Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иван Казанков: «Совет влаçӗ пӗтнӗ çӗре эпӗ социализмпа туптанса çитнӗ 50-ри çынччӗ, ун чухне те халăхран уйрăлмарăм».

Совет влаçӗ пӗтнӗ çӗре эпӗ социализмпа туптанса çитнӗ 50-ри çынччӗ, ун чухне те халăхран уйрăлмарăм. Ку япала чăвашсен те пур – мăнкăмăлланса халăхран хăпма юрамасть, килӗшӳллӗ мар ку. Вӗсемпе пӗр шайра пулмалла. Эпӗ ахаль çын, çапла юлатăп та пуринпе те.

Иван Казанков: «Совет саманинче пиçӗхнӗ эп»

Ӗçлеме ӳркенмесен, хуçалăх рульне пултăклă çын тытса пырсан темле йывăрлăхран та  тухма пулать текен шухăш «Звениговский» совхоз председателӗпе Иван Казанковпа курса калаçнă хыççăн тата та çирӗпленчӗ.  Хуçалăха вăл 1979 çултанпа ертсе пырать. 90-мӗш çулсенче çӗршыври колхозсем пӗрин хыççăн тепри арканса пынă вăхăтра та Иван Иванович ăна упраса хăварать, темле йывăр вăхăтра та ӗçлекенсем ӗç укçисӗр юлман. Вăт сана социализм! Ку вара «Звениговский» совхоз умне çитсенех курăнать. Çурт çинче «Спасем село – спасем Россию», Хисеп хăми çинче совет тапхăрӗнчи герб тата «Наша цель – социализм. От каждого по способностям…» лозунгсем. Те ачалăх совет самани вăхăтӗнче иртнипе, чунра ырă та тунсăхлă туйăмсем çуралчӗç. Пӗр шутласан, лайăхчӗ ун чухне, çынсем те ырăрахчӗ, укçашăн хапсăнни те паянхи пек марччӗ…

«Звениговский» совхоз капитализм вăхăтӗнчи социализм феноменӗ пек. Паян вăл чăн-чăн агрохулана çаврăнни пӗтӗмпех Иван Казанковăн тивӗçӗ. 20-мӗш ӗмӗрти 70-мӗш çулсенче хуçалăх кая юлса пыраканнисен шутӗнче кăна мар, парăмлисен ретӗнче тăнă. Ун чухне вăл Ульянов ячӗллӗ колхоз ятпа пулнă. «Колхозсене аркатма пуçланине пӗлес пулсан, тен, унăн ятне улăштарман та пулăттăм. Çак хуçалăха обком ертӳçисем пултаруллă ертӳçӗ шыранă, вара мана урăх çӗртен кунта куçарчӗç, ун чухне пилӗк çулти опытлă ертӳçӗччӗ ӗнтӗ. Хамăн та куçма сăлтав пурччӗ», – тет Иван Иванович çав çулсене аса илсе. «Звениговский» комплекс малтан та Мари Республикинче лайăххисен шутӗнче пулнă, анчах тӗрлӗ сăлтава пула чăхăмлама пуçланă, 5 миллион тенкӗлӗх парăма кӗрсе ӳкнӗ. Шăп çав вăхăтра Иван Казанкова колхоз председательне лартаççӗ. Вăл вăхăтра хуçалăхра 1800 пуç сысна пулнă, био-аш 200 тонна анчах туса илнӗ. Ӗçлеме пуçласанах Иван Казанков выльăх шутне ӳстерсе комплекса анлăлатма тӗллев лартать. Çапла 1990 çул тӗлне выльăх шутне16 пине çитерсе 1800 тонна аш продукцине туса илме пуçлаççӗ. Пурӗ кунта паян 2200 çын ӗçлет.

  • Иван Иванович, сире итлетӗп те «Звениговскинче» çитӗнӳ тума пултарнă-тăк, Раççейре те ял хуçалăхне аталантарма пулать, ӗçлеме кăна ӳркенмелле мар. Раççей Правительствинче ял хуçалăх сферине сирӗн пек ăнланакансем кирлӗ. Халăха çӗнӗрен ӗçлеттерме пултаракансем. Çавах та, мӗнре-ха ӳсӗм вăрттăнлăхӗ? 
  • Хуçалăх аталанăвӗнче нимле вăрттăнлăх та çук. Пӗрремӗшӗнчен, эпир совет влаçӗ вăхăтӗнчи пур япаласене сыхласа хăвартăмăр, халăхран хăпмарăмăр. Çынсене эпӗ ялан: «Мӗн ӗçлесе илетпӗр, вăл пӗтӗмпех пирӗн», – тесе калатăп. Паллах, йăлт ӗç укçи çине яма çук, пирӗн малаллах аталанмалла, производствăна анлăлатмалла. Ӗçлеме пуçланă чухнех пысăк карапа пысăк ишев теттӗм. Предприятин хăвачӗ мӗн чухлӗ вăйлăрах, çавăн чухлӗ аталанама çăмăлрах. Самана улшăнсан нумайăшӗ ирӗклӗхе туйса хăйсемшӗн тăрăшма – çурт лартма, хаклă машинăсем туянма пуçларӗç. Совет влаçӗ пӗтнӗ çӗре эпӗ социализмпа туптанса çитнӗ 50-ри çынччӗ, ун чухне те халăхран уйрăлмарăм. Ку япала чăвашсен те пур – мăнкăмăлланса халăхран хăпма юрамасть, килӗшӳллӗ мар ку. Вӗсемпе пӗр шайра пулмалла. Эпӗ ахаль çын, çапла юлатăп та пуринпе те. Кăна çынсем те ăнланаççӗ. Чи йывăр 90-мӗш çулсенче совхозра выльăх-чӗрлӗх шучӗ 16 пин пуçчӗ, çулталăкне 1800 тонна аш туса илеттӗмӗр.  Анчах ăна та ниçта та сутма çукчӗ. Волжскри аш-какай комбиначӗн директорӗ те: «Иван Иванч, эп сирӗн аша сутаймап. Укçа кирлӗ-тӗк, ху сут, клиентсем туп», – терӗ. Шырама, сутма пуçларăмăр. Мӗн-тӗр пулатчӗ, хăшӗ – çук. Вара аш-пăша Шупашкарти аш-какай комбинатне вырнаçтарма пуçларăмăр. Директорӗ Анна Кузьминична Арсееваччӗ. Малтанласа вăл лайăхах тӳлесе пыратчӗ, кайран йывăра кӗчӗ. Вăл вара хăйсен кăлпассине Марире сутма сӗнчӗ. Ун чухне вӗсен кăлпассийӗ пахаччӗ, кунта туянатчӗç. Праçник вăхăтӗнче кăлпасси аван сутăнать, анчах пире кăлпасси памаççӗ. Пӗррехинче, шăпах уявсем хыççăн Анна Кузьминичнăпа тӗл пулсан вăл: «Иван Иванч, туса хур ху патăнта аш-какай комбинатне», – терӗ. Эпӗ вара: «Мӗнле, ку ӗçе пачах та пӗлместӗп-çке?», – тетӗп. «Юрӗ, эсӗ тытăн, эпир пулăшăпăр», – терӗ. Пăртакран чăвашран тӗп инженер (?)Емельянович килчӗ. Чертежсем турӗ, кăтартрӗ. Кунта пӗрне тӳрех ăнлантăм. Комбинатра хире-хирӗç  юхăм пулмалла мар. Пӗр енчен выльăх-чӗрлӗх кӗрет, тепӗр енчен кăлпасси тухать. 1500-2000 тонна аш тирпейлемелӗх комбинат хута ятăмăр. Григорий Алексеевич Сулимов, шел пулин те халӗ пирӗнпе çук, ун чухне аш-какай комбиначӗн ӗçне тӗрӗс йӗркелеме пулăшрӗ. 1995 çулхи декабрь уйăхӗнче ӗçе пуçăнмалла, анчах манăн кирлӗ çынсем çук. Шупашкарти комбинат технологӗ Вера Алексеевна Порфирьева пулăшма пулчӗ. «Малтан эсӗ комбинат патне мӗнлерех кăмăллă пулнине пăхăп, отпуск илсех килӗп, кайран хам шутран илӗп. Ик-виç уйăх çапла ӗçлесе пăхăпăр, пултараятăр-и, çук-и», – терӗ.
