Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИВАН ЯКОВЛЕВ УРАМӖ ПĂВАРА ТА ПУЛМАЛЛАХ

Чăваш букварӗн авторӗн юбилейне Пăва хулинче паллă турӗç

Пăва тăрăхӗ Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăçӗнче пысăк вырăн йышăннăранах-тăр (вăл вăхăтра Кăнна Кушки Пăва уесне кӗнӗ, Пăрăнтăкри удел училищинче вӗреннӗ) 175 çулхи юбилее пăвасем нихçанхинчен те тӗплӗнрех хатӗрленнӗ, уява апрелӗн 29-мӗшӗнче Пăва хулинче чаплăн ирттерчӗç. Хăнасем Хусантан, кӳршӗллӗ Ульяновск облаçӗнчен, Чăваш Енри Елчӗк районӗнчен килнӗччӗ. 

 

И.Я. Яковлевăн 175 çулхи юбилейӗ Тутарстанра Наци культурисемпе йăлисен, Раççейре Педагог тата вӗрентекен çулталăкӗпе тӳр килни Турă панă пултарулăхӗ, вăл тунă ӗçсем виçесӗр пысăккине тата тарăнрах пăхса хаклама май парать. Иван Яковлевич чăвашсене хутла вӗрентнисӗр пуçне тӗрлӗ енчен пӗлӳ парса халăха малалла аталантарма çӗршер специалист хатӗрленӗ. Уяв мероприятийӗ Туслăх Çуртӗнче патриарх çинчен ӳкернӗ документлă фильм кăтартнинчен пуçланчӗ. Чăваш букварӗн авторӗн çулӗ тумхахсăр пулман, чиркӳ çыннисем сахал мар ура хурсан та пархатарлă ӗçне пăрахман.

Хисеплӗ ентешӗ чăваш халăхӗшӗн мӗн пысăкăш ӗç тунине Пăва муниципаллă райо­нӗн ертӳçи Р.Камартдинов хăй сăмахӗнче палăртрӗ. Иван Яковлевич пек аслă та ăслă çынсем тăрăшнипе тăван чӗлхе паянхи кунччен упранса юлнине, пирӗн тивӗç хамăр ачасене вӗрентмеллине каларӗ. Ку ӗçе тумашкăн Пăва районӗнче мӗн кирли йăлтах пур, чăваш компоненчӗллӗ шкулсенче тата хулари вырсарни шкулӗнче чăваш ачисем тăван чӗлхене вӗренеççӗ. Вырăнти Чăваш наципе культура центрӗ те хастар ӗçлет. Рамис Рафисович ЧНКЦ ертӳçине Владимир Ильина куншăн уйрăммăн тав турӗ. 

Районăн хастар чăвашӗсем тăрăшман пулсан уява çакăн пек çӳллӗ шайра йӗркелеме пулмастчӗ-тӗр. Чăваш юрри-ташшине кăна мар, культурине кăтартрӗç пăвасем. Район историйӗнче И.Яковлев мӗнле йӗр хăварнине вара ЧНКЦ пайташӗ, таврапӗлӳçӗ М.Вериялов музей кӗтесӗ йӗркелесех питӗ интереслӗ паллаштарчӗ. 

ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи К.Яковлев та пăвасене çакăн пек уяв хатӗрленӗшӗн тав тумасăр хăвармарӗ. И.Яковлев пӗр пӗчченех халăхăн чун-хавалне çӗклесе пӗлӳ пани чăнах та тӗлӗнмелли пулăм пулни, кун çинчен ачасене вӗрентмелли çине пусăм турӗ вăл. Иван Яковлевич хăварнă халал чăвашсене кăна пырса тивменнине, ăна кашни наци çынни тытса пурăнмаллине каларӗ. 

ТР ЧНКА ертӳçин çумӗпе К.Малышевпа «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Трифонова та тăван чӗлхен пӗлтерӗшӗ, ачасене ăна мӗн пӗчӗкрен вӗрентмеллине каларӗç. Ирина Трифонова Пӳркелӗнчи «Ритм» – ташă, Чăваш Киштекӗнчи халăх инструменчӗсемпе калакан ачасен ушкăнӗсен пултарулăхӗ пысăк шайра пулнине кура вӗсен ертӳçисене ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн ятне памаллине палăртрӗ.

Пăва ентешлӗхӗн ертӳçин И.Закировăн сӗнӗвӗ вара вырăнлă та вăхăтлă. Хисеплӗ ентешӗн, Раççейӗ­пе паллă просветителӗн ятне вăл Пăва хулин пӗр урамне памаллине каларӗ, ку енӗпе ентешлӗх те, хăй те пулăшасса шантарчӗ.

Ульяновск облаçӗнчен килнӗ паллă çыравçă, сăвăç, хисеплӗ ентеш Валентина Тарават сцена çине тухни хăй пӗр парне пулчӗ тесен те юрать. Чăвашсемшӗн кăмăллă тӗлпулу ку. Валентина Николаевна сăвă вуласа панипе кăна çырлахмарӗ, хăй çырса кӗвӗленӗ «Савнă Тутарстан» юрра «Шуçăм» ансамбльпе пӗрле юрласа пачӗ.

Сцена çине çаплах УО ЧНКА ертӳçи, Пăва çынни Владимир Бабайкин та тухрӗ, И.Яковлевăн биографийӗнчи питех паллă мар фактсемпе паллаштарнă май Яковлевсен çемйи Илья Николаевич Ульянова йывăр вăхăтра (аслă ывăлне Александра çакнă хыççăн) тӗрев пани çинчен каласа пачӗ. 

Чăваш чӗлхипе культурине, района аталанма пулăшакан нумай хастара, çав шутра чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсене те, хăшӗсене район пуçлăхӗн, теприсене ТР Халăхсен ассамблейин, виççӗмӗшӗсене ТР ЧНКАн Тав çырăвӗсене парса чысларӗç.

И.Я.Яковлевăн 175 çуллăхне халалланă мероприятин иккӗмӗш пайӗ Çамрăксен паркӗнче малалла тăсăлчӗ. Кунта чăваш тумӗпе ал ӗç, апат-çимӗç куравӗсем ӗçлерӗç, вырăнти искусство шкулӗн вӗрентекенӗ П.Ярхунов тăмран савăт-сапа, ытти япаласем ăсталассипе мас­тер-класс кăтартрӗ. Сцена çинче ачасемпе аслисен ансамблӗсемпе уйрăм юрăçсем пӗр-пӗрне ылмаштарса кăна тăчӗç. Пăвари Чăваш наципе культура центрӗ шкулта лайăх вӗренекен, олимпиадăсемпе конкурссенче палăрнă чăваш ачисене  тата кӳршӗллӗ регионсенчен килнӗ хăнасене Тав çырăвӗ парса савăнтарчӗ. 

Уяв чăнах та çав тери лайăх пулчӗ, шел, кураканӗсем кăна сахалрахчӗ. Тăрăшса хатӗрленӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ çак мероприятие район халăхӗ килсе курмаллахчӗ пек ӗнтӗ... Те тӗшшине хывăхран уйăрма вӗренейместпӗр эпир е манса пыратпăр-ши?

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев