Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ильинсен помидорӗ – чи тутли!

Вăтам Хăмăшлăра пурăнакан Ильинсен килӗ умӗнчен çын татăлмасть. Сăлтавӗ – помидорта. Ăна çак килте хӗл иртсенех пуçтарма тытăнаççӗ. Ял халăхӗ вара ку вăхăтра калча лартма кăна пуçтарăнать-ха. Эпир пынă вăхăтра та иккӗн-виççӗн тăратчӗç кил умӗнче, пурте тутлă пахча çимӗçе иленсе килнӗ. Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлăра теплица тытакансем çинчен ял хутлăхӗн пуçлăхӗнчен Валентина Вафинăран пӗлтӗмӗр. Паллах, кайса курас шухăш çуралчӗ. Ун сăмахӗпе, Ильинсем – питӗ ӗçчен çынсем.

Чăн сăмахăн суйи çук. Теплицăна кӗрсен чăн-чăн помидор çăтмахне лекрӗмӗр тейӗн. Пахча çимӗçӗн хунавӗсем 3 метра яхăн, тунисем хулăн, çулçисем парка. Помидорӗсем вара мӗнле кăна сортли çук-ши? Шултăра та хӗрлӗскерсем куçа илӗртеççӗ. Ирӗксӗрех тутанса пăхас килет.
Валентина Васильевна каланă тăрăх, тухăçа кашни кун пуçтараççӗ. Помидора вӗт пӗр пиçме тытăнсан пуçтарса ӗлкӗр кăна.
Валентина Васильевна теплица ӗçӗпе тивӗçлӗ канăва тухсан аппаланма пуçланă. Хăй вăл çак ялтах, Вăтам Хăмăшлăра, çуралса ӳснӗ. Çемьеленсен Нурлатра пурăннă, шкулта пуçламăш классене вӗрентнӗ.
Теплица ӗçне 10 çул каялла Валентина Васильевнăн ашшӗ пуçарса янă, унтан ывăлӗ салтакран таврăнсан вăл та ку ӗçпе интересленсе кайнă. Ашшӗ Василий ăста агроном пулнă, çӗр ӗçӗпе аппаланма питӗ юратнă.
– Малтанласа теплица пысăк марччӗ. Пурăна киле ӳстертӗмӗр. Халӗ ывăл ӗçлесе илнӗ укçине йăлт теплица çине хывса пырать. Кунта вун икӗ сотăй лаптăк. Помидорсăр пуçне хăяр ӳстеретпӗр, кăштах пылак пăрăç. Урăх çӗрте тепӗр теплица пур, çирӗм сотăй лаптăкра хăярпа пылак пăрăç çитӗнтеретпӗр, – теплицăпа паллаштарать кил хуçи хӗрарăмӗ.
Килти теплицăра 1500 тӗп помидор çитӗнет. Туса илнӗ тухăçа Нурлатри пасарта сутаççӗ. Паллах, тупăшӗ çук-тăк ӗçлесси те пулмастчӗ. Валентина Васильевна сăмахӗпе, вӗсем пахча çимӗç ӳстерессипе кăна тăраççӗ те, пурăнма çитет. Телее, кăçал пӗр çухату та пулман, ӗлкӗрнӗ хăяр-помидора вырнаçтарсах тăраççӗ. Хăш чух помидор пиçсе çитессе те кӗтсе тăмаççӗ, мӗншӗн тесен туянакансем  нумай. Аври çинчех пиçнипе çынсем питӗ юратаççӗ вӗсен продукцине. Пахча çимӗç тӗпӗсене тумламлă майпа сапса тăраççӗ.
Помидор тӗпӗсене декабрь уйăхӗнчех лартаççӗ. Хӗлле теплицăна çурма таран пайласа калча ӳстерекен пая вутăпа хутса ăшăтса тăраççӗ, газ котелӗ те лартнă. Январӗн варринче кашни калчана уйрăм стакана лартаççӗ, февраль уйăхӗнче çӗр çине куçараççӗ.  
Помидор-хăяр хакне сезона кура палăртаççӗ. Эпир пынă чухне (июнь уйăхӗ) кӗреннине – 170, хӗрлине 150 тенкӗпе, хăяра вара 80 тенкӗпе сутатчӗç. Ильинсен хăярӗнчен йӳнереххине Нурлатри пасарта тупма çук терӗç. Пур ӗçе те çемьепе тăваççӗ Ильинсем, тепӗр ывăлӗпе кинӗ те пулăшсах тăраççӗ. Ӗçе илнисен шутӗнче пурӗ те пӗр çын.
– Хăш сорта ытларах юратаççӗ?
– Парадайз текеннине, кӗреннине эппин. Ашлă вăл, пылак, хуппи çӳхе. Ун хыççăн хӗрли пулать, тӗм çинче вăл интереслӗ, çупкăм-çупкăм ӳсет. Парадайз пиçме пуçласан самай шултăраччӗ, халӗ аврисем вăйланса пынăçем кăшт вакланчӗç, – тет Валентина Васильевна.
Çывăх вăхăтра Ильинсем хăяр вырăнне тасатса çӗре кантарма шутлаççӗ. Кӗркунне çитеспе, паллах, пӗтӗм теплицăна тасатса çитес тухăç валли хатӗрлеççӗ.
Теплицăна полиэтилен пленкипе витнӗ. Унăн шалти сийне кашни çулах улăштарса тăраççӗ, çиелтине – виçӗ çулта пӗрре.
– Кӗленчепе йăлт витме мӗншӗн шутламастăр?
– Вăл вӗт çӗмрӗлет. Ман шутпа ăна улăштарма кăткăсрах та, хаклăрах та. Хальлӗхе ку меслет тивӗçтерет пире.
– Çынсен хăйсен пахча çимӗç ӗлкӗрме пуçласан сиртен илме пăрахаççӗ пулӗ? – тăсăлать пирӗн калаçу малалла.
– Малтан хамăр та çапла шутлаттăмăр та, çук иккен. Илеççӗ. Пурте помидор тавраш лартмаççӗ. Пӗлтӗр ак хăяр илмӗç тесе шутланăччӗ те – ăна та туянчӗç. Сезон иртсен пушшех.
Теплица ӗçне Ильинсем хальлӗхе харпăр хуçалăх пек (ЛПХ) илсе пыраççӗ, предприниматель пек регистрациленмен.  
Тӗрӗсех ӗнтӗ, ӗçлекен çын выçă вилмест. Наянлансан кăна нимӗн те пулмасть. Çакна Ильинсем хăйсен ăнăçлă опычӗпе те çирӗплетеççӗ. Айккинчен кăна вăл çын ӗçӗ çăмăл курăнать. Пахча çимӗç тупăш кӳтӗр тесен мӗн чухлӗ ӗçлемелле ăна? Кахалăн кăна çӗр сăлтав, ӗçлекенӗн пӗр хурав: ӗçлемелле.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нурлатский район