Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ джип чухлӗ кăна

«Мурена» нумайăшне çемье автомобилӗ пек интереслентерет. Америкăра, сăмахран, çăмăл виçеллӗ самолетсемпе анлă усă кураççӗ. Малашне ку пирӗн пата та çитӗ...

МВЕН компани (Хусан) туса кăларнă «Мурена» самолетпа куравра нумай çын интересленчӗ. Унăн тӗп конструкторӗ Виктор Ермоленко хăйӗн «ачине» сывлăш çемье автомобилӗ пек палăртать. Чăн та, самолет, çунаттисене шута илмесен, пысăк автомобильпе танлашма пултарать. Унăн салонӗ те хăтлă, тăватă çын лармалăх, руль вырăнне штурвал. Техника характеристикисем те питӗ лайăх, бензинпах вӗçме пултарать. Мӗнле калас, ларса пăхнă хыççăн туянас килсе кайрӗ. Хакне ыйтсан Виктор Степанович ăна хальлӗхе палăртманнине пӗлтерчӗ.

– Ну, пӗр икӗ хаклă йышши джипăннипе танлашма пултарать, – терӗ вăл пăртак шутланă хыççăн. – «Мурена» вӗçев тӗрӗслевне иртрӗ, халӗ заказсен портфельне пуçтаратпăр. Енчен те вăл çителӗклӗ пулсан сериллӗ производствăна яратпăр. Паллах, производствăна хута яриччен сертификаци иртмелле. Халӗ ку енӗпе ӗçлетпӗр, сертификаци процедури чăкăлтăшла ӗç, пӗр-ик çула та тăсăлса кайма пултарать. «Мурена» нумайăшне çемье автомобилӗ пек интереслентерет. Америкăра, сăмахран, çăмăл виçеллӗ самолетсемпе анлă усă кураççӗ. Малашне ку пирӗн пата та çитӗ, – каласа парать Виктор Ермоленко.

Каларăмăр ӗнтӗ, «Муренăн» техника характеристикисем питӗ аван. Вӗçев инçӗшӗ 1600, çӳллӗшӗ 4-4,5 пин метрпа танлашать. Двигателӗ экономлă, Австрире туса кăларнипе усă курнă. Виктор Ермоленко сăмахӗсемпе, унран лайăх патруль машини пулма пултарать. Сăмах май, кун йышши вӗçев аппарачӗсене Мускаври авиаци институчӗ те кăларать. Анчах унăн техника характеристикисем «Муренăннинчен» япăхрах, чи малтан хăвăртлăхпа, Хусанăн сехетре 310 километрпа танлашать.

Каласа хăвармалла, МВЕН ытти модельсем тăвассипе те ӗçлет. «Фермер» самолетпа, акă, ял хуçалăхӗнче активлă усă кураççӗ. Компани вӗсене паянхи куна 20 штук туса кăларнă. Ку çул вӗçлениччен Ростех заказӗпе тепӗр 10 «Фермер» туса кăлармалла.

Тутарстан авиапромӗшӗн пӗчӗк авиаци аталанса пыни стратегилле пӗлтерӗшлӗ. Ют çӗршыв заказчикӗсем интересленме пуçлани çăмăл виçеллӗ самолетсемпе тӗнче рынокне тухма хистет. Паллах, экономика аталанăвӗшӗн ку питӗ пысăк утăм пулмалла. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: авиационный праздник