Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КĂÇАЛ 56 ÇӖРШЫВРА ВЫРĂС ЧӖЛХИН ЦЕНТРӖСЕМ УÇĂЛМАЛЛА

Тӗп тӗллевсенчен пӗри – Раççейпе туслă çӗршывсенче вырăс чӗлхине аталанма пулăшасси

Вӗрентӳ министрӗсен халăхсен хушшинчи форумӗ вӗрентӳ тытăмӗн аталанăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ анлă мероприяти пулчӗ. 30 ытла ют çӗршыв делегацийӗ килнисӗр пуçне тепӗр 10 çӗршыв видеоçыхăну урлă хутшăнчӗ. Мӗнлерех çитӗнӳсемпе, опытпа интереслӗ пулма пултарать-ха Раççей ют çӗршывсемшӗн? Мӗнлерех  разработкăсем  хăнасемшӗн ытларах интереслӗ пулнă? Çапларах ыйтусем пулчӗç  журналистсен РФ çутӗç министрӗпе Сергей Кравцовпа тата РФ наукăпа аслă пӗлӳ министрӗпе Валерий Фальковпа тӗл пулсан.

Çутӗç министрӗн сăмахӗпе, санкцисене пăхмасăрах Раççей экономика енчен хастар аталанса пырать, çав шутра вӗрентӳ системи енчен те.

«Президентăн «Вӗрентӳ» наци проекчӗпе çыхăннă хушăвӗсем пурте пурнăçланаççӗ. Чи аванни вара халăхсен хушшинчи тӗпчевсем,  халăхсен хушшинчи олимпиада кăтартăвӗсем тăрăх пирӗн вӗрентӳ шайӗ çӳллӗ. Форум пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май панипе усăллă. Пирӗн тӗллевсенчен пӗри – Раççейпе туслă çӗршывсенче вырăс чӗлхине аталанма пулăшасси. Ют çӗршывсене пирӗн «Раççей вӗрентекенӗ чикӗ леш енче», «Ăс-тăн вăйӗ» проектсем интереслентерчӗç. Тата паллах, çӳллӗ технологиллӗ проектсем, сăмах пӗрлехи патшалăх экзаменӗ çинчен. Талантлă ачасене тӗрев парассипе «Сириус» центрӗ кăсăклантарать, тӗнче шайӗнчи шкулсен строительстви таранах.  Сăмахран, Мускав облаçӗнче уçăлнă Примаков ячӗллӗ шкул проекчӗн тӗслӗхӗпе Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенче, Абу-Дабире, вӗрентӳ центрӗ туса лартнă, кӗçех çавăн йышши шкул Дубайра уçăлмалла», – пӗлтерчӗ Сергей Кравцов.

СНГ йышне кӗнӗ Таджикистанра, Узбекистанра, Туркменире те Раççей шкулӗсем хута каймалла. Ют çӗршывсен вӗрентӳ минстрӗсем ку ыйтăва хăйсен тимлӗхне илнӗ.

Раççейрен кайма çулӗсем такăр пулччăр

Сергей Кравцов палăртнă тăрăх, çивӗч ыйтусен шутӗнче – йăлари  хаклăхсене упраса хăварасси. Европа çӗршывӗсем, Америка çине тăрса хăйсен хаклăхӗсене вăйпа йышăнтарма тăрăшни ним аванни патне те илсе çитермест. Кашни çӗршывăн хăйне евӗр культура, истори, ăна вӗрентӳ системине йӗркеленӗ чух шута илмеллех. Министр шучӗпе, пӗр тан уçă калаçура кăна вӗрентӳ пахалăхне ӳстерме пулать. «Раççей культурине чарма хăтланакан Европăпа Америкăна, пиртен пӗтӗм тӗнчене уйăрма хăтланнине хирӗç ман çапла калас килет: «Çулăр такăр пултăр пирӗн патран тухса кайма». Вӗсемсӗрех пирӗн туссем нумай, Африка пит интересленет юлашки вăхăтра», – терӗ çутӗç министрӗ. 

Воспитани ӗçӗ пирки калас-тăк, ют çӗршывсен министрӗсене воспитани ӗçӗ енӗпе канашçăсен институтне йӗркелени килӗшнӗ. Ача-пăча канăвӗн тӗнче шайӗнчи центрӗсем – «Артек», «Орленок», «Смена», «Просвещени» компани кăларакан вӗрентӳ литератури, совет тапхăрӗнчи вӗрентӳ пособийӗсем пысăк интерес çуратнă.

Форумра педагогсен квалификацине ӳстерессине, педагогика вӗрентӗвне аталантарассине уйрăммăн пăхса тухнă. Юлашкинчен Сергей Кравцов пирӗнпе туслă çӗршывсенче вырăс центрӗсене уçасси пирки каларӗ. Çутӗç министерстви тытăмне педагогика енӗпе 34 аслă шкул кӗрет, çавсенчен кашни мӗнле те пулин çӗршывпа çыхăнса ӗçлет. Паяна ют çӗршывсенче вырăс чӗлхипе вӗрентекен пурӗ 10 центр уçăлнă. 2023 çулта 56 çӗршывра пурӗ 65 центр уçăлмалла. Сăмах май, çак вунă центртан пӗрне, Шри-Ланкари университета,  Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ уçнă. Ун çинчен хаçатра çырнăччӗ.    

Ют çӗршыв студенчӗсене йышăнма квота ӳстернӗ

РФ наукăпа аслă пӗлӳ министрӗ Валерий Фальков çӗршывсен правительствисен хушшинчи килӗшӳсем пӗр-пӗрин вӗрентӗвне йышăнма май параççӗ. Урăхла каласан, Раççей аслă шкулӗн дипломне ытти çӗршывра та йышăнаççӗ, ку пирӗн атьсене ӗçе вырнаçма пулăшать. Паяна ун йышши килӗшӳсем 70-е яхăн. Ку ют çӗршыв çамрăкӗсене те Раççейре вӗренме çул уçать. Тăван çӗршывӗнче Раççей дипломӗпе вӗсене хапăл туса ӗçе илеççӗ. Геополитикăри улшăнусем те ку юхăма чарайман, пушшех тепӗр май – вӗренме килекенсен шучӗ ӳснӗ. Раççей Правительстви юлашки 3 çулта ют çӗршывсем валли квотăна 15 пин вырăнран 30 пине çитерме хушнă. Ют çӗршывсене Раççей аслă шкулӗсен наука аталанăвӗ пуян пулни илӗртет. «Ядерлă физика центрӗсемпе пурте мухтанаймаççӗ, пирӗн вара вӗсем пур – хăшӗсем совет тапхăрӗнченех юлнисем. Курчатов центрӗ ӗçлет, Гатчинăра пур, Мускав облаçӗнче кӗçех «Ника» коллайдер проект хута каять. Пирӗн наука центрӗсем ют çӗршывсемшӗн илӗртӳллӗ. Ку енӗпе ӗçлес текенсем нумай», – терӗ Валерий Фальков.   

Министр Хусанти федераллă университета пысăк хак пачӗ. Ун шучӗпе ХФУ – чи ватă та авторитетлă аслă шкулсенчен пӗри, Раççейре кăна мар, ют çӗршывсенче те лайăх ят çӗнсе илнӗ. Хăй вăхăтӗнче император статусӗллӗ пулнăскер юлашки çулсенче пысăк  кăтартусем тăвать. «Эпир тӗнчешӗн интереслӗ. Çакна форум та кăтартса пачӗ. Хальхи вăхăтра университетсен сечӗн программисем активлăхне ӳстереççӗ. Ку студентсемпе, опытпа ылмашăнма май парать. Раççей-Африка сетьре,  сăмахран, Раççей енчен 51 организаци, Африка енчен 13-ӗн пӗрле ӗçлеççӗ. Малалла та ку ӗç аталансах пырӗ», – терӗ наукăпа аслă пӗлӳ министрӗ Валерий Фальков.   

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев