Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Калининградран Хусана йӗлтӗрпе ярăнма

Мартăн 9-мӗшӗнче Хусан йӗлтӗр марофонӗ 57-мӗш хут иртет

 

Мартăн 9-мӗшӗнче Хусан йӗлтӗр марофонӗ 57-мӗш хут иртет

Çакăн çинчен йӗркелӳçӗсем, çуллен унта хутшăнакансем тунтикн «Татар-информ» информаци агентстви йӗркеленӗ пресс-конференцире каласа пачӗç. 
Журналистсемпе тӗлпулăва Хусан Физкультура тата спорт комитечӗн председателӗ Линар Гарипов, Хусан йӗлтӗр марафонӗн директорӗ Алексей Сидоров тата йӗлтӗрпе ярăнассипе спорт мастерӗ Хусан марафонне хутшăнса çӗнтернӗ Артем Николаев пулчӗç. 

1968 çулта Хусан пӗрремӗш хут йӗлтӗрçӗсен марафонне ирттернӗ. Ун чухне 40 çын йӗлтӗр сырнă, кăçал 600 яхăн çын 38 регионтан пуçтарăнаççӗ Тутарстанăн тӗп хулине. Хусан йӗлтӗр марафонӗн географийӗ çулран çул анлăланса пырать. Петропавловск-Камчатск, Калининград, Мускав, Петербург... Мартăн 7-мӗшӗччен заявкăсем йышăнассине пӗлтернӗ пулин те марафона хутшăнас кăмăллисем нумаййипе самай маларах хупма тивнӗ регистрацие. Хусан йӗлтӗр марафонӗнче пӗрре пулса курнисенчен çитес çул хутшăнакансем йышлă пулнине каласа пачӗç йӗркелӳçӗсем. 

Марафон Юдино поселокӗнчи «Локомотив» стадионта иртет. Ку вырăна марафона пӗрре мар хутшăннă Артем Николаев ырларӗ, трассăна мухтарӗ. Артем пӗрре марафон призне çӗнсе илнӗ, кăçал та ăнăçу пуласса шанать (марафон историйӗнче виçӗ хутчен приз илни пулнă).

Линар Зимфирович марафонăн приз фончӗ 850 пин тенкӗпе танлашнине, пӗлтӗрхинчен сумма улшăнманнине савăнса пӗлтерчӗ. Çакăншăн Тутарстанăн Йӗлтӗрпе ăмăртакансен федерацийӗн президентне Ильшат Фардиева тата Хусан йӗлтӗрçисене тав турӗ. Йӗлтӗрçӗсем 50, 25 километра чупаççӗ. Нумай пулмасть йӗлтӗр çине тăнисене 5 километр дисанцие чупма сӗнеççӗ. Финиша çитнисене пурне те асăнмалăх медальсем параççӗ. 50 километра чупса çӗнтерекене 100 пин тенкӗ, II, III вырăнсене йышăнакансене 80 тата 50 пин параççӗ. Финала чупса çитнӗ малтанхи 10 çынна та укçа парса хавхалантараççӗ. 25 километр чупакансенчен I тата II вырăн йышăнакансене 25-шер пин тенкӗ укçа параççӗ, III вырăн йышăннине 10 пин тенкӗ парса чылаççӗ. 

Мартăн 16-мӗшӗнче Хусанта çамрăк йӗлтӗрçӗсен турнирӗ пулассине те каласа хăварчӗç спикерсем.

Сăнӳкерчӗк Ф.Муратовăн («Татр-информ» ИА архивӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт