Сувар

Иштиряков Навальный сăмахӗсем пирки: «Ветерана критиклени вăл – мăшăкăлласа кулни»

Ветерансене тытма юрамасть, вӗсем пирӗншӗн çветтуй çынсем. Пирӗн çӗршывшăн миллионшар çын пуç хучӗ. Хăйӗн шухăшӗ пур çынна, вăрçа хутшăннă ветерана, критиклени вăл – мăшкăлласа кулни

«Хăй шухăшне хуть кам та, çав шутра Алексей Навальный та, калама пултарать,  влаçа, çынсене критиклеме пултарать. Анчах ветерансене тытма юрамасть, вӗсем пирӗншӗн çветтуй çынсем. Пирӗн çӗршывшăн миллионшар çын пуç хучӗ. Хăйӗн шухăшӗ пур çынна, вăрçа хутшăннă ветерана, критиклени вăл – мăшкăлласа кулни», – тенӗ ТР Ветерансен канашӗн председателӗ Хабир Иштиряков.Алексей Навальный Russia Today информаци агентствине вырнаçтарнă роликра Конституцие тӳрелтӳсем кӗртессине ырлакан паллă çынсене «сутăннă тарçăсем» тата «сутăнчăксем» тесе каланă пирки. Аса илтеретпӗр, çав роликрах вăрçă ветеранӗ Игнат Артеменко та сăмах калать, Навальный ăна та «сутăнчăк» тесе кӳрентерет. Çынсене çакăн пек кӳрентернӗ хыççăн Вăрçă ветеранӗ Михаил Латоха Навальныйа фашистсене сутăннă генерал Власовпа танлаштарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: