинче пытаннă та курайманлăх, ют тени. Православи çынни вара пурне те юратса йышăнать, каçарать, вăрçăнмасть. 

Хисеплӗ тăванăмсем, чăвашсем, сире пурсăра та Мăнкунпа, Иисус Христос чӗрӗлсе тăнипе саламлатăп. Турă пилӗ сирӗнпе пултăр.

Гурьевски епископӗ тата Кемерово епархийӗн

 викарийӗ Игнатий. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: православие Пасха