Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Николай ЗИМИН: «КАНĂÇ МӖННЕ ПӖЛМЕСТПӖР ЭПИР...»

Пăва районӗнчи Тăхăрьял тăрăхӗнче çуралнă тата тӗпленнӗ Николай Трофимович Зимина вулакансем лайăх пӗлеççӗ. Унăн çивӗч статйисемпе тӗрленчӗкӗсем, чуна тыткăнлакан сăввисемпе поэмисем, сайрарах пичетленсен те, нумайăшне тарăн шухăша яраççӗ. Апла пулсан вăл, сакăр теçетке урлă каçсан та, каспа  ял-йыша кăна мар, çӗр-çӗр е пин-пин вулакана хăйӗн шăхăшлавӗ, ăнтăлăвӗ, тӗнчекурăмӗ пирки пӗлтерме тăрăшать. Унăн Шупашкарта тухнă «Пӗтӗм кăмăлтан» кӗнекине, тӗрлӗ хаçат-журналсенче пичетленекен сăвви-поэмисене халăх ырласа йышăнать. Шăпах çакна шута илсе Тутарстанра тата кӳршӗллӗ Чăваш Енпе Чӗмпӗр тăрăхӗнче кăна мар пысăк сум çӗнсе илнӗ «вӗрентекенсен вӗрентекенне» тӳрӗ калаçăва чӗнтӗмӗр.

Николай ЗИМИН (малалла Н.З.): Каçарăр та, эпӗ пӗртте пысăк чăваш мар. Теччӗри педучилищӗрен тата Хусанти патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухсан ăçта янă, çавăнта кайнă та тивӗçлӗ канăва тухичченех ачасемпе çамрăксене вӗрентнӗ е шкул коллективне ертсе пынă кăна. Вăл манăн чăн-чăн тивӗç тата хавхалану кӳрекен ӗç пулнă. Ытти вара... Халăх тавӗпе хисепӗ, чун киленӗçӗ пулса хам пата таврăнни. Шăпах çавă –  куçа курăнми ырă туйăм – пушă вăхăт тупма йывăр пулсан та, маларах та, паян та – чӗререн тухакан рифмăланă йӗркесене хут çине куçарса çырма хистесех тăрать.

А.Т. (автор): Эсир çамрăк чухне никам та мар, çыравçă пулма ӗмӗтленнӗ. Астăватăр пулӗ (яш чух, çамрăк чух!), кашни тӗлпулурах пӗр-пӗрин сăвви-калавне хӗрсе-тавлашсах сӳтсе яваттăмăр.

Н.З.: Çапла. Вăтам шкул хыççăн Теччӗри педагогика училищинче вӗренни ачалăхри шухăш-ӗмӗте татах та тарăнлатрӗ, творчество ӗçӗ енне туртăнассине темиçе хут вăйлатрӗ. Хăй вăхăтӗнче унти студентсемпе юнашар çулăмлă Çеçпӗл (Михаил Кузьмин поэт) утса-чупса çӳрени, тӗрлӗ çӗрте хӗрӳ туйăмлă сăввисене вулани, библиотекăра çӗр-çӗр кӗнеке «кишӗклесе» хăйӗн ăс-тăнне туптани тата, таса юрату туйăмне ăша хывса, ырăлăхпа чăн-чăн çемье çинчен шутлани куç умӗнчех. Унтах эпир пӗрле вӗреннӗ, нумаях пулмасть хамăртан яланлăха уйрăлса кайнă, Тутарстан тата Раççей шайӗнчи паллăран та паллă çыравçăпа, «Сувар» хаçата чӗртсе тăратнă, çав вăхăтрах ТАСС корреспонденчӗн ӗçне 35 çул чыслăн пурнăçланă Николай Сорокинпа та тăтăшах пӗрле пулнă. Тӗрлӗ шайри спорт ăмăртăвӗсене хутшăнни те, юнашар ларса Теччӗ, Пăва, Çӗпрел район хаçачӗсем валли статьясем çырни  те асра. Апла пулсан, эпӗ педучилище хыççăн куçăн мар майпа Хусанти патшалăх университечӗн журналистика уйрăмне вӗренме кӗнинчен ним тӗлӗнмелли те çук.

Çав вăхăтрах, виçӗ çул службăра тăнă хыççăн, аслă сержант тумӗпех, вӗренӗве малалла тăсас тӗллевпе университета пырсан, мана филологи факультетӗнче вырăс чӗлхипе литературине вӗрентес ӗçе тӗплӗн алла илме сӗнчӗç. Килӗшме тиврӗ. Ара, служба умӗн Тинкешри пуçламăш шкулта вӗрентни, унти ачасем учителе епле хисеплени, тутар ачисем пире те, директора та (Насых Салахович Рахимова), пуç тайса ятран абый (пысăкран та пысăк тете е сумлă аслă çын вырăнне хурса) тени пысăк витӗм кӳчӗç пулмалла. Ара, шкул ертӳçине ачасем е вӗрентекенсем кăна мар, ялта пурăнакансем пурте «Рахим абый» тесе чӗнетчӗç.

А.Т.: Пӗлетӗп, çур ӗмӗрне ытла вӗрентӳ ӗçне патăн. Аслисене кăна мар, йышлă ача-пăчапа ашшӗ-амăшӗн кăмăлне тата ыйтăвне хирӗçлеме пултарайманнипе. Шăпах çав «парăну» сана Тутарстанăн тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ, РСФСР тата СССР «Халăх вӗрентӗвӗн отличникӗ» таран çӗклерӗ, кăкăрна орден-медальсемпе илемлетрӗ. Çапах та (сирӗн кăмăл-туйăма пӗр сăмахсăрах ăнланатăп), халиччен «тăрса юлнă» поэзи, журналистикăпа литература уйӗнче «вырса илеймен» тухăçшăн ӗçлемелли пайтах-ха...

Н.З.: Хам та е ман вырăнта урăххи пулсан та, çавнах çирӗплетӗччӗ.  Мӗншӗн тесен, шкулта 42, директорта кăна 30 çул ытла ӗçленӗ хушăра пин-пин каччăпа хӗре анлă пурнăç çулӗ çине кăларма тӳрремӗнех хутшăннă. Çав çамрăксен, ашшӗ-амăшӗсен тавӗ паян та ăшăлăх, чуна ырăлăхпа асамлă вăй-хал парса тăрать.

Ара, çур ӗмӗр ытла каялла Хăятри тата тăван ялти, Элшелӗнчи, вăтам шкулсен педагогика коллективӗсене çӗнӗлле ӗçлеме хăнăхтарни, вăхăт ыйтакан çивӗч ыйтусене пӗр тăхтавсăр татса пани аса килет те...

Шутласа пăхăр-ха, иртнӗ ӗмӗрӗн юлашки çулӗсенче патшалăх шкула ачасене апатлантарма мар, шăпăр-кӗреçе туянма та укçа-тенкӗ уйăрайман. Çав вăхăтрах пысăк çурт тăрринчен шăпăртатса шыв анать, вӗрентекенсене ӗç укçи пама та, ачасене чей ӗçтерме те майсем çукпа пӗрех. «Эпӗ – сана, эсӗ – мана» текен самана пырать-çке. Çавна курах пӗтӗм коллективпа кар тăрса, ытларах та биолог-учительницăпа (хамăн мăшăр Нина Петровна) тăрăшнипе шкул таврашӗнчи çӗре туллин ӗçе кӗртсе улма-çырла тата пахча  çимӗç çитӗнтерессине, ăна тӗрлӗ майпа ӗçе кӗртсе варени-компот тăвассине, çӗрулмипе ытти япаласене вырнаçтарса ачасене кăна мар, вӗрентекенсене те мӗн кирлипе тивӗçтерме тытăнтăмăр (шалу шучӗ те кăштах кӗнӗ ӗнтӗ). Çапла майпах (ал ылмаш теттӗмӗр ăна) шкулта тӗп юсав тунă, вутă-кăмрăк тупса хутса ăшăтнă, вӗрентӳпе воспитани ӗçне те туллин тытса пынă. Тепӗр чухне шкулта йӗркеленӗ производствăпа ӗç бригадине тивӗçнӗ сахăр песокӗн чылай пайӗ те унтах кӗрсе каятчӗ.

Çав вăхăтрах... ачасене вӗри апат çитерме столовăй уçма, хӗл каçмалăх хатӗрлекен чӗртавара вырнаçтармалли вырăн тума, шкул çурчӗпе классене тӗпрен юсама вăй çитернӗ... 

А.Т.: Паллă ӗнтӗ, «çын пек» канма вăхăт та юлман...

Н.З.: Чăннипе илсен, эпӗ чăн-чăн кану мӗн иккенне паян та ăнланса пӗтерейместӗп. Пӗррехинче, ирӗксӗрлесе тенӗ пек, ӗç квалификацине ӳстермелли курса, Хусана ячӗç. Пӗр эрнеренех (ун чух Хăят шкулне ертсе пынă) яла таврăнмалла пулчӗ: дежурнăй-кочегар сасартăк чирленӗ те хутакан системăри шыв шăнса ларнă, классенчи пăрăхсем çурăлнă. Ытти чухне вара... Пӗтӗм отпуск текенни ялта, Элшелӗнче иртнӗ. Хăвăрах шутласа пăхăр. Хăятра та, Элшелӗнче те аслăрах параллельлӗ классем виçшер-тăватшар таранчченех пулнă. Пурин валли те вырăн çитменрен, 350–400 ачаран çуррине яхăн иккӗмӗш сменăра вӗреннӗ. Çавна пула директорăн ирхине çиччӗрен тытăнса каçхи çиччӗчченех кану е канлӗх çинчен шутлама май килмен. Кунсăр пуçне ертӳçӗн шкул тулашӗнчи ӗçӗн те вӗçӗ-хӗрри çук: политвӗрентӳ, ачасен ашшӗ-амăшӗсен пухăвӗсемпе тӗрлӗ ӗçлӗ тӗлпулусем, колхоз правленийӗн е депутатсен ларăвӗсем... Хусантан е Шупашкартан килекен тӳре-шарасемпе, çыравçăсемпе, артистсемпе курнăçассинчен те аякра юлаймастăн. Паллах, вӗсенчен хăш-пӗриншӗн уйрăм учитель е директор çумӗсем яваплă. Анчах вӗсен пахалăхӗ-тӗшши пирки никамран та мар, тӳрремӗнех ертӳçӗрен ыйтаççӗ вӗт. 

Каярахпа, чăнах та, мана вӗрентӳ ӗçченӗсен обком пленумӗн пайташӗ таранчченех çӗкленӗ. Республика шайӗнче чи пысăк категориллӗ учитель-предметник та, директор та пулнăран час-часах районти ытти шкулсене тӗрӗслеме те, тӗрлӗ енлӗ пулăшу пама кайма та тивнӗ. Çав варшăнăва пула тепӗр чухне кил çинчен те, çемье пирки те сахалтарах шутланă. Ун чухне хальхи пек мобильлӗ çыхăну та пулман хăть...

 А.Т.: Вӗрентӳ ӗçӗ паян та çăмăл мар. Укçа-тенкӗ енӗпе çав-çавах хӗсӗк. Çине-çинех кӗртекен çӗнӗлӗхсене вӗренекенсем кăна мар, педагогсем те çийӗнчех алла илеймеççӗ.

Н.З.: Шăпах çав пăтăрмахсем, йӗркелӳ ӗçӗнчи «шăйрăксем» чуна ыраттараççӗ те. Вара ирӗксӗрех алла калем тытатăп, çамрăк ăрăва кăштах та пулин пулăшас тӗллевпе пӗр-пӗр статья çыратăп. Çапла вара çамрăк чухне тапса тăнă поэзи, публицистика хăйӗн авăрне туртса кӗрет. Акă, икӗ-виçӗ çул каялла Евгений Евтушенкăн «Поэт в России – больше, чем поэт» йӗркисем пуçа пырса кӗчӗç те... тӗлӗкре Теччӗре «пӗрле вӗреннӗ» Çеçпӗл Мишшипе «тӗл пултăм»...  Темиçе кун хушшинчех «Хурçă шанчăк – хуралта» поэма çуралчӗ. 

Çӗнелет чăваш çӗршывӗ,

Яшланать ват Шупашкар. 

Çӗнӗ пурнăç пул-ха çывăх –

Чăваша çӗн шанчăк пар, –  çырса ӗлкӗрмелле мар хăвăрт шăрçаланчӗç  «хыçсăмах» вырăнне йӗркесем. Ара:

Çеçпӗл сăвăç кăна мар вăл,

Кӗрешӳçӗ – вутлă чун...

Чăннипе те çапла! Эпир вара... – калаçатăп хампа хам. – Унчченхи пуçаруллă та пултаруллă çыравçăсем темиçе пӗрлӗхе (союза) пайланса кайрăмăр та... йăлтах вăйсăрланса юлтăмăр. Пӗр-пӗрне кӗвӗçни, тӗрлӗ шухăшлăха ăнланманни час-часах ура хурать. 

Сас пама та çук хăюлăх,

Кӗрешме çитмест хевте... 

Çавна пулах:

Паянхи чăваш поэчӗ

Писнӗ çивӗч ыйтуран.

Унăн пур союз билечӗ.

Кирлине çырать хăçан?

Чăннипе илсен, хальхи пысăк йышран чылайăшӗ пурнăçа витӗр курма чăтăмлăх çитереймест, хăй чун-чӗри витӗр тухакан шухăша тарăннăн уçса параймасть. Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер каларăшле: «...çынсем такăрлатнă çулпа анчах утакан çыравçă илемлӗ литературăшăн пӗлтерӗшлӗ япала шăратса кăлараймасть».

А.Т.: Сирӗн пирки вара Юрий Семенович çирӗплетсех çапла каларӗ: «Николай Зиминăн поэзири хăйне евӗрлӗхӗ – тӗнчене, пурнăçа, ырăпа усал хирӗçӗвне, туслăхпа юрату туйăмӗсене хăй куçӗпе курнинче, хăй чунӗпе ăнланнинче, хăй чӗлхипе сăнласа кăтартнинче». Акă мӗншӗн эсир çын кăмăлне каятăр, сайрарах пичетленетӗр пулсан та, вулакана тыткăна илетӗр. Апла-и, капла-и, анчах эсир шăратса кăларнă çӗр-çӗр сăвăпа сакăр поэмăран ытларахăшӗ тӗрлӗ çӗрте кун çути курнă. 

Н.З.: Ку хаклав ытлашширех те пулӗ. Анчах эпӗ мухтав юрри çырса хута варалама пултараймастăп. Ниепле те! 

Калăпăр, хальхи самана çиçӗмле хăвăртлăхпа ылмашăнса пырать. Ялан «Малалла каятпăр, çӗршыв тӗрекленет» тесе ӗнентереççӗ пысăк пуçлăхсемпе «çӗнӗ пурнăçа» пула шыв çине тухнă «Çăрттансем – укçа миххисем». Çав вăхăтрах ... алăпа çапса тимӗр татмалли вăйпиттисенчен чылайăшӗ ӗç çуккипе тарăхать, хăш-пӗрин вара çимелӗх апат-çимӗç туянма та кӗмӗлӗ çитмест. Чунра нишлӗх, тӗнчере мӗн пулса иртнине ăнланманлăх (политикăри уçăмсăрлăх) хуçаланать. Паянхи çамрăксенчен нумайăшӗн патриотизм туйăмӗ, çӗршыва, атте-аннене, ырăлăха ăнланни çитмест. 

А.Т.: Апла пулсан...

Н.З.:  Пирӗн Çеçпӗл Мишши, Константин Иванов, Иван Яковлев пек хăюллă та пуçаруллă пулма хăнăхмалла. Лартнă тӗллеврен пачах та каялла чакмасăр! Ачаллах пуçра çирӗпленсе юлнă «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр» сăмахсем кашнин чӗрине кӗрсе вырнаçсан, çӗршыва тата чăвашлăха чӗртес, вăйлатас енӗпе пурте пӗр çын пек туртăнса ӗçлесен халăх ӗмӗтленнӗ çӗнӗлӗх – ырă тӗллев вăй илсе çирӗпленетех!

А.Т.: Эсир час-часах чылай шкул хупăнни, ачасен шучӗ чакни пирки пăшăрханса калаçатăр. Пурне те хумхантаракан ыйтăва хаçат-журналта та, халăх хушшинче те çивӗччӗн çӗклетӗр.

Н.З.: Урăхла мӗнле пултăр-ха?! Пурте ăнланса пӗтмен «çӗнӗлӗхсем» пуçланнăранпа кăна Тăхăрьял тăрăхӗнчи вунна яхăн шкул хупăнчӗ. Ялсен урамӗсенчи пушă çуртсене шутласа пӗтерме те çук! Эпӗ ӗçленӗ вăтам шкулсенче 350-400 ача вӗреннӗ пулсан, паян вӗсенче 70-80 çамрăк çеç парта хушшине ларать. Вӗсене те пулин вӗри апат çитерессинче, вӗренӳ пособийӗсемпе е учебниксемпе тивӗçтерессинче йывăрлăхсем тухса тăраççӗ. Пирӗн шутпа, Мускавра е пысăк хуласенче пурăнакансене кăна мар, пӗтсе пыракан ял-поселоксенчи халăха та йӗркеллӗ пурăнма, çамрăк ăрăва укçа-тенкӗпе, тӗрлӗ пособипе йăпатнинчен пуçне, тӗреклӗ çемьеллӗ пулма, ача-пăча çуратса, çӗршыв валли чăн-чăн паттăрсем çитӗнтерме майсем тума тахçанах вăхăт çитнӗ. Апла пулсан, никам хистемесӗрех, тӗрлӗ çӗре ытлашши укçа-тенкӗ тăкакламасăрах ял-поселоксене çӗнӗрен чӗртме çирӗп тӗрев памалла.

А.Т.: Эсир – Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхӗнче çуралса ӳснӗ паллăран та паллă поэт-юрăç Валентин Урташ премийӗн лауреачӗ. Çав пысăк чыспа халăх хисепӗнче хăвăр тивӗçӗре мӗнлерех ăнланатăр?

Н.З. (тарăннăн шухăшласа): Пăва районӗнчи ЧНКЦ (ертӳçисем Владимир Ильинпа Анна Никонорова) хамăр тăрăхри творчество çыннисене вӗçӗмсӗр хавхалантарса пырать. Кашни ялтах паллă çынсене хисеплесе палăксем, асăну хăмисем уçăлаççӗ. Пӳркелӗнче иртекен «Пушкин кунӗсем» кăна та çӗр-çӗр çынна пуçтараççӗ. Ялсенчи чăваш уявӗсем ăнăçлă иртеççӗ. Çапах та... халăх пуçарулăхне, чăвашлăха  малалла тӗпчес тата сыхласа хăварас, нацилӗхе аталантарас енӗпе ятарлă патшалăх программи пулмаллах. Хамăн шухăш-сăмаха тинтерех кăна çырнă, хальлӗхе ниçта та пичетленмен йӗркесемпе пӗтӗмлетесшӗн: 

Сӗвӗрӗлет чăваш чӗлхин хăвачӗ –

Те пур, те çук чăваш халь  çӗр çинче.

Типсе çухалнă кӳлӗ хӗрринче...

Çавна сиссе-ши ӗсӗклет  шăркалчă,

Ăçта эсир чăваш пулса çуралнă 

Чăваш тӗнчин аташнă  ачисем?

Сире чӗнет пӗтме пуçланă   халăх

Чăваш пулма чăваш йышне кӗрсе.

Сирте чупать пулсан   чăвашăн юнӗ,

Çӳле хăпарнă тӗрлӗрен тӳре,

Пуçна ан каçăрт – кам сана  çын тунă?

Хăв халăхна курмасăр ан çӳре!

А.Т.: Пысăк тав! Çапах та... Элшелсем те, Тăхăрьял тăрăхӗнчи творчество çыннисем те эсир, çуллă пулсан та, нумай ӗçлени, тӗрлӗ мероприятисене хутшăнма тăрăшни çинчен кăмăллăн пӗлтереççӗ. 

Н.З.: Куç курнă, ал-ура, пуç ӗçленӗ чухне кӗрӗк арки йăваласа ларма пултараймастпăр эпир, халăхран уйрăлма пӗлмен ватăсем. Тӗрӗсрех каласан, чăн-чăн канупа канлӗх мӗн иккенне паян та ăнланса пӗтерейместпӗр.  

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, 

Тăхăрьялти Раккасси ялӗн хисеплӗ çынни.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: писатели РТ