Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Хăратара пурăнакан Владимир Яганева «Вилӗмсӗр полка» хутшăнма пандеми те чăрмантарайман

– Пандемие пăхса тăмарăм, «Вилӗмсӗр полка» хăйне евӗр форматпа хутшăнтăм иртнӗ çулсенче. Вăрçă паттăрӗсен портречӗсене автобус кузовӗ çине çыпăçтартăм та Сиктӗрме-Хусанкай – Кивӗ Хăрата маршрутпа çула тухрăм. Портретсене пухма вырăнти шкулта пулăшрӗç. Манпа пӗрле «çулçӳреве тухнă» паттăрсен хушшинче Иван Питеркин, Андрей Стратонов, Иван Шангин тата, паллах ӗнтӗ, манăн пӗрремӗш вӗрентекен Александр Матвеевич Линеев пулчӗç. Вăл пирӗн ялти чи юлашки ветеран пулчӗ. 

Икӗ çул хушши тӗнчери коронавирус пандемине пула «Вилӗмсӗр полк» акци онлайн форматпа иртрӗ. Раççейре пурăнакансем хăйсен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванӗсен портречӗсене йăтса урамсем тăрăх юлашки хут 2019 çулхи майăн 9-мӗшӗнче утнăччӗ. 

Кăçал акцие хăнăхнă йăлапах – урамсене тухса – ирттересшӗн. Пасарлă Матакра, тӗслӗхрен, «Вилӗмсӗр полк» акци Совет Союзӗн Геройӗ Степан Крайнов ячӗллӗ тӗп урамра Çӗнтерӳ кунӗнче иртмелле. Элкел районӗнчи Афганистанри тата ытти çӗрти çапăçусене хутшăннă инвалидсен обществин председателӗ Р.Шайхутдинов каланă тăрăх, демонстрантсен колоннинче чи малта вăрçă вăхăтӗнчи плащ-палаткăсемпе каскăсем тăхăннă юнармеецсем утӗç, вӗсем хыççăн вара – шкул ачисемпе аслисем.

Кивӗ Хăрата ялӗнче пурăнакан автобус водительне Владимир Яганева вара «Вилӗмсӗр полка» хутшăнма пандеми те чăрмантарайман. 

– Пандемие пăхса тăмарăм, «Вилӗмсӗр полка» хăйне евӗр форматпа хутшăнтăм иртнӗ çулсенче. Вăрçă паттăрӗсен портречӗсене автобус кузовӗ çине çыпăçтартăм та Сиктӗрме-Хусанкай – Кивӗ Хăрата маршрутпа çула тухрăм. Портретсене пухма вырăнти шкулта пулăшрӗç. Манпа пӗрле «çулçӳреве тухнă» паттăрсен хушшинче Иван Питеркин, Андрей Стратонов, Иван Шангин тата, паллах ӗнтӗ, манăн пӗрремӗш вӗрентекен Александр Матвеевич Линеев пулчӗç. Вăл пирӗн ялти чи юлашки ветеран пулчӗ. 

Кабина çывăхӗнче асаттен Николай Федорович Яганевăн портретне вырнаçтартăм. Вăл фронта вăрçă пуçлансанах кайнă, Смоленскшăн пынă çапăçусенче хыпарсăр çухалнă. Асаттене ăçта пытарнине нумай пулмасть кăна пӗлтӗмӗр. Асанне те нумай пурăнайман манăн – ултă ачине тăлăха хăварса çамрăклах çӗре кӗнӗ. Ачисем выçăпа ан вилччӗр тесе чи кӗçӗннисене, Павелпа Леонида, республикăри пӗр ача çуртне янă. Аслă аппăшӗ Вера çитӗнсе хăй ӗçлеме пуçласан ăна шăллӗсене хăй хӳттине илсе килме ирӗк панă.  Павелпа Леонид ача çуртӗнче пурăнсан та ашшӗн сăнӳкерчӗкне упраса хăварма пултарни пуриншӗн те пысăк савăнăç пулчӗ. Ку асаттен пӗртен-пӗр сыхланса юлнă сăнӳкерчӗкӗ. Асаттен пиччесем упраса хăварнă, пысăклатнă сăнӳкерчӗкӗпе кăçал «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшăнма хатӗрленетӗп. Май килсен ялти вăрçă паттăрӗсен портречӗсене автобуспа та илсе çаврăнăп. Хальхинче маршрута анлăлатма шухăшлатăп, – каласа парать Владимир. 

Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Владимир Яганев иртнӗ çулсенче акцие автобуспа хутшăннă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Бессмертный полк