Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСЛĂ АКСУ КОНКУРСӖН ÇӖНТЕРӲÇИ 30-МӖШӖНЧЕ ПАЛЛĂ ПУЛАТЬ

Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗн парнишӗн 5-мӗш çул «Çӗнӗ çула хатӗрленӗ чи лайăх юр кӗлетке» конкурс иртет. Çӗнтерӳçе декабрӗн 30-мӗшӗнче палăртаççӗ.

Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу тăрăхӗнчи чăвашсем юлашки çулсенче юр çăвасса пуринчен ытла кӗтеççӗ. Мӗншӗн тесен ял хутлăхӗн территорийӗнчи учрежденисем, харпăр хуçалăхсем акă ӗнтӗ 5-мӗш çул вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗн парнишӗн иртекен «Çӗнӗ çула хатӗрленӗ чи лайăх юр кӗлетке» конкурсра тупăшаççӗ. Ача садӗнчи чи пӗчӗк ачаран пуçласа аслă çынсем таран пурте урама юр купалама тухаççӗ. Çынсен фантазийӗ вара пуян, мӗнле кăна юр кӗлеке ăсталамаççӗ вӗсем. Конкурса декабрӗн 30-мӗшӗнче вырăнти Культура çуртӗнче иртекен Маскарад балӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Çӗнтерӳçӗсене парне тата Хисеп хучӗсем парса чыслаççӗ. Кăçал ялта Чăрăш уявӗсем 24-25-мӗшӗсенчех пуçланассине пӗлтерчӗ вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ А.Храмов. Çитес кунсенче ентешӗ Виктор Тягусев предприниматель Аслă Аксу ялӗнче ачасем валли карусель лартма хатӗрленет иккен. Сăмах май, Çӗнӗ çул конкурсне ирттерме Аслă Аксу ялӗнчен тăратнă депутат, «Фламинго» тулли мар яваплăхлă обществăн ертӳçи Альфрет Низамов та пулăшать. Шăпах вăл парнесене туянса парать.

Çапла вара Аслă Аксу ял хутлăхӗнчи ялсем Çӗнӗ çула хатӗр тесен те юрать, кашни учреждени умӗнче юр кӗлеткесем илем кӳрсе ял çыннисен кăмăлне çӗклеççӗ. Кӗтмен çӗртен çумăр çуса кăна илеме ан пăстăр. А.Храмов ярса панă сăнӳкерчӗксене пăхас пулсан, комисси пайташӗсене çӗнтерӳçе палăртма кăçал та çăмăлах пулмасть. (А.Храмов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество