Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иртнӗ канмалли кунсенче республикăра темиçе пушар тухнă

Сивӗ çанталăкра пушарсен шучӗ самай ӳсет. Сăлтавӗ – электрооборудованисемпе тӗрӗс усă курманни. Декабрӗн 9-мӗшӗнче Кукморта та çак сăлтавпах пушар тухнă. Асăннă çурт Çӗнӗ çула капăрлатассипе районта малтисен ретӗнче пулнăран-ши социаллă сетьсенче пушар пӳрт çамки çинчи электрогирляндăран кайнă текен верси анлă сарăлнă. Анчах ТР МЧС пресс-служби пушарăн сăлтавӗ электрогирлянда мар (мӗншӗн тесен сетьре пулман), пӳлӗмсенчен пӗринчи электрооборудовани тесе пӗлтерет.

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, харпăр çурт каçхине çунма тытăннă. Çăлавçăсем çитнӗ тӗле вут çуртпа хуралтăсене ярса илнӗ пулнă ӗнтӗ. Кӳршӗри çуртсем çине куçас хăрушлăх та пысăк пулнă. Телее, сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Шел те, çунакан пӳртрен 76-ри кил хуçине кăна тăванӗсем кăларайнă, 75-ри кил хуçи арăмӗ вара çунса вилнӗ.

***
Çав кунах каçхине Актаныш районӗнчи Тыннамысово ялӗнче те пушар тухнă. МЧС ӗçченӗсем çитнӗ тӗле çуртпа верандăна вут ярса илнӗ пулнă. Çунакан çуртран 67-ри хӗрарăм тухса ӗлкӗрнӗ, тӗл-тӗл ӳчӗ пиçнӗскере тӳрех больницăна леçме тивнӗ. 59-ти кил хуçи арçынни вара тухайман, виллине пушара сӳнтерсен тупнă.
***
Çав каçах Тукай районӗнче тухнă пушарта пысăк инкекрен кил хуçи хăй шучӗпе лартнă сигнализаци çăлса хăварнă. Мачча çунма тытăнсан ӗçлесе кайнă сигнализаци сассипе вăранса кайнă хăни 59-ти кил хуçине вăратса ӗлкӗрнӗ. Тӗтӗмпе чыхăннă хуçана Çырчаллинчи больницăна илсе кайнă. Сăлтавӗ каллех электрооборудованипе тӗрӗс усă курманни.
***
Декабрӗн 11-мӗшӗнче Хусанти Большая Армавирская урамӗнче вара пушар мунчинчен тухнă та харпăр çурт çине куçнă. Унта пурăннă ватă мăшăр вута курса урама тухса ӗлкӗрнӗ. Мунчипе çурт тăрри йăлтах çунса кайнă вӗсен. Пушарăн сăлтавӗ — пралуксен замыканийӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия