Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЯЛ ХУÇАЛĂХӖ ÇӖНӖ ШАЯ ТУХАТЬ

«Kazan Digital Week – 2022» форумра Тутарстан ял хуçалăхӗн цифра трансформацийӗ мӗнле пынипе паллаштарчӗ

 

Ял хуçалăх отрасльне цифра çине куçарасси текех ӗмӗт мар, чăн пурнăç. 

IT-технологисемпе усă курса тухăçлăха 2024 çул тӗлне икӗ хут ӳстерес тӗллевпе РФ Ял хуçалăх министерстви темиçе çул каяллах «Цифра ял хуçалăхӗ» проекта хута янă. Тутарстаншăн та ял хуçалăхӗн цифра трансформацийӗ стратегилле тӗллев.

Тухăç климат условийӗсемпе тӳрремӗн çыхăннă регионсемшӗн пуринчен ытла кирлӗ ку. Урăхла каласан, кăнтăр енчи регионсене тырпул, тымар çимӗç туса илме çуркунне – ир, кӗркунне кая юлса килни пулăшать пулсан, Раççей тӗп округӗнчи регионсенче хӗвеллӗ, ăшă кунсем шутлă. Кун пеккисемшӗн цифра технологийӗсем пысăк пулăшуçăсем: хăш хирте мӗнле культура лайăх çитӗнессине, хăçан акса пуçтарассине, унта мӗн чухлӗ удобренипе вăрлăх, çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсем кирлине тӗрӗс палăртни, спутник урлă сăнаса тăни тăкаксене чакарать, тухăçа вара ӳстерет. IT-технологисем ял хуçалăх продукцине тирпейлессинче те, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессинче те çав тери кирлӗ. Сăмах май, АПШ, Канадăпа Европа ял хуçалăхӗ пӗтӗмпех тенӗ пек цифра çине куçнă. Раççей ку енӗпе хальлӗхе юлса пырать-ха, анчах digital- технологисемпе усă куракансем йышланаççӗ.

«Цифра йышăнăвӗсемпе, цифра проекчӗсем республикăра май пур таран нумайрах пулччăр тесе тӗллевлӗн ӗçлетпӗр»,– терӗ ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн пӗрремӗш çумӗ Наиль Залаков кун пирки «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулсан.

«РВИЦ» АО генеральнăй директорӗ Нияз Халиуллин каланă тăрăх, хальхи вăхăтра вӗсем виçӗ тӗп направленипе ӗçлеççӗ: «Агрополия» пӗрлехи система туса хурасси, кадрсем хатӗрлесси (кун валли агропредприятисен специалисчӗсен ăсталăхне ӳстереççӗ), агробизнес автоматизацийӗн шайне ӳстересси. Çак ӗçсене 2026 çул тӗлне вӗçлеме палăртнă.

Цифра çине куçмалли тӗп условисенчен пӗри вăл – агробизнеса автоматизацилесси. Пӗлтӗр ку кăтарту республикăра 35 процентпа танлашнă пулсан, кăçал 50-ран та иртнӗ.

Хуçалăхсене ятарлă программăсемпе автоматизаци системисене туяннă тăкакăн 50 процентне патшалăх саплаштарать. Анчах асăннă программăсем пурте «Агрополипе» çыхăнмалла. Çапла майпа пурăна киле регионти ял хуçалăх цифри пӗр сис-

темăна пухăнмалла. Агробизнес пӗр платформа çинче пулмалла. 

Ял хуçалăхне автоматизацилемелли системăн программисене маларах ют çӗршыврисене туяннă пулсан, санкцисем хунă хыççăн ку енӗпе йывăрлăхсем сиксе тухнă: çӗнӗ программăсене сутмаççӗ, пуррисене çӗнетмеççӗ. Ял хуçалăхӗн цифра трансформацийӗ санкцисен вăхăтӗнче пынăран йывăрлăхсемсӗр мар. Импорта хамăрăннипе ылмаштарма тивет. Нияз Халиуллин каланă тăрăх, программăсем хатӗрлекенсем çӗршывра та, рес-

публикăра та пур. Пӗтӗмпе 23 подрядчик ӗçлет ку енӗпе. Анчах малтан хамăрăннисене çул парасшăн, хăш-пӗр компетенципе çуккисене е ӗçлесе çитерейменнисене ытти регионсенче шырасшăн, калăпăр Мускав разработчикӗсене явăçтарӗç.

Сентябрӗн 21–24-мӗшӗсенче Хусанта иртнӗ «Kazan Digital Week – 2022» халăхсен хушшинчи форумăн «Ял хуçалăхӗнчи цифра технологийӗсем» блокра Тутарстан хăйӗн ял хуçалăхӗнчи цифра трансформацийӗ мӗнле пынипе паллаштарчӗ. Унта цифровизаципе ӗçлекен 17 компани хутшăнчӗ. Сăмах май, ял хуçалăх секторӗн экспозицийӗ те чи пысăккисенчен пӗри пулчӗ форумра. Блока пурӗ 15 çӗршыв хутшăнчӗ. Урăхла каласан, агропромышленноçа цифра çине куçарассипе ӗçлекенсене пӗр площадкăна пуçтарчӗ. Пӗтӗмпе 60 спикер тухса калаçрӗ.

Çавра сӗтелсен ӗçне министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисем, цифра йышăнăвӗсемпе ӗçлекенсем, тӗнче шайӗнчи экспертсемпе аналитиксем хутшăнчӗç. «Ял хуçалăхӗнчи цифра технологийӗсем» блокăн форумри тӗп тӗллевӗ – Раççей аграрине май пур таран цифра трансформацине явăçтарасси пулчӗ. Пӗрле пухăнса калаçни, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни ял хуçалăхне çӗнӗ шая çӗклеме, йывăрлăхсене татса пама пулăшӗ. 

Çитӗнӳ çăмăллăн нихăçан та парăнмасть. Хальхи санкцисен вăхăчӗ пирӗншӗн тӗрӗслев кăна мар, хамăра аталантармалли май та. Малтанласа çав тери йывăр пулсан та ку тӗрӗслеве иртмеллех пирӗн, мӗншӗн тесен Раççей пек пысăк çӗршыв чӗртавар çӳпçи кăна пулни тӗрӗс мар. Хамăрăн экономикăна аталантармалла, пирӗн йӳнӗ ресурссемпе пуйнă çӗршывсен еккипе кăна пурăнмалла мар.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации