Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йӗлтӗр йӗрӗ шурă-шурă

Февралӗн 10-мӗшӗнче «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» 42-мӗш хут старта тухать


Февралӗн 10-мӗшӗнче «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» 42-мӗш хут старта тухать

Кашни хӗлле çӗршыв йӗлтӗр сырса шурă юра чӗрет. Сăмах Пӗтӗм Раççейри йӗлтӗрпе чупакансем çинчен пырать. Хусанта яланхи пекех тӗплӗн хатӗрленеççӗ йӗлтӗрçӗсен уявне. Тунтикун «Татар-информ» ИА пресс-конференцине килнӗ спикерсем çакăн çинчен журналистсене каласа пачӗç.
ТР физкультура тата спорт комитечӗн председателӗ Линар Зимфирович Гарипов тата Раççейри йӗлтӗрпе чупма юратакансен Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ, ветеран Мансур Габдуллович Ахмадиев пулчӗç.

2023 çулта çӗршывпа пӗрле йӗлтӗр çине 22 пин Хусан çынни тăнă. Кăçал ытларах та пулӗ тесе шутлаççӗ йӗркелӳçӗсем. Çынсемшӗн йӗлтӗр йӗрӗ çине тухма меллӗ пултăр тесе регистраци иртме февралӗн 5 — 9-мӗшӗсенче май панă. Тӗп стадионта (Ташаяк урамӗ, 2а) та, анăçри трибунăсем патне кӗнӗ çӗрте, 6-мӗш алăк, пырса çырăнма пулать. Мандат комиссийӗ 9.00 — 18.00 сехетсенче ӗçлет. Регистраци иртме терапевтран справка, паспорт е урăх документ кирлӗ. Çакна тума ниçта тухмасăр, Тутарстанăн патшалăх услугисен приложенийӗнче май пур.
Хули пысăккине кура Хусанта темиçе тӗлтен старта тухаççӗ йӗлӗрçӗсем. Мускав тата Киров районӗсенче пурăнакансем — «Локомотив» стадионта, Çӗнӗ Савиново тата Авистроительнăй районӗсем — Гаврилов урамӗнчен, Казанка шывӗ хӗрринче, Вахитов тата Атăлçи районӗсенче пурăнакансем Горки-Ометьево вăрманӗнче тата Нагорный поселокра, Советски районта пурăнакнсем Дербышкири хурăн ращинчи Комсомольское çырма хӗрринче йӗлтӗр йӗрӗ çине тăрӗç. 

Çемьепе старта тухакансене те хавас пулаççӗ йӗркелӳçӗсем, вӗсем валли ятарласа дистанци пулать — 1 километр. 
Пӗтӗм Раççей хутшăнать терӗмӗр йӗлтӗрпе чупма, паллах, профессиллӗ спортсменсем те пулаççӗ трасса çинче, анчах вӗсем Мирный поселокра вăй виçӗç — 5, 10 километр дистанцисенче. 

Ку эрне тăманлă пулчӗ, анчах синоптиксем ăмăрту иртнӗ вăхăтра çанталăх уяр пуласса шантараççӗ. 

Йӗркелӳçӗсем йӗлтӗрçӗсене ăшăнма чейпе хăналӗç. Маттуррисене дипломсем парса хавхалантарӗç. 
Раççейри йӗлтӗрпе чупма юратакансен регионти уйрăмӗн председателӗ Мансур Ахмадиев 67 çулта, вăл ачаран йӗлтӗрпе туслă, тӗрлӗ шайра иртекен ăмăртусене хутшăнса пайтах малти вырăнсене йышăннă. Кăçал та «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва хутшăнать, анчах йӗлтӗрçӗсен сезонне çакăнпах вӗçлесшӗн мар. 

Февралӗн 11-25-мӗшсенче иртекен «Пурнăçа юратакансен вăрăм ӗмӗр вăййисем» (Игры долголетия жизнелюбов) спартакиадăна хутшăнма хатӗрленет. Ăмăртăва 55 çултан аслăраххисем валли ирттереççӗ. 

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» иа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт