Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йывăр лару-тăрури ачан та ӗмӗчӗ пурнăçлантăр

«Ёлка желаний» акци онлайн тата офлайн форматсемпе иртет. Проекта хутшăнакан ачасем мӗн çинчен ӗмӗтленнипе «Движение первых» юхăмăн официаллă сайтӗнче паллашма пулать.

«Движение первых» Пӗтӗм Раççейри обществăпа патшалăх юхăмӗ «Ёлка желаний» Пӗтӗм Раççей акцине пуçлани пирки пӗлтерет Хусан мэрийӗн пресс-служби. Акцире пурӗ виçӗ категори: укçа-тенкӗпе çыхăнни, укçа-тенкӗпе çыхăнманни тата сюрприз-парне.

Тӗплӗнрен каласан, пӗрремӗшӗнче ачасене кӗнекесем, хобби валли япаласем, выляса аталанмалли теттесем, тумтир, костюмсем туянса памалла пулсан, иккӗмӗшӗнче Çӗнӗ çул представленине е Мускава кайса килме билетсем парнелемелле, паллă çынсемпе тӗлпулусем йӗркелемелле. Виççӗмӗшӗнче ачан биографине, мӗнпе интересленнине пăхса сюрприз-парне хатӗрлемелле. Парне паракан кун хыççăн парнен хакне тата региона хăй суйласа пӗр-пӗр ачана савăнтарать.

Проектри ачасен ӗмӗчӗпе çыхăннă Çӗнӗ çул Чăрăшӗсене партнер-организацисен офисӗсенче, пысăк предприятисен тата мероприятисен площадкисенче вырнаçтараççӗ. Акцие хутшăнмашкăн заявкăсене официаллă сайта февралӗн 28-мӗшӗччен ямалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество