Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Искусствăлла какай çийиччен çăкăр-тăварпа ларатпăр...

Чăваш Енри Муркаш районӗнчи Эхветкасси тăрăхӗнче хальхи вăхăтра лару-тăру çулăм çинчи сиксе вӗрекен хурантинчен кая мар. Халăх Китай инвесторӗсене хăйсен çӗрӗ çине кӗртесшӗн мар...

Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен курăннă тăрăх, Чăваш Енри Муркаш районӗнчи Эхветкасси тăрăхӗнче хальхи вăхăтра лару-тăру çулăм çинчи сиксе вӗрекен хурантинчен кая мар. Чăваш Республики Китай инвесторӗсене фермер ӗçне пуçарма Муркаш тата Пăрачкав районӗсенчи тăватă çӗр лаптăкне панă-мӗн. Çапла майпа çитес вăхăтра кунта «Чувашия – Сычуань» агропарк ӳссе лармалла. Проектăн хакӗ 10 миллиард тенкӗ. Чăваш Ен ертӳçисен сăмахӗсем тăрăх, инвестпроект республикăн ял хуçалăхӗнче юлашки çулсенче капланнă мӗнпур проблемине харăсах татса парать имӗш: çӗнӗ логистика, продукци тирпейлекен, суту-илӳ, туризм центрӗсем, çӗнӗ ӗç вырăнӗсем... Анчах яланхи пекех, çӳлтисем укçана хисепленӗ, халăха вара шута илмен. Енчен те Пăрачкав районӗнче 6000 пуç вырнаçакан выльăх-чӗрлӗх фермисен строительстви пуçланнă пулсан, муркашсемпе йывăрлăх сиксе тухнă. Вӗсем хăйсен çӗрне фронтри пекех хӳтӗлеме тухнă. Енчен те халăх сассине илтмесен алла сенӗк тытассине пӗлтернӗ муркашсем.

Эхветкасси хăйӗн çӗнӗ кӳрши çинчен сентябрь уйăхӗн çурринче кăна пӗлнӗ те тӳрех кӗрлеме пуçланă. Кама килӗштӗр-ха çӗре чӗптӗм те хисеплеменнипе палăрнă китаецсем пек кӳршӗ? Китайри компанин представителӗсем хăйсен çӗрне юпасем лартса палăртса тухнă та иккен, çав шутра яла кӗмелли çулсене те хупнă. Вырăнти власть çӗнӗ завода кунти чăвашсенех ӗçе илессипе лару-тăрăва лăплантарма пăхнă. «Китай тарçи пуласси кăна юлнă тата»,– пулнă халăх хуравӗ.

Унтан та ытла район, республика ертӳçисем ял çывăхӗнчи 40 гектар йышăнакан лаптăка халăхпа канашламасăрах Китай инвесторне пани пуринчен ытла тарăхтарнă. Çавăнпа Эхветкасси, Калмыково, Тереси, Рыкакасси çыннисем прокуратурăна заявлени çырнă.

Халăх кăмăлсăррине кура-ши влаçсем агропарк строительствин ыйтăвне пӗрле сӳтсе явма шутланă, анчах та тӗлпулăва пӗр çын та килмен, çаплах вӗсем патшалăх массăллă хыпар хатӗрӗсемпе те калаçма килӗшмен, шанмасть халăх влаçшăн çаптаракан МХХсене. Кун хыççăн тинех «Сычуань – Чувашия» проект представителӗсем, ЧР Экономика аталанăвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, ЧР Ял хуçалăх министрӗ Сергей Артамонов вăрăм çула кӗскетсе яла килсе çитнине пӗлтерет «Идел. Реалии» сайт. Паллă ӗнтӗ, чиновниксемпе ял халăхӗ хушшинче хальхинче те ăшпиллӗ калаçу пулман. «Пире Китай инвестицийӗ хумхантармасть, эпир вӗсен искусствăлла какайне çийиччен çăкăр-тăварпах ларатпăр», – пӗлтернӗ муркашсем хăйсен çирӗп позицине. Халăх ку çӗре хăйех акасшăн пулнине пӗлтернӗ. Мӗншӗн-ха районти сӗт-çу завочӗ пушă ларнă вăхăтра çӗннине тума шутланине те ыйтнă чиновниксенчен.

Муркашсен ыйтăвӗ татăлман-ха, халăх прокуратурăран хурав кӗтет. Анчах хальхи вăхăтра влаçа хумхантарать-ши ку? Унăн вӗт йытăсем вӗрсен те караванӗ малаллах каять. ( А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство