Сувар

Иван Кирюшкин çуралнăранпа 100 çул çитрӗ

Вăл ӗнтӗ 1996 çултанпа пирӗнпе пӗрле çук, анчах та астăвăм сывă. Ентешӗсем унăн чăваш культурине аталантарас ӗçри тăрăшăвне астăваççӗ.

Октябрӗн 23-мӗшӗнче Ульяновскри И.Я.Яковлев ячӗллӗ культурăпа çутӗç обществине йӗркелесе яракансенчен пӗри тата унăн пӗрремӗш председателӗ пулнă Иван Кирюшкин çуралнăранпа 100 çул çитрӗ.

Вăл ӗнтӗ 1996 çултанпа пирӗнпе пӗрле çук, анчах та астăвăм сывă. Ентешӗсем унăн чăваш культурине аталантарас ӗçри тăрăшăвне астăваççӗ.

Чӗмпӗрти 17-мӗш вулавăшра шурсухала астăвакансем пухăнчӗç. Çак тӗлпулу пултăр тесе Ульяновск облаçӗнчи таврапӗлӳçӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Николай Казаков нумай тăрăшрӗ. Асаилӳ каçне Галина Никитина общество деятелӗ илсе пычӗ.

Малтан И.С.Кирюшкин çинчен фильм пăхрăмăр. Вăл ентешӗмӗрӗн пурнăçӗнчи тӗп самантсем çинчен каласа пачӗ. Çак презентацие библиотека ертӳçи О.Г.Орлова хатӗрленӗ.

Асаилӳ каçӗнче Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА-н малтанхи председателӗ Владимир Сваев, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнчен вӗренсе тухнă И.Я.Яковлев ячӗллӗ орденăн кавалерӗ Александр Богатов, Раççей тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Валентина Тарават, Ульяновскри И.Я.Яковлев ячӗллӗ культурăпа çутӗç обществинче правлени секретарӗ пулнă Вера Архипова, обществон председателӗсем пулса ӗçленӗ Виктор Егоров тата Алексей Мордовкин, РФ тава тивӗçлӗ учителӗ Лидия Ярославская, Чăваш таврапӗлӳçи Василий Селендеев, ЧР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Николай Ларионов тата ыттисем сăмах каларӗç.

Тӗлпулăва çавăн пекех Иван Кирюшкин çуралнă ялтан Ялавăртан пысăк ушкăн, çав шутра унăн тăванӗсем те килнӗччӗ. Сăмах калакансем пурте Кирюшкинăн обществори ӗçне пысăка хурса хакларӗç.  

Залра Кирюшкина асăнса курав та йӗркеленӗччӗ. Журналистăн орденӗсемпе медалӗсем, харпăр япалисем. Хăйӗн юррисемпе çак каçа ЧР тава тивӗçлӗ артистки Зоя Рейтер илемлетрӗ. Унпа пӗрле Нина Яковлева савăнтарчӗ юбилея килнисене.         

 
Николай Ларионов-Йелмел

г.Ульяновск
Нин
а Назарова сăнӳкерчӗкӗсем.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: