Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Билетсем çитменнипе хăшӗ-пӗрин каялла кайма та тиврӗ

Концертăн информаци партнерӗ пулнă «Сувар» хаçат та хӗрринче юлмарӗ

 Кӗрхи ӗçсем пӗтнӗ хыççăн çӗр ӗçченӗсене кантарас шутпа Шупашкарти чăваш эстрада çăлтăрӗсем пирӗн республикăна килсе çитрӗç.​ ​ «7 çăлтăр» программăпа вӗсен концерчӗ октябрӗн​ 8-мӗшӗнче Чистайра, 9-мӗшӗнче Пăвара, 10-мӗшӗнче Нурлатра пулчӗ, паян, октябрӗн 11-мӗшӗнче, Анат Камăна çитӗ. Питӗ интереслӗ программа хатӗрленӗ юрăçсем.

​ Концерт пынă хушăрах телефон номерӗсем тăрăх парнесем вылянтарни хăйне евӗрлӗ фишка тесен те юрать. Пăвара та акă концерт аншлагпа иртрӗ. Алексей Московский, Елена Иовлева, Фарида, Полина Борисова, Денис Павлов, Александр Сорокин юррисене итлеме Пăва чăвашӗсем районти кашни чăваш ялӗнченех килнӗччӗ. Çавăнпа​ курав залӗнче ура пусма та вырăн çукчӗ. Билетсем çитменнипе хăшӗ-пӗрин каялла кайма та тиврӗ.
Концертăн информаци партнерӗ пулнă «Сувар» хаçат та хӗрринче юлмарӗ. Куракансен хушшинче парнесем вылянтарчӗ.​ Тӗп парне – хаçатăмăра çитес çур çула тӳлевсӗр çырăнтару пулчӗ хальхинче. Пăвара вăл Рункă каччине Алексей Фомина лекрӗ. Квитанцие хаçатăн тӗп редакторӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Ирина Трифонова сцена çинче парнелерӗ.
​ Хисеплӗ ентешсем, Шупашкар эстрада çăлтăрӗсен гастролӗсем малалла тăсăлаççӗ. Октябрӗн 20-мӗшӗччен пыракан çырăнтару декадипе усă курса юлма тăрăшăр. Çав кунсенче çитес çур çула «Сувар» хаçата йӳнӗ​ хакпа çырăнма май пур. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев