Сувар

Игнатий Владыка: "Эпир – Турӑ салтакӗсем"

Манах санне йышăннă священнослужительсен хăйсен ирӗкӗпе пурăнма май çук. Вӗсем Турă салтакӗсем пек ăçта хушнă çавăнта служба илсе пыраççӗ. Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ чиркӳ настоятелӗн, Игнатий архимандритăн та кăçалхи июль уйăхӗнче Хусантан Чистая куçса кайма тиврӗ. Шăп çак хулара вырнаçнă Кама леш енчи тăхăр района пӗрлештерсе тăракан епархи. Тӗн наставникне пысăк сан пани прихожансене пӗр енчен савăнтарчӗ, тепӗр енчен хурлантарчӗ.

Хусана владыка Ульяновскри чăваш чиркӗвӗнче 23 çула яхăн ӗçленӗ хыççăн килчӗ. Ун чухне пачăшкă хыççăн прихожанӗсем автобусӗ-автобусӗпе Хусана килнинчен питӗ тӗлӗннӗччӗ.​ Халӗ хамăр çапла çӳретпӗр – тунсăхланипе, ун сăмахне илтес килнипе. Хусанти Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ чиркӳ настоятелӗнче 2015 çултан пуçласа ӗçлеме тытăнса Игнатий атте тавра питӗ нумай ӗненекен çын пуçтарăнчӗ. Ирхипе каçхи ахаль кӗлӗсене те çын нумай çӳретчӗ, пысăк праçниксенче тăма та вырăн юлмастчӗ. Паллах, чиркӗве Турра кӗл тума çӳретӗн, анчах Игнатий атте ăнлантарни​ пире çывăхрах пулчӗ. Мӗнле калас, ун урлă православи çулӗ ăнланмалларах пирӗншӗн.

Реклама

2017 çулта Мăнкун умӗн Игнатий аттене архимандрит санне пачӗç. Кăçалхи çулла, июнӗн 13-мӗшӗнче, Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл тата Священный Синод йышăнăвӗпе ăна архиерей санне парса Чистайпа Анат Кама епископне палăртнине пӗлтӗмӗр. Ку Мускаври Çăлавçă Христос чиркӗвӗн Трон залӗнче пулса​ иртрӗ. Хиротонийӗ июлӗн 7-мӗшӗнче Раштав-Турă Амăшӗн арçынсен мăнастирӗн Коневски Таса Турă Амăшӗ çуралнă ячӗллӗ соборăн чиркӗвӗнче иртнӗ литургийӗнче пулнă. Ăна Мускав тата пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл хăй ертсе пычӗ. Çак кунтан пуçласа Игнатий архиерей епархие кӗрекен прихутсене хăй явапне илчӗ. Явапӗ питӗ пысăк. Мӗнле кӗтсе илнӗ-ши унти халăх Игнатий владыкăна? Çак тата ытти ыйтусем пире питӗ хумхантарчӗç. Çавăнпа редакципе пуçтарăнсах ун патне кайса килтӗмӗр.
Игнатий владыка пире яланхи пек ăшшăн кӗтсе илчӗ. Калаçу ырă та ăшă атмосферăра иртрӗ.
– Игнатий владыка, çӗнӗ çӗре хăнăхма йывăр пулмарӗ-и?
– Эпир Турра ӗненекен çынсем, пачăшкăсем, салтаксем пек. Турă мӗнле хушать, çавăн пек тумалла пирӗн. Феофан владыка пилленипе Хусанта тăватă çул службăра тăтăм. Хулари 3-мӗш округăн благочиннăйне лартрӗ мана митрополит. Нумай ăс-тăн вӗрентрӗ, кӗлӗсене ирттерме кăна мар, административлă ӗçсене илсе пыма та. Турă пулăшнипе йăлт пулса пычӗ пек. Чăвашсене те пăрахман, Хусан епархийӗнчи чăваш халăхне тӗн енӗпе пăхса тăрассипе секторăн председателӗ пулма шанчӗ митрополит Феофан. Кайран çак епархие илсе пыма сӗнчӗ. Март уйăхӗн вӗçӗнче Пармен владыкăна Челябинска куçарчӗç. Вăхăтлăха ку епархие Феофан хăй ертсе пычӗ. Хусанта тивӗçлисем нумай, анчах шăпа мана тухрӗ. Владыка ман çинчен Патриарха, Священный Синода пӗлтерчӗ. Мускавран манпа Патриарх ӗçӗсен управленине ертсе пыракан Савва митрополит çыхăнчӗ. Унран та нумай килетчӗ.