  • Сире вăл хăй хӳттине илнӗ тесен те йăнăш мар апла?
  • Çапла, кунтах юлчӗ вăл. Рабочисене те вӗрентрӗ, мана та. Халӗ хам та технологсенчен ыйтма пултаратăп. Унтанпа çирӗм çул иртрӗ ӗнтӗ. Пуçланă чухне ку ӗçе пач ăнланмастăм. Шел, Мария Алексеевна питӗ ир вилсе кайрӗ, ракран, 54 кăначчӗ. Вăл мана ялан: «Иван Иванч, çакăн пек ашран япăх кăлпасси тусан мана тапса кăларса яма та пултаратăр», – тетчӗ. Вăйлă технологчӗ вăл.
  • Паянхи çитӗнӳсенчен, сирӗн кăлпассие халăх тӳрех йышăнни курăнать.
  • Çапла. Пирӗн продукци шупашкарсенне рынокран хӗссе кăларма пуçларӗ. Арсеева мана ун чухне хăй патне чӗнтерсе куççульпех вăрçрӗ. «Мӗншӗн эс Шупашкарта сутатăн?» – тет. «Ман мӗн тумалла? Марире те, кунта та сутатăп. Савăнмалла сирӗн», – тетӗп. «Мӗн савăнмалли, ман халь аш та çук, сирӗнпе тавлашма та пултараймастпăр», – тет. «Пуçларăм-тăк, халь ман каялла çул çук ӗнтӗ», – терӗм. Мари Республикинче иртнӗ пӗрремӗш кураврах пӗрремӗш вырăна çӗнсе илтӗмӗр.
  • Эп пӗлнӗ тăрăх, эсир Германире иртнӗ аш-какай комбиначӗсен тӗнче чемпионатӗнчен те темиçе медальпе таврăннă.
  • Ку кайран, 2013 çулта. Вăл вăхăтра пирӗн авторитет та самайччӗ. Франкфурт на Майне хулинче иртнӗ конкурса хутшăнасси Сергей ывăлăмпа Наталья хӗрӗмӗн пуçарăвӗ. 23 кăлпасси изделийӗпе тухрӗç вӗсем, 16 ылтăн, 6 кӗмӗл, 1 бронза медальпе таврăнчӗç. 40-пе хутшăннă пулсан, 40-шпе те медаль илеттӗмӗр пуль. Никам та пӗлмен чухне йывăрччӗ. Лавккасем тăрăх хамах çӳреттӗм –  кăлпассие туянма сӗнсе. Мария Алексеевнăна пысăк тав, вăл Шупашкарти аш-какай комбиначӗсен директорӗсене пуçтарчӗ. Вӗсем кăлпассие таса ашран тунине килсе курсан пирӗн продукципе ӗçлеме пуçларӗç. Халӗ  кăлпасси продукцине 7 регионта пӗлеççӗ. Нимле вăрттăнлăх та çук. Кăлпассие эпир совет тапхăрӗнчи ГОСТпа тăватпăр. Хуть мӗнле региона тухсан та, пире тӳрех пӗлме пуçлаççӗ. Кострома, Чулхула, Ульяновск, Киров облаçӗсенче, Тутарстанра, Чăваш Енре пире лайăх пӗлеççӗ. 
  • Хăвăрăн лавккасене уçма кирли пирки хăçан йышăну турăр?
  • Малтанласа продукцие лавккасене  параттăмăр, илеççӗ, анчах расчет вăхăчӗ çитсен тӳлемеççӗ. Юлашки виçӗ çулта лару-тăру уйрăмах япăхланчӗ. Çапла хамăр лавккасен сетьне йӗркелесе яма шутларăмăр. Тăватă çул иртрӗ унтанпа. Паянхи куна 400 яхăн лавкка. Малашне туса кăларнă продукцие пӗтӗмпех хамăр лавккасенче сутма пултарайсан, вӗсене пысăк пахалăхлă кăлпассипе вуçех те тивӗçтерме пăрахăпăр. Пирӗн продукци Мари Республикинче те, Раççейре те чи лайăх 100 тавар шутне кӗрет. 
  • Кăлпассие экспорта ярасси пирки шутламастăр-и?
  • Кун пирки шутламан та. Мӗн тума? Хамăрăн çынсене лайăх кăлпасси кирлӗ чухне мӗн тесе экспорт пирки шутламалла. Нимӗçсене тăрантармалла-и?
  • 2015 çул тӗлне сысна шутне 200 пин пуçа çитерсе 35-40 пин тонна аш туса илме план лартнă эсир. Тӗллеве пурнăçларăр-и?
  • Çапла, хамăр ума эпир сысна фермисен комплексне 200 пин пуçа çитерме задача лартнă. Паянхи куна 187 пин пуç ытла. Мӗншӗн плана тултарайман? Ӗне ашӗ сахалланнипе хăвăрт урăх аш çине куçма тиврӗ. Кăлпассире 60 проценчӗ сысна ашӗ пулсан, 40-ӗ ӗнен. Ӗне ашне лашаннипе улăштарма шутларăмăр та, пулмарӗ, ку ашсем пӗр-пӗринпе пит килӗштермеççӗ. Иртнӗ çултан пуçласа «Хузангаевскине» (Элкел районӗнчи хуçалăх.-Авт.) выльăх кӳме пуçларăмăр, унта халӗ 3,5 пин, кунта 4,5 пин мăйракаллă шултра выльăх. Тăма вите кирлӗ. Часах 10 пин пуç комплекс туса пӗтермелле. Çапла кăштах курсран пăрăнтăмăр. Аш ăрачӗллӗ мăйракаллă шултра выльăх ӗрчетме пуçланипе пӗрле сӗт производствипе те ӗçлеме пуçларăмăр. Мӗншӗн тесен аслă çултисем пирӗн лавккасене пырсан – вӗсем супермаркетсене çӳремеççӗ – сӗт те, çăкăр та ыйтаççӗ. Маншăн çак çынсем хаклă, эпир пӗрле ӳснӗ.
  • Пӗрле йывăрлăх тӳснисем те асрах-тăр?
  • Вăрçă çулӗсенче хам та кăшт çеç выçса вилмен. Хамăр выçăпа касăлсан та анне пӗçерсе хăварнă çӗрулмие ыйткалакансене те пама хушатчӗ. Совет саманине аса илсе вăрçаççӗ, «хрущевкăсенчен» кулаççӗ. Анчах ку ирӗксӗрех тумалли япала пулнă. Çынсене пурăнма вырăн пулман. Асрах-ха, 1957 çулта çара 2,7 миллион çын чухлӗ чакарчӗç. 1960 çулта института кӗтӗм. Вăт, унта пирӗнпе офицерсем вӗренетчӗç. Вӗсем Ар масарӗ çумӗнче палаткăсем лартса пурăнатчӗç. Вӗренес килнӗ. Пире те çӗршыв стипенди парса вӗрентнине кайран ӗçпе тавăрмалла тесе вӗрентнӗ. Йывăрччӗ вăл вăхăтра. Халӗ нумайăшӗ унта та, кунта та вӗренни, ик-виç аслă пӗлӳ илни пирки калаçма юратать. Эпӗ те пурнăç опычӗ сахалран-тăр, Йошкар-Олари политеха кӗнӗччӗ. Шăп çак вăхăтра хуçалăх директорне лартса хучӗç. Райкомăн пӗрремӗш секретарьне куçăн майпа вӗренме кӗнине пӗлтерӗм. Вăл сесси пуçлансан пырăн унта терӗ. Сесси çитрӗ те: «Иван Иванович, ниçта та каймастăн эс, енчен те пуçă пулсан сана пӗр институт та çитет, ухмах-тăк, хуть те 5 институт пӗтер – ухмахах юлăн», – терӗ. Çавăнпа мухтанакансене çавна аса илсе каласа паратăп. Çилленеç-и, çук-и, маншăн пурпӗр. Мӗншӗн каларăм кăна? Мӗнле лару-тăрура ӳсни паян кунччен маншăн пӗлтерӗшлӗ. Татарири «Ким» хуçалăха практика кайсан мана пӗр тракторист патне – Ваня тете теттӗм ăна – вырнаçтарчӗç. Вăл мана çапла каланăччӗ: «Ваня, сăнатăп та сана, çын пулатех санран, анчах халăхран кăштах хăрани пур. Çынсенчен нихçан та ан хăра. Япăх-и, лайăх-и – йăлт халăхпа пайла, калаç. Пулăшусăр хăвармӗç». Çапла ӗмӗр тăршшӗпе вӗренетӗп, ăслă шухăшсене ăша хывма тăрăшатăп.
  •  Малтанхи ыйту патне таврăнсан, сирӗн шутпа мӗншӗн-ха Раççейре ял хуçалăхӗ айван аталанать? Сирӗн тӗслӗх çак отрасль тӗпсӗр шăтăк пулманнине çирӗплетнӗ чух уйрăмах?
  • Ку ыйтăва та хуравлама пулать. Хамăр ӗçленипе кăна мар, Правительствăн та çынсемшӗн ырă ӗç тумалла. Анăçпа Америкăна юрас тесех колхозсемпе совхозсене аркатрӗç. Лешсене рынок кирлӗ пулнă. Астăватăр-и «Буш тукмакӗсене»? Хамăр продукцие ниçта хума çукчӗ. Çак вăхăтра манăн пӗр тăван ачи Николай Теребилов çӗпӗр тăрăхӗнче – Ухтара, Воркутара, Мурманскра, Интара, Свердловскра, Сургут таранах продукцие вырнаçтарас тесе çӳрерӗ. Аранах тытăнса юлтăмăр. Заводсене те çак шăпа пырса тиврӗ. Мари Республикинче паянхи кун ырă ӗçлекен пӗр завод та юлман темелле. Пӗррехинче ман пата ММЗран килчӗç, унта 20 пин çын ӗçлетчӗ. Вӗсене хамăртан самай вăйлă тесе шутланă. Пирӗн тавар çаврăнăшӗ çулталăкне 7 миллиард тенкӗччӗ. «Сирӗн икӗ хут нумайрах пуль ӗнтӗ?» – ыйтнăччӗ вӗсенчен. Кулсах ячӗç: «Мӗн эс, 4 миллиард анчах», – терӗç. Çапла, промышленноçран ним те юлмарӗ.
  • Халӗ санкцисем йышăнни, тен, хамăрăн производствăпа промышленноçа çӗнӗрен ураланма, рынока хамăрăн продукципе тултарма пулăшӗ? Импорта хамăрăннипе ылмаштарассипе патшалăх программине шанмастăр-им?
  • Мӗнле майпа тултарма? Акă мӗн пӗлтерӗшлӗ. Хамăр продукцие мӗнпе тăватпăр эпир – ют çӗршыв техникипе, хатӗрӗпе, аппаратурипе. «Мироторг» пирки илтнӗ пуль. Нумай пулмасть Орелтан таврăнтăм. Манăн вӗсем мӗнле ӗçленине пăхас килчӗ. Геннадий Зюганов хута кӗрсе: «Ăна мӗн курас тенине йăлт кăтартма пултаратăр», – терӗ. Телее, кӗпӗрнаттăр коммунист, Мари Республикинчи Куженецки районӗнчен. Юрий Седоганов савăнчӗ эп килсен, мана тахçанах пӗлет иккен. Вăл хăй Правительство Председателӗн аграри ыйтăвӗсемпе пӗрремӗш çумӗн Дмитрий Бутусовăн канашçи те пулса тăрать. Вӗсем иккӗшӗ те манпа çӳрерӗç. Пӗрле «Мироторг» предприятине курма кайрăмăр. Шанатăр-и, çук-и – вӗсен те «Лабрадортан» лайăхрах техника çук. Вӗсем те «Хузангаевскинче» Женя нушаланнă пек тертленеççӗ, хуçалăх председателӗ пирки калатăп. Выльăх апатне мӗнпе мӗн чухлӗ хутăштармаллине пӗлмесӗр аптраççӗ. Ют çӗршыв техникинче вара çак ӗçе йăлт компьютер тăвать. Çавăнпа мӗнпе хăваласа çитмелле Анăçа? Калинин чухне «Америкăна хуса çитсе, иртсе каймалла» текен лозунг пурччӗ. Американецсем хирӗç карикатура кăларнăччӗ: американец «Фордпа» пырать, çăпата тăхăннă Калинин хыççăн чупать. Енчен те эпир Анăçпа Америкăри пек техника кăларайсан импортозамещени пирки калаçма пулӗччӗ. Комбинатра та акă пӗтӗмпех импорт техники. Хирсенче те ют çӗршыв тракторӗсемпе комбайнӗсем. Çăпатапа улăштарма çук вӗт ăна. Фермерсем пирки калаçаççӗ. Акă аслă шкулсем зоотехниксем, агрономсем, экономистсемпе бухгалтерсем хатӗрлесе кăлараççӗ. Илет-и вӗсене ӗçе фермер? Çук. Вăй çитнӗ таран тăрмашать хăй пӗччен. Çавăнпа фермер çӗршыва тăрантараймасть. Пысăк çӗршыва пысăк предприятисем кирлӗ. Йăлт йӗркеленсе кайтăр тесен Мускавра ларакан Правительствăн шухăш-кăмăлӗпе улшăнмалла. Малашне те ял хуçалăхӗ тӗпсӗр шăтăк тесе «лапша çаксан» ним те пулмӗ. Ял хуçалăхӗ шăтăк мар, кăна эп хам ӗçпе çирӗплететӗп. Ӗçе кăна тӗрӗс йӗркелемелле. Тутарстанра акă «Хузангаевский» чи лайăххисен шутӗнче.
  • Сирӗн хушма предприяти шутланать вӗт-ха вăл.
  • Çапла. 2000 çулта ман пата район пуçлăхӗ Фердинант Мидхатович килчӗ те: «Иван Иванович, тăван ялна та пулин пулăш-ха, кунта ютсене пулăшатăн, унта вара тăванусем пӗтеççӗ», – тет. Чăнах, эп пулăшмасан кам тата пулăшӗ терӗм. Çапла ку ӗçе пуçларăмăр. Эпир, совет саманин çыннисем «Малтан тăван çӗршыва пулăш, унтан тин ху çинчен шутла» тенине ăша хывса ӳснӗ.   Хăвăрах куратăр, аталанаççӗ. Ӗç дисциплинине те, йӗркине те йăлт кунти майлă йӗркеленӗ, строительство та пырать.
  • «Хузангаевский» хуçалăхра пулнă эпир, комплекс вăйлă аталанса пырать. Анчах та сиртен уйрăм ӗçлеме хал çитет-и вӗсен?
  • Вӗсем питӗ тăрăшаççӗ, анчах хальлӗхе пирӗн пулăшусăр пултараймаççӗ. Анчах малашне çакăн пек шанчăк пур, шаннине тӳрре кăларса пыраççӗ.
  • Эсир «Звениговский» хăйне-хăй йăлтах тивӗçтерсе пыни пирки каларăр.
  • Правительство пирӗн пирки шутламасть, ӗçленӗ пек кăна кăтартма тăрăшать. Тӗрӗссипе, унта промышленноçпа производствăна ăнланакансем  çукпа пӗрех. Çапла, «Звениговски» совхоз патшалăхран пӗр пулăшу та илмен. Ак, «Мироторгăн» пӗр предприятине – 300, теприне 700 миллион тенкӗ уйăрнă, Д.Медведевăн вăл тесе калаççӗ. Пире ним те çук. Эпир хамăра кăна шанатпăр. В.Путинпа Д.Медведев пӗр-пӗрне артистсем пек ылмаштараççӗ, артистсем мар вӗт вӗсем. Хоккей выляса çӳремелле мар, патшалăх ӗçӗсене пурнăçламалла. Халăх йывăрлăхра пулнине курмаççӗ мар, ФСБ КГБран та ытларах пӗлет. Ман шутпа вӗсем халӗ те Анăçа юрас тесе ӗçлеççӗ. Украинăна памаллаччӗ-и? Ӗмӗр-ӗмӗрӗпе эпир пӗрле пулнă.
  • Сирӗн сăмахсемпе, Украинăри переворота Раççейӗн хутшăнса чармалла пулнă?
  • Украина Правительстви мӗн вăл? Вӗсен çар та, ним те пулман. Переворот чухне мӗншӗн «Альфăна» унта яман? Мӗншӗн çав Януковичах каялла лартса хуман? «Эс, атя, вăрлама пăрах та, ӗçлеме пуçла – çын пек. Унсăрăн сана каллех кăларса ывăтӗç. Эпир пур чухне, пулăшнă чухне Мускав çине пăхса ӗçле», – тесе мӗншӗн каламан. Пирӗн промышленность та йăлт пӗрле. Украинăн продукцийӗ Хӗвел Анăçне кирлӗ-и? Ку йăлтах пире хирӗçтерсе ярас тӗллевпе.
  • Ку паллă-ха.
  • Ну, ăçта пăхнă пирӗн Правительство? Çур Киев вырăсла калаçать. Анăç майлисене каялла хăвса кăлармалла. Кайччăр Европăна. Халиччен эпир пӗрле пурăннă. Çапла пулмалла та. Анăç майлисем хăйсен задачисене йăлт пурнăçлаççӗ, пирӗн мӗншӗн шăп тăраççӗ? Правительствăн чи малтан халăх пирки шутламалла. Роберт Нигматуллин Орелта иртнӗ экономика форумӗнче Президента инженера, агронома е производство çыннине лартмалла тесе тӗрӗсех каларӗ.
  • Иван Иванович, хăй вăхăтӗнче эсир КПРФ партирен РФ Патшалăх Думин депутачӗ пулнă, аграри комитетӗнче тăнă. Мӗн тума пултартăр çак хушăра ял хуçалăхне аталантарас енӗпе?
  • А нимӗн те. Совет Союзӗ аркансан çӗршыва çӗнӗрен ура çине тăратасси, пӗрле чăмăртасси пӗртен-пӗр тӗрӗс çул иккенне тепӗр хут ăнланса илтӗм. Унсăрăн Анăç пире çын вырăнне те хумӗ. Халӗ ăна хăвăр та куратăр, ку йăлтах Горбачевпа Ельцинсен ӗçӗ. Совет Союзӗ упранса юлнă пулсан паян пӗр вăрçă та пулмалла марччӗ. Çавăнпа çӗнӗрен КПРФ партине кӗтӗм, авторитет ман малтан та пулнă. Совет саманинчех Марири вунă чи лайăх ертӳçӗ шутне кӗреттӗм. Мана тӳрех Марири КПРФ уйрăмӗн тӗп секретарьне суйласа лартрӗç. 15 çул иртрӗ унтанпа. Ӳкӗнместӗп пӗрре те. Час-часах Правительствăпа кӗрешме тивет, хам сăмаха эп хытă калатăп.
  • Халăх сире тӗрев пани курăнать. Хальлӗхе лайăххине кăна илтнӗ.
  • Ахальтен мар  РФ ПДне лекнӗ-çке. Ун чухне Мари Республикин Президенчӗ Кислицынччӗ. Вăл мана: «Ăçта сӗкӗнетӗн, чăваш. Кунта вӗт çармăссем, вӗсем саншăн сасăламӗç. Эс ман карттăсене пăтрататăн тем. Капла хам çынна кӗртсе яраймастăп», – терӗ. Эпӗ вара: «Мӗнле пулӗ – çапла пулӗ, кандидатурăна тăратрăм-тăк, маншăн каялла çул çук. КПРФа пӗр сасăпа та пулин пулăшас тетӗп», – терӗм. Халăх маншăн сасăларӗ. Ӗçлерӗм, анчах шутланине пурнăçлама пулмарӗ, единороссем ытларах, коммунистсем самай сахалрах. Шалта йăлт вӗрет, анчах ним тума та çук. Паллах, республикăна пулăшма пултараттăм, сăмахран, газ енӗпе тата ытти проектсемпе. Анчах Мари ертӳçине Маркелов ларсан, мана Казанковран ним те кирлӗ мар, кирлӗ пулсан урăх депутат урлă тăватăп тенӗ. Суйлавра вăл шăпах ман оппонент пулнă-ха та. Халăха мана хирӗç тăратма пикенчӗ. Паянхи кунччен хире-хирӗç эпир. Авари те турӗç, больницăра та тытма хăтланчӗç, уголовнăй ӗç пуçарма та пикенчӗç…
  • Геннадий Зюгановпа час-час тӗл пулатра, хăнана килкелет-и?
  • «Звениговскире» виçӗ хутчен пулчӗ, капла вара час-час тӗл пулатпăр. Ак çак самантра шăнкăравласа тӗл пулмалли пирки каласан та хирӗçлемӗ. Вăл пулмасан мана мӗн те пулин шутласа кăларса лартатчӗçех. Пирӗн ӗçе Геннадий Зюганов лайăх ăнланать. Пире вăл ялан тӗслӗхе илсе кăтартать. А кам çинчен калаçмалла? Паянхи кун халăх хуçалăхӗ çӗршывӗпе те сахал. Мускав çумӗнче Грудинин пур-ха, анчах хуçалăхӗ унăн самай пӗчӗкрех, çырлапа ӗçлет. Ӗне те 200 пуç кăна.
  • Иван Иванович, эсир çулсемпе çамрăк пулмасан та пысăк энергиллӗ çын. Мӗнре вăй-хал тупсăмӗ?  
  •  Ӗçе эп праçнике килнӗ пек çӳретӗп. Ниме пăхмасăр малаллах утатпăр. Паçăр аварие лекни пирки кăштах каланăччӗ. Вăт çавăн хыççăн мана I ушкăн инваличӗ тесе хут çырса пачӗç. Анчах ман çине пăхсан III ушкăн та никам та памӗ.  Каллех совет саманинче пиçӗхни ку. Çыннăн нихăçан та, ниме те парăнмалла мар. Ӗлӗкрех эп ташламан, халӗ хăрах ура титан пулсан та ташлама пуçларăм. Ирхине 1 сехет зарядка тăватăп, турник çинче йăтăнатăп. Март уйăхӗнче 74 тултаратăп, анчах эп хама 45-ри пек туятăп. Мăнук та вара: «Асатте, иртнӗ çул та эс 45-чӗ вӗт», – тесе тӗлӗнет.
  • Иван Иванович, тавтапуç пирӗнпе курса калаçма вăхăт тупнăшăн, çитӗнӳ сире, çирӗп сывлăх.
  • Хăвăра та пысăк тав.
  • 2016 çул. 

Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.   

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: интервью