Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Искандер Гилязов: «Шкул ачинче вӗрентекен патне интерес çуратасси, вӗсен ӗçне хисеплеме вӗрентесси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулчӗ»

Вӗрентекен кашни çын пурнăçӗнче паллă вырăн йышăнать. Анчах шел пулин те, учитель авторитечӗ юлашки çулсенче йăшланчӗ. Вӗрентӳ сферинчи пысăк пуçлăхсем те пуçӗсене кăтăрт-кăтăрт хыçма пуçларӗç — вӗрентекен авторитетне тавăрасси пирки шутласа.

Вӗрентекен кашни çын пурнăçӗнче паллă вырăн йышăнать. Анчах шел пулин те, учВӗрентӳ сферинчи пысăк пуçлăхсем те пуçӗсене кăтăрт-кăтăрт хыçма пуçларӗç — вӗрентекен авторитетне тавăрасси пирки шутласаитель авторитечӗ юлашки çулсенче йăшланчӗ. Сăлтавӗсем пирки сăмах хускатмăпăр. Çапах та каласа хăвармалла, вӗрентӳ системи çинчен пулсах çитмен законсем нумай сăтăр кӳчӗç. Общество вӗрентекен çине потребитель куçӗпе пăхма тытăнчӗ. Закон ытларах ача енче пулнипе ашшӗ-амăшсем пӗлнӗ-пӗлмен вӗрентӳ процесне сăмсине чикме тытăнчӗç. Ку мӗн патне илсе çитернине пурте куратпăр. Аркатма нумай кирлӗ мар, çӗнӗрен çӗклеме йывăр. 

Вӗрентӳ сферинчи пысăк пуçлăхсем те пуçӗсене кăтăрт-кăтăрт хыçма пуçларӗç — вӗрентекен авторитетне тавăрасси пирки шутласа. Тӗрлӗ конкурссем, акцисем пуçараççӗ. Тутар энциклопедийӗн институчӗпе ТР наукисен академийӗн регионоведени уйрăмӗ Вӗрентӳпе наука министерстви тӗрев панипе пӗлтӗр пӗрремӗш хут шкул ачисем хушшинче «Укытучым минем — Мой учитель» конкурс ирттернӗ. Унта вăтам тата аслă классенче вӗренекенсем хутшăнма пултарнă. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, ăна Педагогпа вӗрентекен çулталăкне халалланă пулнă.


Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе «Татар-Информ» информаци агентстви ирттернӗ пресс-конференцире паллаштарчӗç. Спикерсен шутӗнче Вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн управленийӗн пуçлăхӗ Ильгиз Халиков, Тутар энциклопедийӗн институчӗн тата ТР Наукăсен академийӗн регионоведени уйрăм пуçлăхӗ, истори наукисен докторӗ, профессор Искандер Гилязов, Саба районӗнчи Изминри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулти тăван чӗлхе учителӗ Гульнара Хадиева пулчӗç. Конкурсра çӗнтерсе Гран-прие тивӗçнӗ Азалия Мифтахова та килнӗччӗ. Вăл Изминри вăтам шкулта 10-мӗш класра вӗренет. 

Искандер Гилязов палăртнă тăрăх, конкурса йӗркеленӗ чух 3 фактора тӗпе хунă: пӗрремӗшӗ — учителӗн пурнăçри вырăнӗпе пӗлтерӗшӗ (шкул ачисемшӗн кăна мар обществăшăн, этемлӗхшӗн). «Учитель вăл вӗрентекен кăна мар, пӗлӳ панисӗр пуçне пирӗн пуласлăхшăн явап тытакан та. Вӗсен аллинче — обществăн аталанăвӗ. Хамăр конкурспа вӗрентекен чи малтан личность пулнине палăртас килчӗ. Личность этемлӗх историйӗнче мӗнлерех вырăн йышăннине эпир пурте лайăх пӗлетпӗр. Прогресс вӗсен аллинче», — терӗ Искандер Гилязов. 

Иккӗмӗш фактор — шкул ачинче вӗрентекен патне интерес çуратасси, вӗсен ӗçне хисеплеме вӗрентесси. Вӗрентекен харпăр пурнăçра мӗнлерех вырăн тата пӗлтерӗш йышăнни çинчен шухăшлаттарасси тата творчество ӗçне явăçтарасси. 

Виççӗмӗшӗ наука ӗçӗпе çыхăннă. Конкурс ирттерсе институт ӗçченӗсем ачасен тимлӗхне «Tatarica. Татарская энциклопедия» интернет ресурса кӗртме шутланă. Конкурс йӗркипе ачасен хăйсен вӗрентекенӗ çинчен эссе çырса видеофильм ӳкермелле пулнă. Çӗнтерӳçӗсен ӗçӗсене пурне те онлайн-энциклопедие кӗртнӗ. Паллах, ачасемшӗн ку наука ӗçӗ çырнипе тан. Авторитетлă ресурсра хăв ӗçне курма пултарни вăл пысăк çитӗнӳ. 

Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн пуçлăхӗн шучӗпе конкурс ачасене вӗрентекен ӗçӗпе çывăхрах паллашма май парать. «Педагогсем ача хăй пурнăçне мӗнле профессипе çыхăнтарни çине пысăк витӗм кӳреççӗ. Конкурса хутшăнса вӗсем вӗрентекен профессин хăйевӗрлӗхне тарăнрах ăнланма тытăнаççӗ, — терӗ Ильгиз Халиков. — Педагогпа вӗрентекен çуталăкӗ пуçлансан манран ачасемпе çыхăннă фундаменталлă гуманитари наукисен проекчӗсем пур-и тесе ыйтрӗç. Ку енӗпе тӗпчевсем ирттерме пуçласан тӗрлӗ шкулта тӗрлӗ проектсем пурри палăрчӗ. Хăшӗсем системăна кӗрсе çулсерен иртекеннисем, хăшӗ пӗрре иртнӗ те путланнă. Çапла ку енӗпе тӗллевлӗ ӗçлеме кирли курăнчӗ», — терӗ Ильгиз Халиков. 

Ун сăмахӗсемпе профориентаци урокӗсем 9-мӗш класран мар, ача садӗнченех пуçланмалла. 5-6-мӗш классенче атьсем хăйсене мӗн кирлине, мӗн интереслентернине лайăх ăнланма тытăнаççӗ. Çавăнпа шăп çак вăхăтра профессисен хăйевӗрлӗхӗ çинчен каласа памалла та вӗсене. Ильгиз Халиков шучӗпе, асăннă конкурс шăпах профориентаци енлӗ. 

Палăртса хăварар, конкурс икӗ чӗлхепе иртнӗ — вырăс тата тутар чӗлхисемпе. Искандер Гилязов пӗлтернӗ тăрăх, унта ытти регионсенчен те хутшăнакансем пулнă — Чăваш Енрен, Чулхула, Пенза облаçӗсенчен, Пушкăртстанран. Тутарстан нумай нациллӗ республика пулнине шута илсе малашне унта ытти халăх ачисене те тен явăçтармалла тесе ыйтсан ку шухăша ТР Наука академийӗн ӗçченӗсем ырласа йышăнчӗç. Ильгиз Халиков та сӗнӳпе килӗшрӗ. «Чăваш шкулӗсенче вӗренекенсем, чăваш чӗлхи учителӗсем министерство ирттерекен конкурссене питӗ активлă хутшăнаççӗ. Вӗсемпе ӗçлес опыт пирӗн пур. Конкурс ӗçӗсене тӗрӗслекен экспертсемпе те çыхăну йӗркеленнӗ. Çавăнпа чăваш шкулӗсене те явăçтарма пулать», — терӗ управлени пуçлăхӗ. 

Азалия Мифтахова та журналистсене хăй шухăшӗсене пӗлтерчӗ. Унăн ӗмӗчӗ журналистика профессийӗпе çыхăннă. Пуринчен ытла хӗрача тутарла шакăртаттарса калаçни килӗшрӗ. Шел те, чăваш ачисем хушшинче тăван чӗлхепе илемлӗ калаçакансем сахалланса пыраççӗ. «Мана видеосем ӳкерме, соцсетьсене постсем çырма килӗшет, çавăнпа журналистикăна суйлас тетӗп», — шухăшӗсене пытармарӗ Азалия. 

Унăн вӗрентекенӗ Гульнара Хадиева ачасем нумай предмета тутар чӗлхипе вӗреннине каларӗ. Çавăнпа иккен ачасем хăйсен тăван чӗлхине аван пӗлеççӗ. «Конкурс положенине илсен унпа çийӗнчех атьсене паллаштартăмăр. Азалия тӳрех килӗшрӗ. Ку конкурса ятарласа хатӗрленмен, пӗтӗм хатӗрленӳ ӗçӗ те пиллӗкмӗш класранпа куллен тӗплӗн вӗренни», — терӗ вӗрентекен.

Ачасен ӗçӗсене «Чи лайăх вӗрентекен», «Ялти чи лайăх учитель», «Чи лайăх тăван чӗлхе вӗрентекенӗ» номинацисенче хакланă. Пурӗ конкурса 69 заявка килнӗ, вӗсенчен 49-шӗ тутар чӗлхипе. 

Искандер Гилязов конкурса иккӗмӗш хут та ирттерме шухăш пуррине пӗлтерчӗ. «Малтан Вӗрентӳпе наука министерствипе калаçса татăлмалла, унтан конкурс хăçан иртессине пӗлтерӗпӗр», — вӗçлерӗ калаçăва Искандер Гилязов. 
Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование