News by date 24 April 2022
-
Кивӗ Хăратара пурăнакан Владимир Яганева «Вилӗмсӗр полка» хутшăнма пандеми те чăрмантарайман
– Пандемие пăхса тăмарăм, «Вилӗмсӗр полка» хăйне евӗр форматпа хутшăнтăм иртнӗ çулсенче. Вăрçă паттăрӗсен портречӗсене автобус кузовӗ çине çыпăçтартăм та Сиктӗрме-Хусанкай – Кивӗ Хăрата маршрутпа çула тухрăм. Портретсене пухма вырăнти шкулта пулăшрӗç. Манпа пӗрле «çулçӳреве тухнă» паттăрсен хушшинче Иван Питеркин, Андрей Стратонов, Иван Шангин тата, паллах ӗнтӗ, манăн пӗрремӗш вӗрентекен Александр Матвеевич Линеев пулчӗç. Вăл пирӗн ялти чи юлашки ветеран пулчӗ.
-
Николай ЗИМИН: «КАНĂÇ МӖННЕ ПӖЛМЕСТПӖР ЭПИР...»
Пăва районӗнчи Тăхăрьял тăрăхӗнче çуралнă тата тӗпленнӗ Николай Трофимович Зимина вулакансем лайăх пӗлеççӗ. Унăн çивӗч статйисемпе тӗрленчӗкӗсем, чуна тыткăнлакан сăввисемпе поэмисем, сайрарах пичетленсен те, нумайăшне тарăн шухăша яраççӗ. Апла пулсан вăл, сакăр теçетке урлă каçсан та, каспа ял-йыша кăна мар, çӗр-çӗр е пин-пин вулакана хăйӗн шăхăшлавӗ, ăнтăлăвӗ, тӗнчекурăмӗ пирки пӗлтерме тăрăшать. Унăн Шупашкарта тухнă «Пӗтӗм кăмăлтан» кӗнекине, тӗрлӗ хаçат-журналсенче пичетленекен сăвви-поэмисене халăх ырласа йышăнать. Шăпах çакна шута илсе Тутарстанра тата кӳршӗллӗ Чăваш Енпе Чӗмпӗр тăрăхӗнче кăна мар пысăк сум çӗнсе илнӗ «вӗрентекенсен вӗрентекенне» тӳрӗ калаçăва чӗнтӗмӗр.
-
Гурьевски епископӗ тата Кемерово епархийӗн викарийӗ Игнатий Мăнкун ячӗпе саламлани
Хисеплӗ тăванăмсем, чăвашсем, сире пурсăра та Мăнкунпа, Иисус Христос чӗрӗлсе тăнипе саламлатăп. Турă пилӗ сирӗнпе пултăр.