Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кам-ха, кам çак юрăçа пӗлет?!

Христофоровăн сасси Шупашкарта кăна мар, Хусанта та, Мускавра та, Ӗпхӳре те, Тюменьре те тыткăнлать. 

Ун çинчен чаплă, паллă, тӗлӗнмелле тесе калаççӗ. Анчах çак çыннăн пысăк ăсталăхӗ çумне хушăнакан эпитетсем нихăçан та юрăçăн чăн тӗшшине уçса парайман пек туйăнать. Мӗншӗн тесен чăваш музыка сцени çинче нумай çул ӗнтӗ Артистăн, Юрăçăн тулли тата пулса çитнӗ сăнарне пирӗн Вячеслав Христофоровпа çыхăнтараççӗ.
Пирӗн тесе ахальтен каламарăм, ытти сумлă ятсемпе пӗрле ăна Тутарстанăн тава тивӗçлӗ артисчӗн ятне те панă. Талантăн чикки çук. Христофоровăн сасси Шупашкарта кăна мар, Хусанта та, Мускавра та, Ӗпхӳре те, Тюменьре те куракансене тыткăнлать. 
Вăл чăннипе те чăваш музыка культурин мăнаçлăхӗ, унăн чапӗ тата пуянлăхӗ пулса тăчӗ. Юрăçăн пултарулăх çулӗ те ӳсӗмсен пусмине аса илтерет. Çулран çул лайăхран та лайăх юрланинче пытаннă пулӗ тӗлӗнмелле ăсталăхпа пысăк чап çӗнсе илнин вăрттăнлăхӗ. 
Вячеслав Христофоровăн пултарулăхне кăмăллакансем ăна чун çӗкленӗвӗ тата савăнăç саманчӗсем парнеленӗшӗн яланах тав тăваççӗ. Çак кунсенче чăваш халăх артисчӗ 55 тултарчӗ. Саламлатпăр! (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России