– Кирилл Патриархпа тӗлпулу мӗнле иртрӗ?
– Патриархпа пӗр хӗрӗх минут та калаçрăмăр. Йăлт ыйтса пӗлчӗ. Хам чăваш, пачăшкă çемйинчен пулнине пӗлтертӗм. Кирилл Патриарх хăй çинчен те нумай каласа пачӗ. Хальхи вăхăтра тӗнчере мӗн пулса иртни пирки ăнлантарчӗ. Çав тери ăшă пулчӗ пирӗн тӗлпулу, шанăçлă лару-тăрура. Çакна лайăх ăнлантăм: Патриарх пурне те курса, пӗлсе тăрать. Ăçта мӗнле регион, унти хăйне евӗрлӗх çинчен. Чунӗ унăн пуриншӗн те ыратать. Уйрăмах католицизмпа православи хушшинче ăнлану çуккишӗн. Тӗрӗссипе, ку яланах çапла пулнă. Сăмахран, 16 ӗмӗрте Новгород архиепископӗ Геннадий тата Иосиф Волоколамский православи тасалăхӗшӗн кӗрешнӗ. Халӗ Украинăра мӗн пулса иртнине пурте куратпăр. Хӗвеланăç регионӗнче уйрăмах. Хальхи Львов вырăнӗнче ӗлӗк Русич ятлă хула пулнă, йăлт вырăссем пурăннă. Патриарх историе лайăх пӗлекен тата питӗ вăйлă çын. Çынсемшӗн тăрăшать, хумханать. Ун указӗсене пур çӗрте те туллин те вăхăтлă пурнăçланă пулсан питӗ лайăх улшăнусем пулӗччӗç. Вăл пире халăха çывăхрах пулма ыйтать. Çамрăксене нумай тимлӗх уйăрать. Чиркӳсен пӗлтерӗшӗ кӗлӗ ирттернипе кăна вӗçленмелле мар, çамрăксемпе ӗçлеме ытти майсем шырамалла тет. Вырсарни шкулӗсем уçса тӗрлӗ занятисем ирттермелле. Патриарх çамрăксен кăмăлне аван пӗлет. Пире те пӗрремӗш тӗлпулусене чиркӳре мар, вӗсем çӳрекен культура керменӗсене, шкулсене тухса çӳреме сӗнет.
– Игнатий владыка, сире пысăк сан, яваплăх хăратмарӗ-и?
– Çук, хăрани пулман, хумханупа пăшăрхану пурччӗ. Эс хăвна мӗнле туйнинчен питӗ нумай килет, вăл сана итлесе тăракансем çине те куçать. Çавăнпа ертӳçӗн çирӗп пулмалла, Турăран вăй ыйтса кӗл тумалла. Священный Синодпа тӗлпулу маншăн виççӗмӗш тӗрӗслев пулчӗ. Вăл Санкт-Петербургра иртрӗ. Феофан ман кандидатурăпа паллаштарчӗ, урăххисем те пурччӗ ку вырăна. Мускавранах ярасшăн пулнă. Синод нумай ыйту пачӗ, тивӗçтертӗм пулмалла, йышăнчӗç. Çапла июлӗн 7-мӗшӗнче Коневец утравӗнче вырнаçнă мăнастир 625 çул тултарнине халалланă кӗлӗре Патриарх хиротони ирттерчӗ. Хусана таврăнсан Феофан владыка тӳрех Чистая ямарӗ-ха. Хăнăхма Хусанти ытти храмсенче кӗлӗсем ирттертӗм. Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн праçникӗ хыççăн, июлӗн 22-мӗшӗнче кунта килтӗм. Феофан митрополит вырăнти духовенствăна пуçтарса манпа паллаштарчӗ. Нумай ырă сăмах каларӗ. Тав ăна уншăн.
– Архиерей тивӗçӗсен шутне мӗн кӗрет?
– Сакăр вун çичӗ прихут кунта. Кӗлӗсемсӗр пуçне кадр ыйтăвӗсемпе, пур çӗрте те чиркӳ пурнăçне аталантарассипе ӗçлемелле. Пачăшкă чухне нумай япала çине çăмăлрах пăхатăн. Кунта атте пек пăшăрханатăн, кашни прихутшăн чун ыратать. Епархи аван, влаçрисемпе те хутшăнусем йӗркеллӗ. Кашни прихута çитсе килтӗм, пачăшкăсем пурте ӗçлеççӗ. Чистай, Анат Кама, Алексеевски, Аксу, Нурлат, Çӗнӗ Шуçăм, Спас, Элкел, Çарăмсан районӗсем кӗреççӗ епархие. Кӗлӗсем пӗтӗмпех темелле вырăсла иртеççӗ, чăвашла сахал. Пачăшкăсем хушшинче чăвашсем пур пулин те. Прихутсен пурнăçӗ аван аталаннă. Кӗлӗсемсӗр пуçне ытти мероприятисем те ирттереççӗ. Анат Камăра аталану хăвăрт пырать. Епархире ачасемпе час-час мероприятисем йӗркелеççӗ. Кунта ӗçлекенсен пурин те, техничкăсемпе хуралçăсем таранчченех, катехизаци курсӗсене иртмелле. Православи тӗнӗн никӗсӗсене вӗсен пӗлмелле. Атту хăнăхнă эпир йӗркесене çиелтен тытса пыма. Турра тутăр çыхни кирлӗ мар. Атту эпир халь те çапла шутлатпăр: тутăр çыхнă – çын аван, çук-тăк – начар. Чи кирли – Турра тата çынна​ юратни. Чиркӳре ӗçлекенсен килекен çынна​ пистермелле мар, ырă кăмăлпа кӗтсе илмелле. Кӗлӗсен йӗркине, вӗсем мӗне пӗлтернине ăнлантармалла, мӗн нушапа килнине ыйтса пӗлмелле. Хам хуть мӗнле ыйту пулсан та Феофанпа канашлатăп. Вăл ăслă наставник, унпа çыхăну татăлман.​ ​
– Çывăх вăхăтра Мускава каймалла терӗр. Мӗн тӗллевпе?
– Кирилл Патриарх манах санне йышăннăранпа 50 çул çитнипе çыхăннă кӗлле хутшăнма. Вăл Çăлавçă Христос храмӗнче иртет. Кайран ноябрӗн 21-мӗшӗнче Михайла кунӗнчи кӗлле Патриархпа пӗрле хутшăнатăп. Унтан Тутарстанра пысăк мероприяти – православи общественнăçӗн форумӗ пулать (форум ноябрӗн 22-мӗшӗнче иртрӗ. Интервью илнӗ хыççăн пулчӗç ку мероприятисем. – Авт). Çак форумччен малтан вырăнти власть органӗсемпе тӗл пулса проблемăсемпе задачăсене сӳтсе яватпăр. Ăçта чиркӳ тумалла е юсамалла, е вырсарни шкулне уçмалла. Республикăра православи çыннисем нумай, пурте ӗçлетпӗр, налог тӳлетпӗр. Апла мӗншӗн пирӗн хамăрăн ача сачӗсем, культурăпа кану центрӗсем пулмалла мар? Ку йăлтах Феофан митрополитăн​ тивӗçӗ. Тутарстана килсенех çак форума йӗркелерӗ. Ку опыт, лайăх ӗç меслечӗ, власть органӗсемпе тӗрӗс çыхăну йӗркелеме пӗлни. Ульяновскра нумай та ӗçлемерӗ, анчах 20 çул туса пӗтереймен чиркӗве пӗр çул хушшинче çӗклерӗ, ШӖМ органӗсенчен хӗрарăмсен Спас мăнастирне каялла илчӗ, Патриарха тивӗçлӗ кӗтсе илчӗ. Унсăрăн чиркӗве тепӗр 15 çул тăватчӗç пулӗ.
– Прихутсен лару-тăрăвӗ мӗнле? ​
– Арканнă чиркӳсем пӗр 30 ытла. Чистайран инçе мар Змеево ялӗ пур. Ӗлӗк унта Змеев хушаматлă помещик пурăннă тет. Çавна çӗнӗрен тума тытăнтăмăр. Пӗр ырă çын куполне лартса тăррине витесчӗ хуть тесе тăрăшса çӳрет. Кивӗ Шуçăм крепоçӗ пур. Ăна çӗнетме пӗр мишер темиçе миллион тенкӗ пачӗ. Нумай пулмасть светить турăмăр ăна. Çав ялтан пӗр вырăс ачи Раççей Геройне тухнă, вăл çав мишере вилӗмрен çăлса хăварнă. Вара вăл ялта чиркӳ тума сăмах панă.
– Хусанта сире пулăшакансем нумайччӗ, кунта мӗнле?
– Ӗçлеме тытăннă çеç, хальлӗхе çук. Никольски собор çумӗнче çурт çунса кайрӗ, ăна тумалла, пӗчӗккӗн ӗç пырать. Чи кирли – çамрăксене чиркӳ пурнăçӗпе интереслентересси. Мана пуринчен ытла çынсем ӗçе чунтан туманни пăшăрхантарать. Ӗçе ăна юратса тумалла.
– Нушапа килекенсем нумай-и?
– Пур, анчах вӗсен хушшинче сӗмсӗррисем те тупăнаççӗ. Ун пеккисене хăвалатпăр. Ятарлă социаллă службăсем пур ун валли.​ Чухăн çын вăл вăтанать, çӳремест.
– Паçăр ӗçе чунтан пурнăçламанни тарăхтарать терӗр. Çавна мӗнле улăштармалла?
– Тӳрех пулмӗ. Чистайра йывăртарах, çынсем чиркӳрен писни сисӗнет. Пур çӗрте те апла мар. Ку енӗпе Анат Кама питӗ хăвăрт аталанать. Унта урăхларах лару-тăру, экологийӗ япăхрах пулин те. Чиркӗве сыпма çӳрӗр, çветтуй шыв ӗçӗр, ун чухне нимле чир те ермӗ тетӗп службăсенче.
– Хусанта тăнă чух сирӗн пата Ульяновскран, Чăваш Енрен килетчӗç. Кунта та çӳреççӗ-и?
– Çӳреççӗ. Эпӗ пӗтӗм епархи тăрăх çӳретӗп. Ӗнер кăна Спас районӗнчи Полянки ялӗнче кӗлӗ ирттертӗм, вăл Ульяновскран 100 километрта вырнаçнă. 30 çын килчӗ. Ман тӗп тӗллев халӗ чиркӳ пурнăçне тултан кăна мар, шалтан илемлетесси. Атте те çавна вӗрентнӗ. Çынсем Турра ӗненччӗр, тăрăшчăр. Çын нушапа​ чиркӗве килет, пирӗн вӗсене пулăшас пулать. Йывăр чух çын Турă сăмахне губка пек йышăнать. Аван чухне çынна ним те кирлӗ мар. Павел апостол Афины хули патӗнче Христос, унăн асапланăвӗ çинчен калама пуçланă та, кăсăккине кӗтекен çынсем ăна: «Итле-ха, эпир сана тепӗр чух итлӗпӗр», – тесе ăсатса янă. Çынсене шоу кирлӗ. Чирлесен вара тин Турă сăмахне тăнлама тытăнаççӗ. Пирӗн тӗллев – православи системине йӗркелесе ярасси. Ку задача кăткăс, пӗр çуллăх кăна мар. Майӗпен çынсен шухăшлавне тӗрӗс çулпа ямалла. Чунпа сӳрӗк, наян пулмалла мар.
Юлашкинчен çапла калас килет: чăвашла калаçăр, чăвашла кӗл тăвăр. Ан манăр, чăваш пӗтсен тӗнче пӗтет тенӗ. Ăçта йывăр ӗç – унта чăваш, ăçта паттăрлăх – унта чăваш. А.Суворов та чăваш пулнă теççӗ. Вулакансене пурне те «Сувар» хаçата çырăнма ыйтатăп. Ик алăпа пиллетӗп пурне те, чăваш халăхӗн пуласлăхӗ пысăк пултăр. Турă сыхлатăр сире, тăванăмсем, пил сире.
– Тавах сире калаçушăн, Игнатий владыка.
Ирина ТРИФОНОВА калаçнă. ​
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: