Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑҫалхи 9 уйӑхра Хусан урамӗсенчи 94 аварире 97 ача суранланнӑ

Ачасем ҫул йӗркисене пӑсни ашшӗ-амӑшӗсенчен те килет

 

Ноябрӗн 2-8-мӗшӗсенче Хусанта ачасен ҫул ҫинчи травматизмне халалланӑ "Кӗрхи каникулсем" профилактика мероприятийӗ иртет.
2020 ҫулхи 9 уйӑхра Хусан урамӗсенчи 94 аварире 16 ҫул тултарман 97 ача тӗрлӗрен суранланнӑ.
Ҫул-йӗр происшествийӗсем ан ӳсчӗр тесе Патшалӑх автомнспекцийӗ Хусанта  тӗрлӗ категорири ҫулпа ҫӳрекенсем валии мероприятисем ирттерме палӑртнӑ.
Ачасем йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче вӗсене лартса ҫӳрес йӗркесене пӑхӑннипе профилактика мероприятийӗсем иртӗҫ.
ГИБДД ӗҫченӗсен тимлӗхӗнче ҫул урлӑ каҫмалли йӗркесене пӑхӑнман пӗчӗк пешеходсем те пулӗҫ. Вӗсем ҫулпа ҫӳрес йӗркесене пӑхӑнманнине полицейскисем ПДН ӗҫченӗсемпе, ҫамрӑк ҫул инспекторӗсемпе, педагогсемпе, ашшӗ-амӑш комитечӗсемпе пӗрле тимлӗҫ.
Пӗчӗк пешеходсем ҫинчен информацие вӗсем вӗренекен ҫӗре яраҫҫӗ, малашне ҫул урлӑ каҫас йӗркене пӑсакансемпе профилактика ӗҫӗ илсе пырӗҫ.
Кун кӗскелнипе тата ҫанталӑк час-часах пӑсӑлнипе Патшалӑх автоинспекцийӗ Хусанти урамсемпе ҫуран ҫӳрекенсене те ҫутӑ тавӑракан элементсемпе усӑ курма ыйтать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев