Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июнӗн 20-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра тата 38 çын коронавируспа чирленӗ

Хусанти инфекци больници патӗнче васкавлă пулăшу машинисем халӗ те (сăнӳкерчӗкре) чирлисене кунта вырнаçтарас тесе 5-6-шар сехет черет кӗтсе лараççӗ.

Паянхи кун тӗлне Тутарстанра тепӗр 38 çын коронавируспа чирленӗ. Çав шутран 17-шне больницана вырттарнă, 21-шӗ килте сипленет.

Çул ӳсӗмне кура чирлисен йышӗ çакăн пек:

18 çула çитиччен – 0

18-30 çултисем – 2

30-50 çултисем – 13

50-60 çултисем – 5

60-70 çултисем – 10

70-80 çултисем – 7

80-90 çултисем – 1

90-ран иртнисем – 0

 

Хуласемпе районсем тăрăх картина çапларах:

Хусан – 12

Çырчалли – 7

Аксу – 1

Элкел – 1

Атня – 1

Пăва – 1

Çӳлту – 1

Заинск – 1

Ешӗлвар – 2

Камско-Устьински – 1

Лайăш – 4

Анат Кама – 2

Пӗтреç – 1

Рыбно-Слободски – 1

Теччӗ – 1

Тукай – 1

 

Пӗтӗмӗшле илсен июнӗн 20-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра пурӗ 4152 çын коронавируспа чирленӗ. Çак тапхăрта 3027 çын сывалнă, çав шутра юлашки талăкра – 58-ăн. 1113 çын хальлӗхе сипленет-ха.

Хусанти инфекци больници патӗнче вара васкавлă пулăшу машинисем халӗ те (сăнӳкерчӗкре) чирлисене кунта вырнаçтарас тесе 5-6-шар сехет черет кӗтсе лараççӗ. Кашни кун çакăн пек ӳкерчӗк унта. Ку сăнӳкерчӗке июнӗн 19-мӗшӗнче тунă. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус